Хĕвелпе шăраннă хĕлĕх
«Питĕ те лайăх поэт сирĕн Алексей Воробьев, — тетчĕ Ĕпхӳре е ытти çĕрте тĕл пулса литература çинчен калаçу хускатнă самантсенче пушкăрт халăх поэчĕ Мустай Карим. — Тĕлĕнмелле: кашни сăввинчех — ылтăн тĕшĕллĕ пучах...»
«Эпĕ Алексее чăваш литературинчи чи пысăк сăвăçсенчен пĕри тесе шутлатăп, — тетчĕ Воробьевăн çывăх тусĕ, тантăшĕ, унăн «Йăмра», «Кипенек», «Çĕрпӳ кĕперĕ» поэмисене вырăсла куçараканĕ Мускав поэчĕ Виктор Кочетков. — Унăн сăнарлăх тĕнчи маншăн тесен питĕ хаклă...»
«Унăн хресченле чунĕ çутçанталăка хăй кĕлеткине, хăй ӳт-пĕвне туйнă пекех туйса тăни, тăван çĕре юратни, çынсене сума суни ун чĕринче сăнарпа сăнар пек, кăмăлпа кăмăл пек пĕрлешеççĕ, пĕр асамлăх пулса тăраççĕ...». Çапла хак панăччĕ чăваш поэчĕн пултарулăхне Мускав критикĕ Александр Макаров хăй вăхăтĕнче.
«Воробьев поэзине эпĕ питĕ юрататăп, — тетчĕ Чĕмпĕр çĕрĕн пысăк поэчĕ Николай Благов. — Унăн шухăшĕсем, унăн сăнарĕсем кашни вуламассерен çĕнĕ хавхалану кӳреççĕ. Ку вăл — чăн-чăн поэзи палли...»
«Нумай чăваш поэзийĕнче лайăх сăвăçсем, — тетчĕ Йошкар-Оларан час-часах Атăл урлă ку енне каçакан лауреат-çыравçă Валентин Колумб. — Анчах Алексей Воробьев хăйне уйрăм тăрать. Унăн сăввисенчи шĕхăшсемпе сăнарсем пĕр курланкăри мăйăрсем пекех тачă çыхăнса тăраççĕ...»
Çакăн пек хавхалануллă сăмахсене кирек ăçта та илтме пулать. Атăл тăрăхĕнче те, Тюмень енче те, Кавказра та, тухăç-анăçра та. Хăйĕн ĕмĕрĕ кĕске пуласса сиснĕ-ши Воробьев, кунĕн те çĕрĕн ĕçленĕ, çырнăçемĕн çырнă, вăйлă çăлкуçран сиксе юхакан сиплĕ шыв пекех талпăнса та шаркаса тăнă унăн иксĕлми пултарулăхĕ. Кĕнекисем те чăвашла та, вырăсла та çулленех тухатчĕç, «Дружба народов», «Современник», «Волга», «Москва» журналсенче те унăн сăвви-поэми тăтăшах пичетленетчĕ, тĕрлĕрен премисем илетчĕ вăл. Эфирта та час-часах илтеттĕмĕр ентешĕмĕр сассине. Çапла унăн пултарулăхĕ пурнăç пуянлăхĕ, чун илемĕ пулса кашни киле кĕретчĕ. Ял-хула тăрăх, çĕршыв тăрăх çӳрессине те хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлатчĕ поэтăмăр, е Салехардра газ уçлакансем патне çитетчĕ вăл, е Нефтеюганск маттурĕсем чĕнсе илетчĕç ăна. Дагестан çĕрĕ-шывĕнчи, пушкăрт чăвашĕсем патĕнчи, Чулхула е Самар тăрăхĕнчи ăшă тĕлпулусем пирки аса илекен те нумай.
Поэт тăван çĕртен, тăван халăхран вăй илсе тăнине эпĕ хам та тĕрлĕрен тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултаратăп. Сăмахран, 1964 çулта эпир Çĕрпӳпе Красноармейски хутлăхĕнчи ялсем тăрăх çӳрерĕмĕр. Яманак ялĕнчи хĕллехи тĕлпулу халĕ те куç умĕнчех тăрать. Аслă ăру валли поэт вăрçă йывăрлăхĕсем çинчен тăван уй-хир çинчен çырнă сăввисене вулать, çамрăксем валли унăн туслăхпа юрату сăввисем нумай, ачасене вара вăл тăван тавралăх, çутçанталăк илемне сăнлакан кĕске те çаврăнăçуллă хайлавсемпе илĕртет. Хут-кĕнеке таврашĕ çук ун аллинче, хăйĕн сăввисене вăл пăхмасăрах калать, ятарласа хатĕрленнĕ артист тейĕн ăна: чунри сăнарсене, туйăмсене пĕтĕмпех кăмăллă сасăпа, витĕмлĕ хусканусемпе куç умне кăларать. Кĕлетки çӳллĕ хăйĕн, хулĕ-çурăмĕ патвар, халь-халь пиçсе çитес çĕмĕрт тĕслĕ куçĕнче поэзи хĕмĕ çиçсе тăрать.
Итлекен халăх пĕтĕмпех ун тыткăнĕнче, кăмăл туртăмĕ хăй еннелле сулăнасси йăлтах поэт ирĕкĕнчен килет. Пĕрре тарăн шухăша каять, тепĕр кана кулса илет халăх. Мĕн тăвăн, пурте пур пурнăç тенин: савĕнăçĕ те, хурлăхĕ те. Çапла сехет таранччен туртăнтарнă хĕлĕх пек çирĕппĕн тытса тăратчĕ вăл халăха. Вулас тенине вуласа пĕтернĕ хыççăн та тӳрех саланмастчĕç-ха çынсем, вĕсем çакăн пек тухатуллă сăмахпа чуна тем самантрах тепĕр майлă çавăрса хума пултаракан асамçă этемпе кăштах та пулин куçăн калаçса юлас шухăшлăччĕ.
Пуçланса каятчĕ çапла сăмах-юмах. Çĕр çинчен, тырă-пулă çинчен, илемлĕ литературăпа пурнăç çинчен. Алексей Александровичăн вара ирĕксĕрех хăй Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче 1922 çулта çуралнине, мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçĕпе ӳснине, тулли мар вăтам шкул хыççăн Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннине, юлашки курсра чухне, вăрçă тухсан, студентсем хăйсен ирĕкĕпе фронта кайма кăмăл тунине пĕлтерсе митинг ирттернине, Сталинград патĕнчи хаяр çапăçура йывăр суранланнине, яла таврăнсан агрономра, колхоз ертӳçинче, Йĕпреç МТСĕнче директорта ĕçленине пĕлтерме тиветчĕ. Хура юнлă çынсен элекне пула пĕр вăхăт ларса тухма тивнине те пытармастчĕ вăл çынсенчен. Арçынсем чĕлĕм тивертсе яратчĕç вара, хĕрарăмсем тутăр вĕçĕпе куçĕсене шăлса илетчĕç. «Хамăр çын ку» — тетчĕç вĕсем поэт чунне тата çывăхраххăн туйса. Çапла ĕнентерӳллĕ те витĕмлĕччĕ поэтăн кашни сăмахĕ.
1971 çул вĕçĕнче Муркаш тăрăхĕнчи ялсенче литература эрни ирттертĕмĕр, тепĕр çулне Çĕрпӳ районĕн Çирĕккасси Туçа енчи ялсем тăрăх çаврăнтăмăр. Кашнинчех — çĕкленӳллĕ лару-тăру, хавхапануллă кăмăл-туйăм. Туçа шкулĕнче Алексей Александровича кунта вĕренекен Николай Иванов ятлă ача ыйту пачĕ.
— Эсир çакăнтах, пирĕн умрах сăвă шухăшласа кăларма пултаратăр-и?
— Хăтланса пăхма юрать, — йăл кулчĕ Воробьев.
Зал шăпланчĕ. Поэт çав самантрах хăйĕн çĕнĕ çаврине халăх çине кăларчĕ:
Сăвăçсем кунта нумай:
Ĕçхĕлпе Ялкир, Малкай.
Пурте килнĕ савăнса,
Ачасене ыр сунса...
Пĕтĕм шкул хĕпĕртесе тăвăллăн алă çупать.
1973 çулти утă уйăхĕнче эпир Ярославль облаçĕнче чăваш литературин кунĕсене ирттертĕмĕр. Николай Дедушкин ертсе пыракан йышра Алексей Воробьевсăр пуçне Стихван Шавлы, Александр Кăлкан, Ваçлей Давыдов-Анатри, юрăçсем пурччĕ. Угличри, Ростоври, Карабихăри заводсенчи, çар чаçĕсенчи тĕлпулусем питĕ кăмăллă иртрĕç. Чăваш поэчĕсен сăввисене Некрасов ентешĕсем пысăк хак пачĕç. Облаçри çыравçăсен пĕрлешĕвне ертсе пыракан Иван Смирнов поэт Элекçей пиччен «Çырма-çатра» поэмине вырăсла куçарма илсе юлчĕ, каярахпа вăл Ярославльте те, Шупашкарта та кун çути курчĕ, ырă ят илчĕ.
1972 çулта сăвăçа совет çамрăкĕсен ĕçне-хĕлне туллин те тарăннăн сăнласа кăтартакан хайлавĕсемшĕн республикăри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне пачĕç. Çакă чă-ваш поэзийĕшĕн те, пирĕн çамрăксемшĕн те. Алексей Воробьев пултарулăхĕшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе çаврăнчĕ. Илемлĕ ли-тературăн çĕршыв шайĕнчи аслă çулĕ çине тухнă паллă поэт тата пысăкрах ĕмĕтсемпе, тата сумлăрах тĕллевсемпе ĕçлеме тытăнчĕ. Тăван чăваш халăхĕн ĕçри тата культурăри çитĕнĕвĕсене сăнлакан çĕнĕ сăвăсем, поэмăсем çыратчĕ вăл, ĕç эртелĕсене тухса çӳретчĕ, хăйĕн хайлавĕсене асра юлмалли сăнарсем пулса кĕрес çынсемпе калаçатчĕ. Пысăк пурнăçăн эрешлĕ алăкĕ яри уçăлнăччĕ унăн умĕнче. Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕнче мĕнле пуçаруллăн ĕçлетчĕ-ха тата вăл: поэзи секцийĕн ĕçĕ вĕресе кăна тăратчĕ. Çĕнĕ алçырăвĕсене йышпа сӳтсе яватчĕç, тухакан кĕнекесене пахаласа хак паратчĕç, Мускаври е ытти хуласенчи паллă сăвăçсене чĕнсе илсе теорилле калаçусем ирттеретчĕç, çакă пирĕншĕн вăл вăхăтра темрен те хаклăччĕ. Акă ăçта вăл Çеçпĕлле пикенӳ, Çеçпĕлле ăнтăлу!
Пултарулăх мелĕсем, талант уйрăмлăхĕсем енчен илсен унăн ăсталăхĕ пирки кĕскен çапла калаттăм эпĕ: сăвăç хăйĕн хайлавĕсенче нихçан та пушă сăмах çаптармасть, чăн-чăн сăрă ăсти пек пĕрремĕш сăмахранах ӳкерчĕк ӳкерме тытăнать, унăн кашни сăнарĕ çĕнĕлĕхпе, сулмаклă шухăшпа уйрăлса тăрать. Ячĕшĕн е шухăша сыпăнтарма тенĕ пек кĕрсе кайнă йĕрке тупаймастăн унăн кĕнекисенче. Чăвашла туртăм, чăвашла сĕм унăн хайлавĕсене ытти нацисен литератури умĕнче курăмлă хăйне евĕрлĕх кӳрсе тăраççĕ.
Питех те шел: 1976 çулта аллă тăватта çитсе пыракан поэтăмăр сасартăк ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Чĕререн хурланса йышăнчĕ ку çухатăва чăваш халăхĕ. Илсе кайрăмăр вара ăна халь-халь ирĕлме тытăнас нурĕ юрлă урампа Шупашкарти Вăрнар çуле çинчи масара. Поэтсем пухăнчĕç, ентешĕсем çитрĕç, Çĕрпӳри тăванĕсем килчĕç. Халăх йĕркине туса, ăсату сăмахĕсем каласа уçрăмăр поэтăмăрăн юлашки çул алăкне. Хурлăн йышăнчĕ çĕр-аннемĕр хăйĕн талантлă ывăлне. Валентин Урташ, Элекçей Талвир, Михаил Нямань выртаççĕ халĕ унпа пĕр кукăралла. Ĕнтĕ пурнăç хури-шуррине пĕр тӳпе вырăнне икĕ-виçĕ тӳпе тӳсме тивни çăмăллатса тăринччĕ вĕсен тăприн йывăрăшне, сăвап кӳринччĕ хисеплĕ ячĕсене.
Мĕн тăвăн: татăлнă хĕлĕхлĕ сĕрме купăс кĕвĕ кăлараймасть. Анчах унăн çирĕм-вăтăр çул хушши шăраннă ытарайми паха кĕввисем пирĕн чун-чĕрене яланлăхах кĕрсе юлнă. Вĕсем пире ырă шухăш та ырă ĕç патне чĕнеççĕ, йыхăраççĕ, çылăхран тасатаççĕ, çĕнĕ вăй-хал параççĕ. Çавăн пек туйса тăратăп эпĕ Алексей Воробьевăн пурнăçĕпе пултарулăхне. Тайма пуç пысăк ăстамăра. «Çут пайăрка» кĕнеке хăйĕн вулаканĕ патне Çеçпĕл Мишши фончĕн ертӳçи, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай çине тăнине пула çитет. Ку фонд пире ку тарана çитиччен З.Баширин «Чăваш хĕрĕ Униççе», Г. Тукайăн «Халăхăм, сана юратрăм», Кавказ поэчĕсен «Салам, сăртсен-тусен çĕршывĕ!», «Лауреаты Международной премии имени Михаила Сеслеля» тата ытти кĕнекесене парнелерĕ.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕн Алексей Воробьевăн çĕнĕ кĕнеки те пирĕншĕн пысăк парне пулĕ.
Эп кун пирки иккĕленместĕп.
Юрий Сементер,
Чăваш халăх поэчĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ
23.12.2011
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...