Ĕнерхи салтаксем
Ĕнер рейхстаг çуртне атакăланă
Танкист
паян хирте суха тăвать.
Ĕçлет мотор пĕр тикĕссĕн, кал-каляăн,
Ку вăл —
телейшĕн юрлакан хăват.
Телейшĕн, миршĕн тракторсем кĕрлеччĕр,
Уй-хирĕ пултăр пулăхлă, паха!
Колхоз парторгĕ, ĕнерхи разведчик,
Суха тарăнăшне виçсе пăхать.
— Аван, — тет вăл. — Çĕре хускат йăлтах эс,
Калчашăн пултăр сиплĕрех апат.
Совет çынни — тӳлек кунçул салтакĕ,
Вăл коммунизм тырпулне акать.
Ĕнер сапер кĕреçипе фронт тăрăх
Траншея алтнă ятсăр паттăрсем
Хирте лартаççĕ йывăç,
усал шăрăх
Чĕр пурнăçа ан типĕттĕр тесе!
Телейшĕн, миршĕн вăрмансем кашлаччăр,
Çĕр çийĕн вĕртĕр лăпкă нӳрĕ çил!
Вĕри ĕçре ан ывăнтăр хĕр-каччă,
Ан тутăхтăр пахчаçăн кĕреçи.
Çанталăк улшăнĕ,
тип шăрăх чакĕ,
Шывсем кӳлленĕç кашни тип варта.
Совет çынни — тӳлек кунçул салтакĕ,
Вăл коммунизм вăрманне лартать.
Ĕнер канмасăр тупăсем шăратнă
Хурçă ăсти
станок халь шăратать.
Сывлаççĕ çĕнĕ домнăсем хăватлăн,
Телейшĕн, миршĕн тăнă парада.
Шоссепеле машинăсем чупаççĕ
Çĕнтерсе илнĕ «Çĕнтерӳ» ятпа.
Вĕсем пĕр ырă ĕмĕтпе васкаççĕ —
Ăмăртмалла хĕрӳллĕ вăхăтпа.
Çĕршыв, малтан мала эс çул хыватăн,
Хăв пурнăçна эс хăв кăна хуçа.
Совет çыннийĕ ĕçе кӳлнĕ атом
Çĕршывшăн çĕнĕ хăватсем уçать.
Телейшĕн, миршен атом çулăмлантăр
Этем калатар: «Кун епле аван!»
Çук, халиччен эпир пĕр никама та
Пăшал йăтса киревсĕр юнаман.
Юнакана хăйне-çке çапнă хирĕç, —
Ку пулнă пирĕн ĕмĕрхи йăла.
Юнакансем сахал-и пуçне çирĕç, —
Çакна вĕсен ялан астумалла!
Хăватлă вăй — тӳлек çĕршыв — вăл акă!
Пур çут тĕнче ăна халь саламлать.
Совет çынни — тӳлек кунçул салтакĕ,
Вăл коммунизм керменне тăвать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...