Ылтăн-кĕмĕл мăнуксем
Вăт пурнăç! Ачу-пăчуна аран-аран пăхса ӳстеретĕн те, ах! тинех карчăкпа лăпланса пурăнмалли тапхăр çитрĕ теме те çук, çавăнтах мăнукусене пăхма тивет. Çуралнă-çуралман тăватă урапаллă кӳмене персе чикеççĕ те, пилĕк минутлăха тесе тухса уçăлса çӳренĕ пекки тăваççĕ те алăк умне тăратса хăвараççĕ. Çийĕнчен: «Ним тумасăр ухмаха тухатăр вĕт!..» —тесе кăшкăраççĕ хамăр ӳстернĕ ачасем. Пирĕн ылтăн-кĕмĕл мăнуксене пăхса савăнмалли çеç юлать вара.
«Пирĕн, çамрăксен, ача пăхса ларма вăхăт çук! Ĕçе те каймалла, лавкка тăрăх чупса лайăх тум илсе хитреленсе çӳреме те ĕлкĕрмелле, парикмахерскине те кайса лармалла, атту «босс» мĕн калĕ? Эсир вара енчен енне ахалех сулланса çӳретĕр, ши! шăхăрса, вăрманти пек пĕрне-пĕри хăваласа!» — тесе хушса хураççĕ.
Ай, тур-тур! Ку саманара ачасене ним калама та çук. Тӳрех çăвара уçнă-уçман пăкăласа лартаççĕ. Алăка шан! хупса хăвараççĕ те — хӳрине те кураймăн. Хамăр та халь çав тери ватах мар, пенсие тухайман-ха, пур пĕр пирĕн ĕçе ним вырăнне те хумаççĕ. Ирех тухса каяççĕ те хĕрĕмпе кĕрӳ, мăнук çывăрса кайсан кăна пĕрин хыççăн тепри машинăпа ик енчен чăш! та чаш! ярăнса таврăнаççĕ. Ма тесен кĕрӳ ялта совхоз директорĕнче ĕçлет-çке-ха, укçине кăна питĕ лайăх илет тет. Ытти вара унта ним лайăххи те çук тет. Фермăна тахçанах пĕтернĕ тет, унта халь ĕне вырăнне выç кашкăр улать тет, тепĕр чух тăмана вĕçсе кĕрет, шăшисем çухалнипе вăл та çавăнтах вăшт! кăна вĕçсе тухса тарать тет. Уйĕнче вара, ай, тур-тур, вĕлтĕренпе армути ăмăртса тенĕ пек каш! кашласа ӳсеççĕ. Сухаласчĕ, трактор валли солярка кирлĕ-çке, анчах та ăна илме укçи аптрал. Сăмакун ярса тĕрлеттерейместĕн вĕт.
Хĕрĕм вара, темиçе çĕрте те бухгалтерта ĕçлекенскер, çĕрĕпе шутла-шутла ир енне кăна ĕç тухса пĕтет тет.
Хальхи мăнуксем тата çуралсанах питĕ чее, илтсен те илтмĕш пулаççĕ, хăйсем мĕн тăвасшăн, çавна кăна тăваççĕ. Юрамасть тесен пушшех ура тапса, урса кайса кăшкăраççĕ те çийĕнчен тата чышкă кăтартаççĕ. Пĕр мăнука черетпе пăхсах карчăкпа иксĕмĕр йĕп-йĕпе тара ӳкетпĕр вĕт. Ун умĕнче юрласа-ташласа тăратпăр. Хваттерте вара пур пӳлĕмре те шпалер çурăлнă, сарайĕнчи пек пурăнатпăр. Залри стенкăн алăкĕсем те аран-аран пĕрер пăта çинче çакăнкаласа тăраççĕ-ха, вуçех те хупăнайми пулчĕç ĕнтĕ. Кресло çине хăпарса сикнĕрен шурупĕсем туха-туха ӳкрĕç. Пĕр юрăхлă пукан та юлмарĕ, апатне те тăрса çиетпĕр. Ача пăха-пăха çывăрайми пултăмăр, нимле эмел те пулăшми пулчĕ. Кăнтăрла вăрттăн выртса канма çук — алăка çапса, тапса, ватса шăтăк турĕ шĕвĕркке. Мĕкĕрет кăна: «Ку-кам! Ку-кам! Ку-каç!» Тарăхнипе алă çĕклесенех йăл кулать те: « Кукамайăм... Кукаçийĕм...» — тесе йăпшăнса чуп туса илет. Ну, тĕлĕнмелле ăслă та чее. Тьфу! Ашшĕ-амăшне аса та илмест. Пĕрмай пире тустарать. Пĕр канăç та çук. Ачасемшĕн, паллах, çăтмах, пирĕншĕн вара — чĕр тамăк.
Пурне те çиттĕр-ха тесе кашни ир пĕр мăнă кастрюльпе яшка пĕçеретпĕр. Вĕсем, мĕн, яшка çиме ухмах мар. Какайне çисе яраççĕ те ыттине вара карчăкпа иксĕмĕрех кунĕпе лĕрккетпĕр... Вĕсем ĕçре тутлă апата хăнăхнă. Хаклă кăлпассипе шăрттан пултăр та тутлă йышши сырпа хăйма. Мăнук вара яшка çимест, калаçма лайăх вĕренсе çитмен пулсан та кĕмĕл кашăкпа сĕтеле çапса пире тăна кĕртет: «Гуляш! Пельмень!..»
Тьфу! Карчăкпа пĕр-пĕрин çине пăхса илетпĕр те, ним тума аптраса хаш! сывласа яратпăр. Кравул ку ылтăн-кĕмĕл мăнуксемпе!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...