Поэзи çулçӳревĕсем
Питер Франса
Сăмах вăл, тĕнчене тухсан,
Хăнасăр таврăнмĕ нихçан, —
Эп, çав шутпа, ĕмĕтленеттĕм:
Часах Хусанкайпа Верлен
Пĕр юрăра, ик чĕлхерен,
Ман çĕрĕмре тĕл пулĕç теттĕм.
Парижăн элчисем кĕçех
Янратрĕç вĕсене пиртех,
Тен, асилет — астăваканĕ.
Ун чух тăван Шупашкарта,
Шăнкăртамра та Çĕньялта
Сас пачĕ тейĕн «Галл Автанĕ».
Халь акă тепĕр çулçӳрев —
Орган хоралĕ пек кĕрлев:
Тăван пуласлăх, чĕр аваллăх.
Каллех ак Çеçпĕл сассинче
Çĕн сасă пур пек... Хальхинче
Вăл — Шеллие пилленĕ халăх.
Чăвашьенре — Уэллс хăни;
Вăл Нарспие чунпа илтни
Бернсла янăрасса сунатпăр;
Вăл Диккенсăн асамлăхне
Кĕртет пек халь чăваш уйне, —
Патăрьеле ав çул тытатпăр.
«Инçе çинçе уйра уяр...»
Тăванлăха çапла туяр:
Бернспа Митта — пĕрле янраччăр,
Эй, аслă Атăл хумĕсем!
Поэзие кĕрсе, вĕсем
Халь Темзăна çити сас паччăр.
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...