Такмаксем
Тапăр-тапăр тапăртатса
Ура хуçса ташлар-и?
Такмакĕсем шăнкăртатса
Çурхи шыв пек юхчĕр-и?
Эп те чăваш, эс те чăваш,
Юрă-ташă чăвашла.
Кам каларĕ: «Чăваш йăваш...»
Тух-ха, манпала ташла!
Курăпăр унта кам йăваш
Ташă картине тăрсан,
Шăхăрса тăрать вăш! та вăш!
Купăсçă хĕрсе кайсан.
Атăл хумĕ пек юхаççĕ
Нарсписем, Пинерписем...
Кĕçенсе ташша тухаççĕ
Çĕмĕрт куçлă каччисем!
Урай хăми шăтăртатса
Тăрать, мĕнле чăтать-ши?
Пĕр-пĕринчен сăмах вăлтса
Яш-кĕрĕм савăнать-ши?
Çамрăксем вăййа тухсассăн
Пĕтĕм тĕнче савăнать.
Ура хуçса ташласассăн
Урай хăми авăнать.
Атьăр, юрлар, атьăр, ташлар
Пĕрле пухăннă чухне.
Ĕмĕрлĕхех пĕрле пулар,
Упрар чăвашлăх йăхне.
Çĕр пин сăмах. Çĕр пин юрă.
Çĕр пин ташă пирĕн пур.
Чĕлхе çепĕç. Чунсем ырă.
Эпир — чăваш! Ай, тур-тур!..
Кам хитререх чăвашсенчен?
Кам ĕçченрех, ăслăрах?
Мĕнрен катăк ыттисенчен?
Çук, катăк мар, чаплăрах!
Эпир пулнă, пур, пулатпăр,
Эпир — чăваш çыннисем!
Пур, пулатпăр! Пур, юлатпăр
Чăн-чăн чăваш чунлисем!
Шухăшсем
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Attract additional leads for your chuvas...
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
Is your Chuvash website missing out on l...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...