Çурлапа мăлатук
Манмастăп эпĕ халиччен
Пĕр хĕллехи куна:
Аттемçĕм граждан вăрçинчен
Çитсеччĕ тин кăна.
Пӳрте кĕрсе хывăнсанах,
Салтсан кутамккине,
Парнелĕх панăччĕ мана
Вăл хăйĕн çĕлĕкне.
Çиçетчĕ çăлтăр ун çинче
Ытла ытарма çук.
Çăлтăр çинче, чăн варринче —
Çурлапа Мăлатук.
Çавăркала пăха-пăха,
Эп тĕлĕнтĕм чунтан:
— Ку Çурлапа Мăлатука
Ма лартнă-ши кунта?
Атте калать хайхи мана:
— Ăнланăн-ха ӳссен...
Пуçларĕç çĕнĕ самана
Рабочипе хресчен.
Вĕсем тăван халь, тĕнчере
Ун пек тăванлăх çук.
Тус пулĕç ĕмĕр-емĕрех
Çурлапа Мăлатук.
Кунсем васкарĕç йĕркерен,
Çул выртрĕ ман ума.
Пĕр ĕмĕт тытрăм пĕчĕкрен
Эп агроном пулма.
Пичче вĕренчĕ тимĕрçе,
Вăл кайрĕ завода.
Яла килсеччĕ пĕринче
Канмалăх вăхăта.
Тек ĕнтĕ эп те ача мар,
Ман ав диплом та пур.
Пиччепеле эп юнашар
Ларатăп — пăх та кур!
Анне сĕт-çу илсе кĕрет,
Пылне те кăларать.
Ун умĕнче кĕрекере
«Хулапа ял» ларать.
Анне пире сăйланăçем:
— Аçăр кăна, — тет, — çук...
Эсир шăпах-çке, ачамсем,
Çурлапа Мăлатук.
Çулсем...
Кĕç тĕтĕм тĕнчепе
Хупларе хуп-хура.
Çухатрăм эпĕ пиччене
Хăрушă вăрçăра.
Çапах та пирĕн йăх-тăван
Пĕтмерĕ. Пĕтес çук!
Пиччен ик ывăлĕ паян —
Çурлапа Мăлатук.
Пĕри ĕçлет мăн хулара,
Тепри — тăван ялта.
Асилтереççĕ хамăра
Вĕсем иккĕш йăлтах.
Вĕсем кăна-и! Çĕршывра
Вĕсен халь шучĕ çук:
Кашни йĕркеллĕ кил-йышра —
Çурлапа Мăлатук!
Çапла халь пĕр кĕрекере
Ларать ялпа хула.
Чăн-чăн ылтăн кĕнекере
Çавăн çинчен вула!
Çав аслă туслăхăн палли
Хăмач ялав çинче.
Рабочипе хресчен алли —
Малашлăх ĕçĕнче.
Хăватлă, аслă туслăха
Никам аркатас çук.
Çутат мĕнпур тавралăха,
Çурлапа Мăлатук!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...