Тусанлă сарай
Хăйсенчен пĕр çаврашка туса вырнаçнă ачасем. Çаврашка варринче Çитăрпа Альберт лараççĕ. Альберт аллинче кăранташпа хут! Альберчĕ хутне çерем çине, кăранташне алла тытса пурне те курăнмалла пек тăсăлса выртнă. Çитăрĕ тутарсем пек хутланса ларнă.
— Çыратпăр-и эппин? — кăшт çĕкленсе ыйтать Çитăрĕ.
— Çыратпăр, çыратпăр, конешнă!
Ах, ма пĕлмест-ши Çитăр çырма! Альберт хутпа кăранташ тытса хут çине чăх ури пусса кайнă майлă çырма пĕлни ма кӳрентерет-ши Çитăра? Альберт пек çырма пĕлсен çак калама çук кирлĕ хута хăй çырĕччĕ вĕт ĕнтĕ Çитăр, хăй çырĕччĕ! Халь вăн, Альберт хутпа кăранташ тытса ларатъ те, ачасем пурте Альберт çине пăхаççĕ, Çитăр çине мар...
— Эс ху çырма пĕлнĕшĕн пит ан вĕç! — чăтаймасăр каласа ярать Çитăр савăнса кулкаласа ларакан Альберта чавсинчен тĕртсе. — Çакăн пек хут çырассине кам шухăшласа кăларнине ан ман! Сиртен пĕринчен те пулмасть ун пек япала шухăшласа кăларасси!
— Эп пĕрре те вĕçместĕп! — тет хирĕç Альберт. — Анчах... эс çырма пĕлменшĕн эп айăплă мар!
Ах, ку Альберт! Мĕнле пит хăюланса кайнă вăл?! Çитăра, тем тĕрлĕ япаласем шухăшласа кăларма пултаракан Çитăра, хирĕç калама хăять?! Ах, ку Альберт! Ма каларăм-ши, иçмасса, хамăн шухăша, хам çырма пĕлмен çинчех ма каларăм-ши?! Тытса илес Альбертран хутпа кăранташа та ыйтас ачасенчен: Çитăр-и, Альберт-и?
Анчах чăтать Çитăр, хăй мĕн тума шухăшланине тумасть: «Ун пек тусан хуна ху пушшех аяла хума пултаратăн», — тесе шухăшласа илет те Альберт çине çилленме пăрахнă пек пулса, яланхи пек, сассине пысăклатма тăрăшса, анчах çемçен, çапла каласа хурать:
— Эп çырма пĕлменнинче никам те айăплă мар, конешнă. Анчах, Альберт, сана килес çул пурпĕрех шкула илмеççĕ-ха, мĕншĕн тесен эс çиччĕре анчах, а эп уж тăххăрта! Мана обезательнă илеççĕ! Килте анне вĕрентни мĕскер вăл?! Вăл нимĕскер те мар, ун пек вĕренекенсене вĕренекенсем те темеççĕ...
Нумай калать Çитăр. Аллисемпе хăлаçланса, витĕмлĕ калама тăрăшса вăл Альберт пĕчĕкки çинчен, çырма пĕлсен те çаплах Çитăр чухлех пултарайманни çинчен, çавăнпа Альбертăн хăй çырма пĕлнипе мăнкăмăлланса лармалли марри çинчен нумайччен каларĕ.
— Конешнă, Альберт Çитăр чухнĕ пултараймасть! — терĕ вара Ваççа Çитăр каласа пĕтерсен, ун хыççăн ыттисем те:
— Пултараймасть, пултараймасть! — тесе шавласа кайрĕç.
— Ун пек ан çухăрăр! — халь ĕнтĕ Альберт çине тапăнакансене чарать Çитăр. — Ан çухăрăр ун пек, халех çырма пуçлатпăр! Айта çыр, Альберт!
— Мĕнле пуçлас? — тет Альберт Çитăра пăхăннă сасăпа.
«Аха, пăхăнатăн-и? — хăй ăшĕнче савăнать Çитăр. — Тоттă!» Унтан: «Ну, çыр çапла, — шухăшласа кайнă пысăк çынсем пек хăрах аллине çамкине килсе тытать Çитăр. — Çыр: эпĕр... пĕчĕк ачасем...»
Альберт, хăй пĕлнĕ таран, хут çине ӳсĕр буквăсем лартса каять, кăранташĕ такăнать, пĕр тваткал хучĕ темиçе çĕртен шăтать. Анчах Альбертпа Çитăр, йĕри-тавра пуçтарăннă ачасем çапах та кăранташпа хут çинчен куç илмесĕр хĕпĕртесе пăхса тăраççĕ.
— Çыртăн-и эпĕ мĕн каланине? — тет Çитăр хăй пĕлмен çыру çине пăхса.
— Çыртăм, — тет Альберт юлашки «м» сас паллине чăрмакласа пĕтерсе. — Малалла мĕн çырас?
— Малалла... — каллех аллипе çамкине тытать Çитăр, — малалла... протест паратпăр тесе çыр...
Альберт каллех саспаллисем чармакласа каять, каллех çамки тарлать, хучĕ шăтать.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Ирхине пынăскерсем, мĕн каç пуличченех асапланчĕç ачасем пĕр чĕрĕк листа хут çинче. Хĕвел анаспа тин ĕçе пĕтерсе çырмаран çӳле кĕпĕртетсе улăхрĕç. Унтан калама çук пысăк савăнăçпа хулана кĕрсе кайрĕç.
— Ыран ирхине пурте пуçтарнăр эппин!
— Юрать! — салтаксем пек харăс каларĕç ачасем Çитăра хирĕç.
III
Учреждени пуçлăхĕ Иван Иванч (лайăх ĕçлекен пуçлăх) ирхине, шăп тăхăр сехетре, хăй сĕтелли хушшине ларса хутсем хушшинче темĕскер ĕçлеме пуçларĕ. Анчах нумаях ĕçлемелле пулмарĕ Иван Иванчăн. Пĕр вунă минут ларсан ун патне ăна темĕн пек тĕлĕнтерсе пĕрин хыççăн тепри тăхăр ача пырса тăчĕç... Чи малта Çитăр, ун хыççăн Альберт, вара Ваççа, Юрий, Кĕркури, Владлен, Мĕтри, Артур, чи юлашкинче — Нина...
— Сирĕн пата эпĕр протестпа килтĕмĕр, — терĕ Çитăр хăй хăюлăхне пĕтĕмпех кăларса, — акă вуласа пăхăр!..
Ачасем çине пăхса хытса кайнă Иван Иванч Çитăр паракан чĕрĕк листа хута илет те ун çине чăрмакласа пĕтернĕ сăмахсене вулама пуçлать. Унта çапла йĕркепе ак çапла сăмахсем çырса пĕтернĕ:
«Эпĕр пĕчĕк ачасем протест паратпăр Пиртен Çитăр ашшĕ Кирле пиче эпĕр вылякан сарая тытса илсе мĕншĕн тесен эпер тӳпере архив хучĕсене çере илсе аннă меншен тесен эпер учрежденилле вылянă меншен тесен пирен выляс килнĕ меншен тесен эпер печекке а эсер пысак çаванпа сирен пире тивмелле мар а пире Çитăр ашшĕ Кирле пиче сарайне татх та пырсан урусене персе хуçап тесе калат ун пек тума эпер йитăсем мар а пĕчек çынсем ӳссен Çитăр ашшĕ пекех пулма пултаратпăр тата сирен пек те меншĕн тесен Альберт хута пĕлет а Çитăр пĕтĕм япала шухăшласа кăларма пултарать Çакан пирки эпер протест паратпăр меншен тесен пирен выляс килет, а ытти çĕрте выляма çук...»
Иван Иванчă мĕн вуласа пĕтеричченех шăп. Ним чĕнмесĕр, ниçта сиккеленмесĕр, хытса кайнă пек пулса Иван Иванчă çине пăхса тăчĕç ачасем.
«Парĕç-ши пирĕн хаклă сарая, памĕç-ши?» — çакăн пек ыйтаççĕ ачасен çунса тăракан куçĕсем.
Иван Иванчă ачасем панă хута вуласа пĕтерчĕ те тутисене сиктерсе кулса илчĕ.
— Хăшĕ çырнă кăна сирĕн? — ыйтрĕ вăл çавăн пекех кулса.
Ачасем темшĕн, те вăтанса, те урăххишĕн, чĕнмесĕр тăраççĕ. Çитăрăн та хальхинче хирĕç чĕнме хăюлăх çитмерĕ.
— Ну, хăшĕ сирĕн малотец, хăшĕ çырнă? — татах савăнăçлă кулса ыйтать Иван Иванчă. «Молотец» тенине илтсен:
— Эпĕ çырнă! — терĕ Альберт васкаса.
— Çырасса вăл çырнă та, анчах сăмаххисем манăн! — терĕ Çитăр Альберта çавăнтах тӳрлетсе.
— Молотец! Пултаратăр! Миçен-ха эсĕр?.. Тăххăрăн-и?! Пурте молотец, пурте!
Ачасем хăйсене ырланипе савăннăран именсе тăма пăрахаççĕ. Пĕр-пĕрин çине савăнăçлăн пăхаççĕ, кулаççĕ.
«Сарай пулать, сарая каялла параççĕ. Ну, кулатпăр ĕнтĕ Çитăр ашшĕнчен!» — çапла калаççĕ ачасен куçĕсем...
— Вот мĕнскер, — тет Иван Иванчă сĕтел хушшинчен тухса ачасем патне пырса тăрса. — Эсĕр чăнах та молотец ачасем. Çакăн пек хăюллă пулас пулать никçан та... Анчах сирĕн татах та ăс çитмен, татах та пĕрлешсе çитеймен-ха эсĕр. Эсĕр вен... хăвăра выляма сарай ыйтатăр, а эсĕр вĕт пиртен, пысăккисенчен, лайăхрах пĕрлешсен... çурт та ыйтма пултаратăр вĕт?! Каллех, вен, сире вылямалли япаласем кирлĕ, эсĕр, вен, нимле выляма аптраса, архиври хутсене салатса пĕтернĕ. Çаксем, ачасем, эсĕр лайăхрах пĕрлешменнинчен килеççĕ... Лайăхрах пĕрлешсен эсер хăвăра выляма çурт та, мĕн кирлĕ таран вылямалли япаласем те çителĕклĕ тупма пултаратăр... Пĕрлешес пулать сирĕн, çакăнта, çак учреждени çумĕнче пионер отрячĕ тăвас пулать, — вот мĕнскер. Вара эсĕр пире, пысăккисене, çурт пирки те, вылямалли япаласем пирки те темĕн чухлех тускалама пултаратăр. Хăçан та пулса кайса курнă пулĕ-çке эсер хулари пионерсен тĕп клубне?! Вен унта мĕн тĕрлĕ лайăх: ачасене мĕн кирли пĕтĕмпех пур вĕт!
— Унта эпĕр пĕрре вечера каяс тесе кайрăмăр та, пире пионерсем мар тесе кĕртмерĕç унта, — терĕ аслисенчен пĕри. — Пионерсене те билет çитмест, каккуй сире терĕç.
— Ну вот, ун чухне сире кирек ăçта та кĕртĕç вара.
— Лектрицă станцине те-и?
— Унта та.
— Хăма çуракан савăта та?
— Унта та.
— Тир савăтне те-и?
— Пур çĕре те! Ăçта пырас тенĕ, пур çĕре те кертĕçĕ...
* * *
Иван Иванчă патĕнчен тухса канашлама ĕлĕкхи сарая кайрĕç ачасем. Пĕр кана чĕнмесĕр тăрсан вĕсенчен пĕри, ку таранччен калаçсах кайманскер, Артур ятли:
— Эс, Çитăр, пултартăп тетĕн те питех пултараймастăн çав! — тесе çыпăçтарса хучĕ. — Хулари ытти ачасем пурте тенĕ пек пионера кĕрсе пӳртсенче выляççĕ, а эсĕ пире ку таранчченех тусанлă сарайĕнче вылямалла туса пытăн. Ытти ачасем пионера кĕрсе савăтсем тăрăх темĕн те пĕр курса çӳреççĕ, а эпĕр Çитăр пултарсах кайман пирки сарайĕнчен тухмасăр пурăнтăмăр..
— А уншăн вара эп айăплă-и?! — хăй айăпне таçталла сирсе пăрахма тăрăшать Çитăр. — Рас эп, темĕн чухлĕ шухăшласан та, пионера ăçта, мĕнле çырăнмаллине лайăххăнах пĕлсе çитеймен пулсан эп айăплă-и вара уншăн?! Ак халь çырăнатпăр ĕнтĕ, мĕн пит кăшкăрашмалли пур унта...
— Артур тĕрĕс калать, чăнах та Çитăр ытлашши пултарсах кайман пирĕн...
— Чăн, чăн, конешнă! Хăй пиртен аслăрах, çапах та пионерсем çинчен лайăх пĕлсе çитме пултарайман!..
Çерçисем курак çине тапăннă пек, Çитăр çине тапăнса Çитăра айăплама тытăнчĕç ачасем. Тусанлă сарайшăн пĕтĕм айăпа Çитăр çине йăвантараççĕ. Нумайччен ним чĕнмесĕр, ним тума аптраса тăрать Çитăр. Унтан сассине каллех пысăк çыннăнни пек туса ярса:
— Çук, ачасем, эп çеç мар айăплă, эп çеç мар! — тесе калама пуçлать. — Эпĕр пурте айăплă тусанлă сарайшăн, мĕншĕн тесен сирĕн те шухăшлама манăнни пекех пуç пулнă, а эсĕр пĕтĕмпех ман çине шаннă. Ман мĕнле тăхăр çыншăн пĕччен шухăшлама вăй çиттĕр?! Ман пуç вĕт Иван Иванчăнни пек пысăк мар... Вот, малашне пионера çырăнса пурте пĕрле шухăшлăпăр та пур ĕçе те тĕрĕс туса пырăпăр... Тĕрĕс калатăп вĕт, тантăшсем?!
— Чăнах та, пĕр Çитăр çеç айăплă мар тусанлă сарайшăн, — тет Альберт.
— Эпĕр те айăплă çав, — тет Юрий.
— Ну сатто малашне лайăх пулать, — тет Артур та килĕшсе. — Хĕрлĕ галстук çакатпăр, хĕрлĕ галстук!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...