Хусанкай кĕнекисем
(Реквием вырăнне)
Çӳренĕ çĕртен çитме май килсен
Çитсе тапта ман тăпрама...
П. Хусанкай
(Сăн ӳкерчĕк айне халалласа çырни, 1957).
Акă ун кĕнекисем,
пилĕк-ултă кĕнеки...
Калăн — ун япалисем,
калăн, — ал ăсти вилсен
унсăр юлнă ал пăчки...
маншăн — çавăн пек вĕсем, —
сăвă пуххисем çеç мар,
«вилĕмсĕр аç-тăн» çеç мар!
Тен, платник япалисем
вăл вилсен ун ывăлне
туйăнаççĕ çапларах:
вĕсенче куллен-кунах
ал ăшши упраннă пек,
тăлăха пĕр çав анчах
сасăсăр ăшăтнă пек... —
«Камччĕ саншăн вал?» — тесен
шăллăмăрсене шавах
хурланса чун-чĕререн
калăп эпĕ пĕр сăмах:
ăшăччĕ вăл, ăшăччĕ!..
Тăлăх ӳснĕ ачасем,
кăшт çырма пуçланисем,
çав ăшша кăштах туйма
туртăнатчĕç ун енне, —
ват салтак, вĕсен чунне
вăл пĕлетчĕ ăшăтма, —
вăл вĕсемшĕн ашшĕччĕ!..
Ашшĕсĕр ӳснисене
хамăр халăх ячĕпе,
хамăр халăх йăлипе,
пулăшма пĕлетчĕ вăл,
пиллеме пĕлетчĕ вăл...
Хăй — мĕн ыйтрĕ вăл пиртен? —
Ыр асаилӳ анчах.
Пилĕ ун — пиншер чунта!
Хăй вара чĕри кӳтсен
хуравларĕ виç сăмах:
«Тăпрама çитсе тапта...»
Шухăшсем
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Discover everything you need about onlin...
Stay ahead in online casino Nederland...
1...
6...