Снайпер патне янă çыру
Хаçатсем пĕлтернĕ хыпар тăрăх
Гварди чаçĕнчи хăюллă салтаксем патне пĕрре чечекленĕ çыру пынă парнесемпеле пĕрле.
Ыр саламлă ăш çыру килнĕ питĕ инçетрен, Чăвашри пĕр паллă, пысăк колхозри чипер хĕртен.
«Саламлатăп пурсăра та сире, паттăр йекĕтсем!», — тесе çырнă çырура вăл, суннă ырлăх-сывлăхсем.
Кĕскен çеç унтан пĕлтернĕ, ыйтнă пĕтĕм чĕререн: «Ман парнеçĕм пултăр, — тенĕ, — чи хăюллă снайпере».
Шута кайнă боецсем те çак çырăва вуласан... Вĕсен чаплă снайпер пур-мĕн. Вăл — Фроленко лейтенант.
Салтаксем вара хавассăн килĕшсе пĕр-пĕринпе çак Фроленкона параççĕ чăваш хĕрĕн парнине.
Пысăк мар-мĕн хĕр парнийĕ: пур печенипе табак, бритвă, супăнь, куç кĕскийĕ тата сахăр пур пăртак.
Пуринчен хаклийĕ пулнă çырупа хитре портрет. Хĕрĕн сăнĕ йăлтăр кулнă. Тĕлĕнтернĕ чăннипех.
«Чăн та, эпĕ палламастăп, хаклă снайперĕм, сана. Анчах эсĕ хĕрхенмесĕр çĕмĕретĕн тăшмана.
Пире пусмăра чикесшĕн уракан фашистсене пур тискер ĕçсемшĕн эсĕ тавăратăн хĕмленсе.
Сана — паттăр çынна — эпĕ юратса пур кăмăлтан тав тăватăп, саламлатăп, чăмăртатăп аллуна...»
Çапла хĕр пĕлтернĕ уççăн хăйĕн ăш çырăвĕнче паттăр чунлă харсăр каччă кăмăлне килни çинчен.
«Манăн ĕмĕт, — тенĕ ăшшăн çырура вăл, вĕçĕнче, — тăрăшатăп тĕл пулмашкăн санпа çывăх кунсенче.
Ун чух эпĕ, чăн калатăп, тăшмансем сан аллунтан мĕн чул пĕтнĕ —çавăн чухлĕ чуп тăватăп савăнса.
Унччен халĕ сывă пулăр! Сăмах манăн çав кăна çыруран юлатăп сывă, эпĕ. — Вера Лапкина...»
Гварди чаçĕнчи хăюллă боецсем каçса кайсах Вера сăнĕ çине пăхнă ытараймасăр, юратса.
Кăтăр-кăтăр кăтра çӳçлĕ чип-чипер аван пике, чăлтăр-чăлтăр икĕ куçĕ икĕ çутă çăлтăр пек...
Табак питĕ лайăх пулнă, пурте туртнă савăнса. Пĕр туртмасăр тăрса юлнă хай Фроленко хăй анчах.
Ма тесессĕн, пире паллă, çак Фроданко лейтенант нихăçан та табака вăл çăварне хыпса курман.
Тата çивĕч бритвине те парнеленĕ такама... Чимĕр, кун çинчен пире те иртерех-ха калама.
Парнесем туяннă хыççăн çапла пирĕн лейтенант Вера Лапкина патне васкаса ответ çырать.
«Савнă хĕрĕм, Вера тусăм! — тесе çырнă малтанах, — ăшă кăмăллă парнӳшĕн йышăн ăшă салама!
Пирĕн вăйлă, паттăр çаршăн тăрăшнишĕн тав сана! Эсĕ пире пулăшатăн çĕнтермешкĕн тăшмана.
Эп — гвардеец. Эпĕ снайпер. Командир эп, лейтенант. Тата халĕ питĕ çывăх тусу пулăп ĕнтĕ сан.
Чăн калатăп: тĕл пулсассăн, эп те хатĕр чуп тума. Çыру пĕтрĕ. Ал пусатăп: Ал. Фроленко, лейтенант.»
Ак епле вăл пуçланать-ха çирĕп туслăх, пĕлтĕр-и?.. Çак çыру халь Верăна та савăнтарчĕ çав тери.
Çамрăк хĕрĕн хĕрӳ чунĕ юратушăн çитĕннĕ. Вăл телейшĕн, çĕнтерӳшĕн вут-кăварлăн çиçкĕннĕ.
Халь вăл тепĕр çыру ячĕ хăйĕн снайпере патне. Савăнни çинчен каларĕ, ыйтса пĕлчĕ ун ятне.
«Хамăн çывăх туса эпĕ ĕнтĕ тупрăм халь тинех. Пĕлтерсемччĕ, пит кĕтетĕп: мĕн пулать-ши «Ал.» тени?
Е вăл паттăр «Александр?» Е кĕрнеклĕ «Алексей?..» Чăн ятна пĕлнийĕ маншăн пулнă пулĕччĕ телей...»
Çакăн пек çырса пĕлтерчĕ чăваш хĕрĕ снайпере, ун ятне пăлесшĕн ĕнтĕ çунать пĕтĕм чĕререн.
Вăхăт хăвăрт шурĕ-шурĕ, чупрĕ-чупрĕ малалла. Совет Çарĕ çĕнтерӳллĕн хуса кайрĕ тăшмана.
Персе çитрĕ телеграммă пĕр кун Вера ячĕпе. Çавăн пек чух кирек кам та хумханать çав чунĕпе.
Пĕр шуралчĕ, пĕр хĕрелчĕ çамрăк Вера тĕлĕнсе. Телеграммăра пĕлтернĕ: «Кĕтĕр праçник тĕлĕнче...»
Хыпарне çакна пĕлтернĕ хăй Фроленко лейтенант; сан пата пыратăп, тенĕ, çитĕп, тенĕ, хăнана.
«Делегаципе пыратпăр эпир сирĕн колхоза. Ырă кăмăллă пулсассăн, кĕтсе ил эс, ан вăтан.
Тупассишĕн мана эсĕ ун чух пĕртте ан хăра. Кăнтăрла çитетпĕр. Эпĕ — чи пĕрремĕш вакунра...»
Вăхăт çитрĕ: вăрăм пуйăс пырса кĕчĕ станцăна. Снайпере тупасшăн Вера тинкерсе пăхса сăнать,
Вакунран тухаççĕ акă ушкăн-ушкăн çар çынни. Анчах хăшĕ кунта снайпер, ун патне çыру çырни?
Ак, сасартăк лăпкă сасă чĕнчĕ: «Верă, сывă-и?.. Ма каплах пит. салхулантăн, тусăм?.. Паллаймарăн-и?..
Ăçта санăн хăв шантарнă юратуллă чуптăву? Ĕçӳсем епле пыраççĕ? Аванах-и сывлăху?..
Пирĕн Вера хытрĕ кайрĕ, ăнланмарĕ нимĕн те. Умĕнче тăрать хĕрарăм çар çыннийĕн тумĕпе.
— Паллашар пуль, тусăм, Вера! — тет вăл. — Унсăр лайăх мар. Эпĕ снайпер, — тет, — гвардеец. Эп — Фроленко лейтенант.
— Хушаматăм ман «Фроленко». Ятăм «Алла» пулать ман. Акă орден. Эп пĕтернĕ икçĕр аллă тăшмана...
Ак мĕскер пит тĕлĕнтерчĕ Верăна халь чăнласах. Вăл малтан, вĕт, тĕлленмен те снайпер хĕр пуласса.
Гварди чаçĕнчи хăюллă салтаксемшĕн те вара тĕлĕнтермĕш ĕçсем пулчĕç кунтинчен те ытларах.
Ма тесессĕн снайпер Алла, пурте савнă лейтенант, хăй чаçне кĕç персе çитрĕ кăвак куçлă Верăпа.
Çапла Алла хăнăхтарчĕ çапăçмашкăн Верăна. Халь вĕсем ак хĕрхенмесĕр çĕмĕреççĕ тăшмана.
Ак епле вăл пирĕн халăх пĕр çемье пек, куртăр-и? Акă мĕншĕн пит хăватлă унăн вăйĕ, туйрăр-и?
Çавăнпа та, кирек кам та пире хирĕç тухайса, урнă йытă пек урсан та — çĕнтереймĕ нихăçан!
1944 ç, Апрель.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...