Туя чĕнес шухăш пур
Вăтăр çул мĕскер вăл хĕршĕн
Пур пулсассăн ăраскал?
Паянтан качча илесшĕн
Отставкăри генерал.
Юн тени вĕри-ха манăн.
Хама хам çӳреп шанса.
Юрататăп вăрттăн-карттăн
Саппасри пĕр сержанта.
Ман хăшне тăвас-ши мăшăр?
Хăшне-ши юрать шанма?
Генерал çинчен манмасăр
Пĕрлешем-ши сержантпа?
Кун пирки, мĕнле калас та,
Шухăшланă эп вăрах:
Генералпа çырăнас та
Сержанчĕпе çывăрас.
Чаплă кĕрĕк тăхăнтартĕ,
Пулĕ дача, «Мерседес»...
Урăх мĕнпе савăнтарĕ —
Ватă çынран мĕн кĕтес?
Шухăш лайăх. Аптрамастăп.
Чĕре темĕн систерет:
Отставкăри генералăн
Çук-ши тетĕп пистолет?
Çамрăкпала вырăн ăшă,
Анчах хăй вăл — çап-çара.
Саппасри сержант пĕр хушă
Пултăр, чăн та, «саппасра».
Пулăшсамччĕ, вулаканăм,
Ĕçӳ çине сур та хур.
Ырă канаш паракана
Туя чĕнес шухăш пур.
Влад Маскай (2019-03-21 01:32:21):
-Аль-ляль,- темелли кăна юлчĕ манăн вуласа пĕтернĕ хыççăн çак сăвва. Ара, "хайскере", "воображени"текенскере алă парсах вăратрăм та, умра пĕр тлейсĕрскере курах кайрăм...Статистика та çаплах, шелсĕрскер, тĕрĕссине лаплаттарать те хурать, пĕр шелсĕр кӳрентерет упăшка шыракансене. Кулмалли сахал кунта, йермелли вара чылаях. Чи ырри -шанăç пурри! Пĕр "каччи" - генерал, тепри-"ăшăраххи" -сержант...-Эх, "ĕçĕ" ăнтăрччĕ ĕнтĕ, телейне тĕлпулччăрах,-тесе уйрăлатăп персонажсемпе. Камăнта пулсан çакнашкалах "ситуацийĕ" те пурах пулĕ тетĕп...P.S. Санькка пичче, Ал.Савельев - САС, ăста çырнă хăйĕн сăвăлла калавне.