Ваçук пичче
Василий Иванова — ĕçпе вăрçă ветеранне асăнса, сума суса
Ваçук пиччем, Ваçук пиччеçĕм,
Нихçан эс тухмăн манăçа.
Ачалăхăн чунри пичечĕн
Эс кĕтĕн манăн пурнăçа.
Эс ир-ирех лаша кӳлеттĕн,
Пыраттăн пирĕн урампа.
Кăлтăртататчĕ пит килпетлĕн
Хăв янтăланă урапа.
Кашни çыннах сунаттăн сывлăх
Йăл-йăл кулса, пуçа тайса.
Ăш пиллĕх пулнă санăн сыхлăх,
Çи-пуç тирпейлĕ те таса.
Çапла, пире эс вăрататтăн
Кун сиктермесĕр, кашни ир.
Эс командир пек курăнаттăн —
Чи ятлă-сумлă бригадир!
Мана та эс ĕçе илсеттĕн,
Ем-ешĕлех шкул ачине.
"Эс паллă çын пулатăн", — теттĕн
Вуланă май сăввăмсене.
Эпир пулнах-тăр, тен, тăрлавлă
Хастар бригадира курах:
Улăм ури те шеп тăрланă,
Лавне те кӳлнĕ хамăрах.
Ялсем халь, шел те, йăлт пушаннă,
Утатăп тунсăх урампа.
Кăлтăртатмасть-çке эпĕ шаннă
Тахçан арканнă урапа.
Ял варринче халь тăр пĕччен эп,
Асра вара — чăн этемсем!
Ăçта çынсем — Ваçук пичче пек
Ирех ĕçе чĕнекенсем?!
Ваçук пиччем; Ваçук пиччемçĕм,
Пулнах темле хăват санра.
Шăнчаспа Маслă ен чĕкеçĕн
Эс юлăн ĕмĕр асăмра.
Шухăшсем
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Когда речь идет о ремонте, выбор правил...
В современном мире, где качество и безо...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...