Блок çурчĕ умĕнче çырнă сăвă
1
Нишлĕхре ӳснисем, пĕлмĕр эсĕр
ăсăн мăн кăмăлне упрама,
хăвăра упрамашкăн пĕлмесĕр,
пурнăçран хăрамасăр çунма.
Блок пек, чăн-чăн стихия пулма-и? —
Лайăхрах пытанас тенĕ май,
пурăнмалăх кун-çул иртнĕ майăн
тытăнатăр сутма та суйма.
Сирĕн ĕмĕрĕр çилĕн те çĕрĕн
вăйлă çаврăнăвĕ пулнă пек,
сирĕн пулĕмĕр тинĕсĕн чĕрĕ
сассине упраса тăнă пек —
чĕтресе пурăнатăр — халь-халь ак
«шаккăканçă» тухас пек лифтран.
Хум сасси-и кунта? — Хупă алăк
кăшт çеç сас парасран хăрасан!
Пăрахасчĕ пурне те сасартăк,
çил пек, хум пек пуласчĕ ай-хай,
килсĕр-çуртсăр, çул-йĕрсĕр хăватăн
тупсăмне çеç уçасчĕ пĕр шай;
юн куçса çаврăнса çуталмалăх
вăхăта — ĕмĕртен пайласа —
пӳрнĕ-çке çын пулма çут çанталăк, —
юлăр çак вăхăтра çын пулса!
Хум пек сивĕ пулма хăрамасăр
ĕмĕре ирттерме пĕлейсен,
тен, вилейĕттĕмĕр — сутлашмасăр,
вак телей йăлăнмасăр та, тен!
Тунсăхпа антăхмасăр, хăй тĕллĕн
иртрĕ вăхăт — тав ту тӳпене!
Иртрĕ пурнăç — кам виçĕ, кам пĕлĕ
мĕн тума, мĕн хакпа иртнине!
Çук-çке, — аслă, хăватлă пулар-и —
иртме çук пур пĕр çын шайĕнчен,
эс мана та çуратнă, хĕрарăм,
эп виçме, шутлама пуçличчен —
эс мана хăнăхтарнă этемĕн
сывлăшне, ăшшине, сассине.
Халь ним те кирлĕ мар мана тем-и, —
пур пĕрех, шăпланас кунчченех —
хам нихçан пурнăçа ăшăтмашкăн
пĕлмесен те, çынна анратма
тивĕç çук теейсен те, — ыйтмашкăн,
«тепĕр чуншăн» — çак ĕмĕрĕм ман!
1958, Ленинград
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...