Çеçпĕл Мишшине
Ай-хай çул-йĕр уçмашкăн çăмăл мар,
Çĕн Кун сăвви санран илет тымар.
Ĕçре сахал-и тӳснĕ пăтăрмах —
Тăшман пирки вакламăпăр сăмах.
Тăван ӳпкеве — сипленми суран,
Чăн чăваша мĕскер кĕтет ыран?
Чуну сахал-и илтнĕ-тӳснĕ çак:
«Чăваш чĕлхи пĕтет, ман халăх вак.
Мĕне вăл кирлĕ, хĕсĕк ял чĕлхи?
Малашĕ çук. Мĕн юлнă? Авалхи.»
Ачаш чунна амантнă санăнне,
Çапла ют сасă янă сăннине.
Анчах та парăнман çак сăмаха,
Эс шаннă çирĕп чунлă халăха.
Ĕçчен, сăпайлă — хăнк! туман чăваш,
Ăна эс суннă чи хитре малаш.
Эс çырнă кулянса та ĕненсе,
Куççульпеле вулатпăр тĕлĕнсе:
«Е ют чĕлхесем ӳснĕ майĕ
Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе кайĕ?
Апла пулсан... чĕрем хыпса çунтăр,
Чĕрем хылса çунса, сив кĕл пултăр.»
Кĕтни сан çитрĕ, пирĕн вăхăтра
Хĕрӳ сăвви янрать сан халăхра.
Ытарайми хитре тăван чĕлхе —
Вăл юлĕ пирĕнпе ĕмĕрлĕхе!
Чăваш сăвви-юрри чула касать,
Паян вăл чикĕсем урлах каçать.
Татать хĕç-тимĕре çав хурçă сас,
Чăваш пит-куçĕ çутă та хавас.
Шăтарчĕ сăвă çичĕ тӳпене,
Вулать çут çăлтăр сăвăç çырнине.
Анчах пĕтмен-ха Çĕр çинче элек,
Хăй юррине юрлать ĕлĕкхиллех.
Калать чурăсланса: «Пĕтет чăваш...»
Карать шăл-çăварне. Мĕскер тăвас?
Ахаль-и улăп-Пушкин тарăхса
Фонвизина чĕнейнĕ: кил тăрса!
Çунтар вут чĕлхӳпе пур пӳсĕре,
Асаççĕ Раççейре вĕсем сĕре.
Илтмессерен элекçĕ-çăвара
Санах чĕнсе илес килет вара.
Анчах, пиччемçĕм, эсĕ ан кулян,
Тăван чĕлхе çаплах янрать ян-ян!
Шавкка сасси вĕçсе каять çилпе,
Чăваш хăватлă халăх пилĕпе.
Ырри, чи тĕрĕсси хăватлăрах,
Йăх-ях — хăрах, ан тив çуйхаштăрах.
Вăл юлĕ вăркăнса аяккалла, —
Чăваш утать патваррăн малалла.
1975-1999.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...