Реквием мĕлки — инçетрен
Çапла, пĕлетĕп: ун чухне
ман тĕксĕм тупăк умĕнче
вĕсем те тăрĕç. Сан çине
хăйсем сисмесĕр — тайăлса
тинкерĕç — кĕрĕн вĕçĕнче
хуйăрланса та хуралса
тĕксĕмленен уçланкăри
çутта çухатнă пек — вĕсем
сасартăк туйĕç: çав вĕри
илем — шевле — çав çутă,
çав таса илем, манра сӳнсе
санра ялтра пуçланине.
Ун чух çеç вилĕп. Канăçа
ун чух хăварăп вĕсене.
Вара тинкер эс — эп сӳнсен —
ман питĕме. Вара ăнлан:
кĕрлевлĕ пурнăç вырăнне
мана вĕсем — унтан-кунтан
касса, сыпса, сутса, — аран
асаплă ĕмĕр панине.
Юлашки хут лачкам шӳсе,
йăлт çемçелсе, вĕриленсе
пĕр-ик сăмах — юлашки хут! —
каланă чух та — эп вĕсен
алли çине тĕршĕннине
ăнланăн эсĕ — ман çине,
шур маска пек хытса пырса
улшăнакан питĕм çине
çав кун юлашки хут пăхса.
Эп вилĕме аса илсен
вĕсем шанмаççĕ. Эс пĕлен:
пĕр уйăх пурăнăçăм ман
вĕсен пĕр ĕмĕрне тăрать.
Ку калаçу — вĕсемшĕн мар,
вĕсенни чухлĕ пурнăçа —
эпир ирттернĕ. Хам хуçа
эп хамăн пĕтĕм пурнăçра.
Эп вĕсене çĕнме, манма
пултараймарăм. Эп кулма
пултараймарăм — вилнĕ чух.
Эп кулаймарăм — пĕр сана
кĕтсе илейменрен кăна.
Мана пурăнтарса, мана
вĕлернĕ вăхăтра пĕччен
пулма хăвартăм эп сана,
пĕртен-пĕр ман вĕренекен.
Çав вăхăта пĕлтерекен
пĕр япала та эп хамран
хăвармăп... Симĕссĕн çиçен
шĕвек те. Явăнмĕ мăйран
синкер йăлмак та. Юлĕ ман
тур панă пек таса, хĕрӳ
упраннă çуттăм çеç... Санра
вăл ялтăратăр вăйлăрах...
Çак пулĕ манăн çĕнтерӳ...
Çак тивĕçпе — халал, хевте
тивĕçĕпе ыйтап санран:
Эп сӳннĕ чух — эс çун. Эс кул —
ху сӳннĕ чух... Эс — эпĕ пул,
эс кул!.. Кайран, сăну хытсан,
ялтратăр кулă... Ман ăса
юнра çунан илем туса
упранă кулă — сан ӳтӳ
тасан, илемлĕн ăшăтса
упранă çуттăм — сан хевтӳ,
сан хавалу — эс ху, эп хам,
ман ĕмĕр вĕçленми шăпам!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...