Мухмăрла Михала
Эх, Михала, Михала!
Часрах ĕçе каймалла.
Анчах эсĕ мухмăрла.
Пуç ыратать пулмалла?
Пуç, пуç, пуç, пуç.
Шыçса тухнă хăрах куç.
Мухмăр тени мĕн тени?
Кĕленче тĕпне йĕрлени.
Çут кĕленче тĕпĕнче
Михалашăн çут тĕнче.
Ух, ух, ух, ух.
Киле çитме хăват çук.
Киле каяс вырăнке
Лекнĕ çырма варрине.
Çырма тĕпĕ — лачака.
Михала, ав, — пылчăка.
Рас, рас, рас, рас.
Пылчăкран мĕнле тухас?
Каччин-каччин качаки
Хӳре тăратса çухăрать.
Пирĕн Михала ухмаххи
Лачакара кăшкăрать.
Ит, ит, ит, ит...
Чăннипелех ку камит.
Тăрать, тăрать, тăраймасть,
Ура ярса пусаймасть.
Ни малалла-каялла.
Хăш еннелле каймалла?
Пылчăкалла,
Татах, татах шалалла.
Пылчăк çине йер тăвать,
«Чĕрĕ хаçат» кăларать.
Чăр-чăр вăл чĕркелет,
Ӳкерчĕксем йĕркелет.
Акă пулчĕ.
Тинех тĕнче кулчĕ!
Эх, Михала, Михала,
Кĕсъе тĕпне хыпала.
Сылтăм кĕсйӳ тĕлĕнче
Пушă çутă кĕленче.
Че, че, че, че.
Юлнă-ши хăть тĕпĕнче?
Савни тесе Михала
Чĕнет шатра шапана.
Чăмать татах шалалла
Тытас тесе хăй çавна.
На, на, на, на.
Савса чĕнет шапана.
Чăнкăр-чăнкăр шелешни
Турти çукшăн кӳлĕнмест.
Пирĕн Михала кĕлетки
Ӳсĕрришĕн çĕкленмест.
Хап-хап хапăсса!
Ăçта хурас намăса?
Шухăшсем
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Discover everything you need about onlin...
Stay ahead in online casino Nederland...
1...
6...