Кĕрхи çиçĕм
— Сетнер Петрович, калаç, — шĕнкĕлтетрĕ Венера. — Çывăрса каятăп ак, сан хӳттӳнтех...
— Эпĕ коммуналлă çурт-йĕр системинче тăрмашаттăм, водопроводчикре, — хăй ăçта ĕçленине каласа парамах терĕ Сетнер Петрович. — Халĕ пуçлăх пуканне çитиех ӳссе çитрĕм... Чун сиснĕ пекех — кунта канма тухса ыткăнтăм... Кĕркунне канма килĕштеретĕп эпĕ... Юр ӳксен — йĕлтĕрпе ярăнма...
— Урăх нимпе те ярăнма килĕштерместĕн-и? — юратса ĕшеннĕ арçынна тĕртсе илчĕ Венера. — Эсĕ манăн ĕнтĕ, яланлăхах. Çынни пултăр, ĕçĕ вăл пур ĕç те тулăклă... Эпĕ çĕвĕçре ĕçлетĕп. Пĕр комбинатра. Путевка пачĕç те... Сан тĕлнех иккен... Эпĕ çулла тинĕс хĕррине канма каясшăнччĕ...
— Укçа пуçтарăпăр та çулла хамăр шутпа тепре канма кайăпăр, — терĕ Сетнер Петрович. — Савнийӳ кам пулнă вара сан?..
— Упăшка пулнă вăл ман... Ăнман упăшка, — ӳкĕнмесĕр аса илчĕ Венера. — Вăл хăй шăпине ăмсанчĕ пулĕ. Мана ӳлĕмре ав хам шăпа кĕтсе тăнă-мĕн... Ачам-пăчам пӳрмерĕ... Çавăншăн ӳпкелетчĕ вăл мана пит... Эпĕ кану çурчĕсенчи пылчăксенче чылай йăвалантăм... Халь ак... кунта... йăваланатăп-ха... Эс тӳрре-мĕнех ан ăнлан, Сетнерĕм...
— Йăваласан-йăваласан ача та йăваласа кăларакан-ха, — кулчĕ Сетнер Петрович. — Юмахра...
Венера та илĕртсе кулчĕ:
— Мĕншĕн юмахра кăна?.. Юмахĕ хамăр... Сетнер... Чуптăва-чуптăва çăвар ăш-чикки те типсе кайрĕ-ха манăн. Мĕн те пулин сăй тупăнмĕ-ши?.. Паçăр çамрăксем патĕнче хăналаннăран пуç та кашла пуçларĕ пек... Пыр-ха, тупса кил мĕн те пулин холодильникрен?..
Венера хушсан Сетнер Петрович çаплипех сиксе тăчĕ:
— Мĕншĕн холодильникрен? Акă сĕтел çинчех хатĕрри ларать... Венера, луччĕ кил кунта, сĕтел хушшине ларар? Утиялпа пĕркен те...
Сетнер Петрович хăй те, кĕлеткине утиялпа халат пек пĕркенсе, сĕтел хушшине ларчĕ, тăванла калаçрĕ:
— Атя, тултарнă черккери хĕрлĕ эрехе ĕçер, — сĕнчĕ Венера. — Кăшт шăнма пуçлани иртсе кайтăр...
— Тем, ăшăтма пултараймарăм пулмалла сана. Ĕçер, эппин, сан сывлăхна, — черкке çĕклерĕ Сетнер Петрович та. — Эп сивĕнсе кăна ларатăп-ха... Ма кулан, ма кулан, ах, чакăр куçăм, савнă çыннăм...
— Упăшкан тăрăшмалла, — кулма пăрахмарĕ Венера. — Халь упăшка ĕнтĕ эсĕ манăн... Упăшка... Çав тери кăпăшка илтĕнет... Упăшка...
— Арăм... Манăн ĕмĕрлĕх парăм, — Венерăран юлмарĕ Сетнер Петрович. — Атя, туй вальсĕ çаврăнар?.. Çĕрлехи туй вальсĕ...
Пӳлĕмре çурма тĕттĕм. Атăл леш айккинчи çурт çутисем курăнаççĕ. Икĕ кĕлетке пĕр-пĕрин çумне лăпчăннă та пĕр кĕвĕсĕр кĕвĕре çаврăнаççĕ. Çитнĕ икĕ чуна пурте. Юратăвĕ те, пĕрле пурăнса ирттерес ĕмĕчĕ те. Иккĕленӳсĕр пурăнăç...
Юр йăтăнса анчĕ тепĕр кун. Малтанхи юрĕ вăл ку тăрăхра пĕр уйăх каяллах курăннăччĕ-ха. Яра кун тăкăнчĕ йĕпе юр. Çĕрĕпе çурĕ вăл. Çĕрлене çанталăк шăнтрĕ те юр та йĕпесĕр вĕттĕн-вĕттĕн тăкăнма тытăнчĕ. Ир енне шап-шурă туса хучĕ пĕтĕм таврана. Хĕл ларчĕ. Çанталăк урăх ăшăтса чăрманмарĕ. Юр çунă вăхăтра Сетнер Петровичпа Венера профилакторирен тухмарĕç. Йăлипе çĕрлене кăна уçăлса кĕчĕç. Апатпа апат хушшинче вĕсен калаçăвĕ татăлма пĕлми юхрĕ. Венерăна çав Çеçпĕл Мишши шăпиех интереслентерчĕ. Ыйта-ыйта хăшкăлтарчĕ вăл Сетнер Петровича.
— Сетнер, сирĕн Çеçпĕлĕр те вырăс хĕрарăмне юратнă терĕн-и-ха? Мĕншĕн пĕрле пулайман вара вĕсем? — тĕпчерĕ Венера. — Иксĕмĕр пек-и?
— Иксĕмĕр пек кăна мар çав, — ăнлантарса пама тăрăшрĕ Сетнер Петрович. — Нуся качча кайнă хĕрарăм пулнă, Мишша вара Украинăри пĕр санаторире чир-чĕрĕнчен сипленнĕ... Ура шăмми чирĕ аптăратнă ăна... Çеçпĕлĕн пурнăçĕ пӳкле вĕçленнĕ, хăй çине хăй алă хунă вăл... Упăшки çĕре кĕрсен Нуся ун патне юратуллă çырусем çырнă-çырнă — Çеçпĕл çĕре кĕнĕ пулнă ĕнтĕ... Телей патне туртăнакан кашни чунах телейлĕ пулаймасть, Венера тирпейĕм... Ăслă çынсем пушшех те-тĕр...
Венера тимлесе итлерĕ. Итленĕçемĕн Çеçпĕлпе Нусьăна хĕрхенсе пычĕ, ыйтăвне вара çаплине пачĕ:
— Эпир ухмах-им вара?
Сетнер Петрович мĕн пуррине калама пĕлчĕ:
— Ухмах-тăр çав. Юратса çырусем çӳретмерĕмĕр. Пĕр-пĕрне куртăмăр та малтанхи кунхинех шăпамăрсене татса та патăмăр. Эсĕ урăхла курасшăнччĕ-и шăпамăра?
— Ç-у-у-ук, — тăстарса ячĕ Венера. — Тур ан хуштăр. Мĕн курмаллине эпир те малтанах астивсе курнă ĕнтĕ... Çапах та шел çав Çеçпĕл Мишшине... Пурăнан пурнăçĕ те сакăлталлă пулнă унăн, юратăвĕ те пӳкле тенĕ пек килнĕ, сывлăхĕ те... Эсĕ ăна сăвăç терĕн. Мĕн çырса тĕлĕнтернĕ вара вăл?..
— Вăл-и? — телевизора чарсах ăнлантарма тытăнчĕ Сетнер Петрович. — Çырасса та Çеçпĕл пĕр шучĕпе вăтăр чухлĕ сăвă кăна çырна теççĕ. Сăввисенче унăн чăваш тĕнчи, чăваш асапĕ, чăваш чĕрĕлĕвĕ. Чăвашсем пĕрле пулсан анчах вилĕмсĕр халăх пуласса калать вăл. Сирĕн пур-и çавăн пек сăвăç?
— Эп пĕлместĕп, — терĕ Венера, — Эп вырăс çынни те — ирçе-мăкшăлла пĕлсех каймастăп. Тен, пур та пулĕ... Пирĕн Эрьзя скульптор пур. Тĕнчипе паллă скульптор. Вăл сирĕн республикăран иккенне пĕлетĕп. Кайран ют çĕршыва кайнă-ха вăл.
— Кашни халăх мĕнре те пулин хăйĕн пултарулăхне кăтартать, — ăс парса калаçрĕ Сетнер Петрович. — Каплах юр тăкăнсан йĕлтĕрпе те кайăпăр-и ыран. Кунта, профилакторире, йĕлтĕрсем пур... Эс хирĕç мар-и?
— Эсĕ чĕнсен таçта та пырăп. Йĕлтĕрне хуллен шутарса çӳрĕпĕр...
— Мĕншĕн хуллен? Тăвайккисенчен çĕр çĕмĕрттерсе анăпăр. Кунта, ху пĕлен, талккишпех тăвайкки. Кавказ тăвĕсем тейĕн... Юрать, ыран йĕлтĕрпе...
Каçхи апат вăхăтĕнче хăй ушкăнĕпе Çеçпĕл Мишши çуралнă кунне паллă тума Сетнер Петровичпа Венерăна пӳлĕмне чĕннĕ йăрă каччă вĕсен сĕтелĕ çине кĕнеке пырса хучĕ:
— Тин кăна типографирен. Çеçпĕл Мишши çырнисен пуххин çĕнĕ кăларăмĕ. Икĕ чĕлхепе. Чăвашла та, вырăсла та. Сăн ӳкерчĕксемпе. Венерăна вара хистесех каларĕ:
— Сире вара, Венера, хистесех вуласа тухма сĕнетĕп. Уйрăмах Çеçпĕл Мишши Нуся патне çырнă çырăвĕсене тимлесе вулăр. Эсир вĕт сăнăрпа каснă-лартнă Анастасия Червякова. Вулăр, килĕштерĕр ăна, вăл пирĕн Çеçпĕл Мишшин чун çăлтăрĕ пулнă...
Каçхи апат валеçсе çӳрекен Атăлта тытнă пулла пĕçернĕ гарнирпа пырса лартсан Сетнер Петрович Венера енне тимлесе çапла кукăртса хучĕ:
— Ку апата эсĕ упăшку умне лартса панă пулсан мĕн тери аван пулмалла та... Эсĕ, Венера, ман шутпа, кил ăшши кӳмех çуралнă пулмалла... Куçусем, кĕлеткӳ ăшă-ăшă. Санран темле ырă техĕм палкаса тăрать...
— Ой-ой-ой!.. Ав, кӳршĕсем апата килеççĕ... Атя, çиме пуçлар-ха. Атăл пуллине пахалар...
Каçхи апатран тухсан вĕсем яланхи йăлапа каллех профилактори таврари сукмаксемпе утса çӳрерĕç. Сетнер Петрович çапла шухăш тытрĕ:
— Венера, хаклă çыннăм, эпĕ сана Шупашкара куçарасшăн, эсĕ хирĕç мар-и? — терĕ вăл юр кăчăртатăвĕпе канлĕхленсе пынă май. — Эпĕ сансăр пурăнма пултараймастăп. Пĕр кун та, пĕр сехет те...
— Профилактори кунĕсем вĕçленĕç те — эпĕ çухалăп. Сан илемлĕ сăмахусене те юр хӳсе лартĕ, — терĕ Венера хăйне телейлĕ тунă, нумай çутăпа ялкăшакан çӳллĕ кану çурчĕ çине тунсăхлăн пăхса. — Юмахăн вĕçĕ те пур-çке...
— Пĕрле, пĕр хулара ĕçлеме пуçлăпăр, — терĕ Сетнер Петрович. — Шел, иксĕмĕрĕн те пĕр кантурта ĕçлеме пирĕн унта çĕвĕç ĕçĕ çук. Тен, ĕçлеме те пăрахăн? Эсĕ мана килте кĕтсе ларăн? Эпĕ ĕçрен таврăнасса. Килте апат пĕçернĕ, ăшă, чунлă, тарават... Хĕрт-сурт вырăнĕнче пулăн?..
— Мана килĕшет ку сĕнӳ, — шăкăлтатрĕ Венера. — Эсĕ мĕнле калатăн — çапла пулĕ... Ача сасси илтĕнтĕрччĕ пирĕн хваттерте... Эпир этем пулнипе кăна пĕр-пĕрне тупрăмăр-çке... Эс тупăннине ĕненессĕм те килмест... Сывлăшĕ, сывлăшĕ мĕн тери паха кунта... Хыр сывлăшĕ. Тухтăрсем мана хырлăхра кĕркунне ытларах пулма калаççĕ... Кур-ха, уйăп туратран турата сикет... Илемлĕ вĕçен кайăк...
Сетнер Петрович та хĕрлĕ пĕсехеллĕ уйăпа асăрхарĕ:
— Кĕрӳ каччи пек, хӳхĕм... Нумай вĕсем пирĕн тăрăхра... Пире асăрхасшăн та мар... Епле хăйĕнпе хăй кăна киленет...
— Этем хăйпе кăна киленмелле мар çав. Унăн юратнă тусĕ те пулмалла, — хĕрлĕ пĕсехеллĕ уйăпа ытараймасăр сăнарĕ Венера. — Шел, пĕчченлĕхе кăмăллать пулмалла... Ман пек...
Сетнер каллех савăнса сас пачĕ:
— Ав, юратнă тусĕ те тупăнчĕ... Тем вăрри тупрĕç ĕнтĕ вĕсем. Пĕр-пĕрин хыççăн хĕпĕртесе туратран турата сиккелеççĕ... Мĕн кулянса калаçатăн эсĕ, Венера? Мĕн пăшăрхантарать сана?..
— Нимĕн те пăшăрхантармасть... Лăплан, Сетнер...
Венера хăй вырнаçнă пӳлĕме таврăнми те пулчĕ ĕнтĕ. Тум улăштарса тăхăнма унта йăпăртлăха кĕрсе тухать те вĕçĕмех Сетнер Петровичпа пĕрле. Уçăлса таврăннă хыççăн Венера Çеçпĕл кĕнекине йăпăр-япăрах ярса тытрĕ. Сетнер Петрович çывăрса кайсан та темĕнчченех вуласа выртрĕ. Çеçпĕлĕн сăввисемпе танах унăн Нуся патне çырнă çырăвĕсем чĕрине хускатрĕç. Сăввисенче те, çырăвĕсенче те Çеçпĕл сăнарĕ ун асĕнче çиçĕм пек ялтăртатса илчĕ. Сайра курăнакан кĕрхи çиçĕм пек. Ялтăр-р! çиçсе илекен асаплă ĕненӳ пек... Кĕрхи çиçĕм... Ав мĕншĕн юратаççĕ иккен ăна чăваш çамрăкĕсем... Çулăм хыпса илнĕ чунĕшĕн... Чăваш çыннине вĕçĕмсĕр юратнишĕн... Нуси тата, Нуси... Юратнă-çке вăл хăйĕн Мишшине, юратнă... Упăшкаллă хĕрарăм пулнă пулсан та... Çеçпĕлĕн суясăр чунне курнă ĕнтĕ вăл... Чăваш çыннине чăннипех юратнине ĕненнĕ...
Сетнер Петровичпа калаçасси килсе кайрĕ Венерăн... Мĕн тени пулать-ши вăл Çеçпĕл хушамат?..
Тутлă çывăракан Сетнер Петровича савса пăхса выртрĕ-выртрĕ те Венера — Сетнер Петрович лăпкăн уçса ячĕ куçне:
— Ыйху çук-им, Венера?
— Çук çав, Çеçпĕл пурнăçне пит тимлесе вуларăм та — тĕлĕнсе хытса каймалли шăпа. Мăн тени пулать вăл Çеçпĕл? Хушамат-и? — Сетнер Петрович ыйхăран вăраннăшăн кăштах кулянчĕ те Венера. — Пустуях вăратрăм пуль сана?.. Ирхинеччен, эс тăриччен, кăтмеллеччĕ пулĕ те...
— Чăн хушамачĕ унăн Кузьмин, — тӳрех пĕлтерчĕ Сетнер Петрович. — Çеçпĕл — чи çурхи чечек... Пĕтĕм çут çанталăк чĕрĕлĕвĕн чи пирвайхи чечекĕ... Чăваш чĕрĕлессе шанса та ĕненсе илнĕ пулĕ вăл çак чечек ятне, поэзире хăйĕн хушамачĕ тунă...
— Ăнлантăм апла, — шухăшлăн выртрĕ Венера. — Çеçпĕл... Пирĕнле, вырăсла, апла подснежник... Чăвашла та вĕренте пуçларăн-ха эсĕ мана... Тавтапуç... Çеçпĕл чĕлхи ман тăван чĕлхе те пулĕ... Мĕнле янăраççĕ-ши ун сăввисем чăвашла?.. Хăй пекех хĕрӳллĕ пулĕ...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...