Бюрократ
— Эй, Иван Павăлч, халех пур ялканашне те çыру çыр. Вĕсем волокитăпа кĕрешчĕр, — терĕ вулĕçтăвком председателĕ, секретарьне чĕнсе.
— Аван.
— Часрах!
Пĕр 10–15 минутран пур ялканашĕ валли те хатĕрленĕ хутсем председатель умне вĕçсе те çитрĕç.
— Ма мана çеç алă пусмалла турăн? Ху та пус!
— Аван.
— Делопроизводителе те пустар.
— Аван.
— Суя хут тейĕç. Çав переписчикне те пустар.
— Аван.
— Сторожа та пар. Вăл та алă пустăр.
— Аван.
— Часрах, — хушрĕ пуçлăх.
Ĕç хутне çĕнĕрен çырса, пурне те алă пустарса пырса пачĕç председателе. Вăл каллех чалăшшăн пăхрĕ.
— Пурне те пĕр тĕслĕ чернилпа пуснă. Пурне те хам пуснă тейĕç. Çĕнĕрен çыр! — сиввĕн сирпĕнчĕç сăмахсем.
— Аван.
Çирĕм минутран тĕрлĕ-тĕслĕ чернилсемпе алă пуснă циркуляр
вăшт кăна пырса выртрĕ пуçлăх сĕтелĕ çине.
— Ма хама малтан пустармарăр? Превышени чина. Çĕнĕрен çыр! — татах килĕшмерĕ пуçлăх.
— Аван.
Хыпаланчăк секретарь çичĕ хутчен хатĕрле-хатĕрле пачĕ ăш хыптармăш хута. Анчах председателе ниепле те юраймарĕ. Темшĕн май килмерĕ унăн. «Пуçлăх паян малтан сулахай ури çине тăнă пулас?» — тесе шухăшлани те çăмăллăх кӳмерĕ.
— Кайăр эсир пурте шуйттан патне! — терĕ те пуçлăх хăй
çырма тытăнчĕ.
«Çак хутпа сире волокитăпа кĕрешме чĕнетĕп. Çак хута илсен, илнине нарочнăйпа пĕлтерĕр. Хăçан тата кам илнине çырăр. Васкаса тăвăр. Точкăсене, запятойсене лартма ан ӳркенĕр», — чылай хушу пачĕ председатель.
Вĕçтерчĕç ямшăк лашисем ĕç хучĕпеле ялсене. Тепĕр кунне ирех ĕçтăвком умĕнче 10–12 юланут кĕпĕрленчĕ. Юланутçăсем ялканашĕсенчен распискăсемпе вĕçтерсе килнĕ. Пурте черетпе председателе кĕрте-кĕрте параççĕ.
— Лайăх алă пусман, — тесе хучĕ чаплă пуçлăх пĕрин расписки çине чапрассăн пăхнă май. — Возвратить!
— Запятойсем çук. Тавăрас!
— Числа лартман. Çĕнĕрен çырса килĕр.
— Исходящий номер лартман. Таврăнса лартса килĕр.
Çапла пурне те каялла салатса, вĕсем хыççăн ĕçе тĕплĕрех тума вĕренмелли çинчен приказ вĕçтерчĕ председатель. Распискăсем яма çĕнĕрен хушу çырчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...