Пушкин пĕлнĕ чăваша
Пушкин пĕлнĕ чăваша — чунĕпеле йăваша.
Ăна чĕннĕ Ĕрĕмпур, çул кайма сăлтавĕ пур.
Курнă чăваша ялта, вăрăм инçетри çулта.
Хура пӳрт, синкер шăпа — тап-таса чунпа-сăнпа.
Шурă çӳç, шап-шур сухал, калаçать çынпа сахал.
Кил-çурт тăвăр, хĕсĕк çĕр, нуши пысăк виçесĕр.
Шел ыр чунлă стариме, хăçан тухĕ ирĕке?
Тутлă симлĕ пыл-сăри, çепĕç ун сăвви-юрри.
Хурлă çемĕ... Çын хуйхи, пур унта аки-сухи —
Йăлт тĕрленнĕ çемĕре асăнмалăх ĕмĕре.
Халăх чĕлхи — чăн ахах, ялтăрать тăлмачсăрах.
Тĕрĕс, йăлт ăнланмалла — акă мĕнле япала!
Ял легендăпа пуян, эс çакна тӳрех туян.
Илтнине çырать поэт, кирлĕ пулĕ — кам пĕлет.
Курăсăн: майра-патша хĕссе лартнă чăваша.
Хырçă-марçă, куланай — йăлт тирне сĕвет пĕрмай.
Килсе çитнĕ Пăкачав, çĕклесе, хум пек, шăв-шав.
Чăваш шаннă чĕререн, тытнă аллине çĕмрен.
Ак сана йăваш чăваш — унпала пит ан тавлаш!
Халăхшăн шыва, вута кĕрсе хирнĕ улпута.
Сĕм çĕрле е кăнтăрла вăл кĕрешнĕ паттăрла.
Такана çинче кайран ишнĕ, çакнăскер мăйран.
Шел-çке паттăр чăваша, шанчăклă тус-юлташа.
Аслă Атăл йăлт пĕлет, паттăра аса илет...
Пур Бичурин Питĕрте, вăл та ӳснĕ ку тĕлте.
Чапĕ ун — Китай таран... Тав, ыр тусăм, пултаран!
Питĕртех — Çуллахи сад, çӳреме унта ансат.
Мĕне тăрать решетки — тĕнчере çук ун пекки.
Авторĕ Егоров Петĕр, вăл чăваш ачи, пĕлетĕр.
Лартса хур çав кĕтрете генипеле пĕр рете!
Пушкин пĕлнĕ чăваша, пултаруллă тус-йыша.
Çитсе курнă та пĕрре, йĕр хăварнă ĕмĕре.
13.03.99.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...