Йăмра сĕткенĕ
Тахçан авал пысăк вăрман çумĕнче пĕр пĕчĕк ял лăпчăнса ларнă. Ял çыннисем ĕçчен те пуян чунлă пулнă. Вĕсене çывăхри вăрман тăрантарнă, ăшăтнă. Çурт-йĕр çавăрма пĕренесем, кăмака хутма вутă турттарнă. Пӳрт тăррине витме чĕренче е çăка хуппи, пештĕр çыхма тата çăпата тума пушăт хатĕрленĕ. Курăс хутса мунчала тунă. Савăт-сапа ăсталама та юрăхлă йывăçсем вăрмантанах касса килнĕ. Карçинккапа лăпă çыхма хăва хуллисем те унтах тупнă. Милĕкĕ те, улми-çырли те, кăмпи-мăйăрĕ те, сиплĕ курăкĕ те — ытлашшипех пулнă вăрманта. Çавăнпа ĕнтĕ мĕн авалтанах: «Вăрман — пирĕн пуянлăх», — тенĕ.
Çак пуян вăрман сывлăшĕпе, сиплĕхĕпе, илемĕпе киленсе пурăннă та ĕнтĕ пĕчĕк ялти пысăк чунлă çынсем. Ялти çамрăксем те хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе вăхăта ирттернĕ, ашшĕ-амăшне ĕçре пулăшнă, каçхине вăййа тухнă.
Икĕ чипер хĕр, Катуçпа Сайрухха, пĕр-пĕринчен уйрăлмасăрах çӳренĕ, питĕ туслă пулнă вĕсем. Вĕсен туслăхне çынсем те ăмсаннă.
Пĕррехинче амăшĕ Катуçа вăрмана серте татма янă. «Кайса пуçтарса кил-ха, хĕрĕм, пĕр хутаç серте, тутлă яшка пĕçерсе çийĕпĕр», — тенĕ. Ашшĕ-амăшне итлеме хăнăхнă хĕр ача хаваспах килĕшнĕ.
Катуç юрлакаласа вăрман хĕрне çитсе тăнă. Серте пуçтарма унăн шаларах кĕмелле пулнă. Шикленме пĕлмен хĕр нимĕн шухăшламасăрах йывăçсен хушшине кĕрсе кайнă. Серте нумай шăтса тулнă иккен. Пикенсех пуçтарнă Катуç сип-симĕс çимĕçе. Сасартăк такам утса килнине асăрханă. Палламан карчăк утать иккен вăрманпа. Пĕр хутаç вир кăмпи татса тултарнă хăй, аран сĕтĕрсе пырать. Катуçа курсан савăнсах каять. «Пулăш-ха мана, чиперккем», — тет.
Ĕçчен те ырă чунлă Катуç ăна-кăна шутласа тăмасть — хăйĕн хутаçне те, ватă хĕрарăмăн хутаçне те йăтать те вăрман хĕрринелле утать. Карчăк — ун хыççăн. Яла çитеспе карчăк Катуçа тав тăвать те хĕп-хĕрлĕ пан улми тыттарать, хăй вара урăх çулпа ял хĕрринелле уттарать.
Катуç карчăк парса хăварнă хĕп-хĕрлĕ пан улмие çыртса илет те çиме пуçлать. Ытла та тутлă-çке пан улми! Килне çитиччен хĕр ача сĕтеклĕ çимĕçе çисе те ярать.
Вĕсен пӳрчĕ умĕнче Сайрухха тăрать. Вăл юлташне çухатнă иккен, Катуç вăрмана кайнине пĕлсен ăна кĕтсе илме шутланă. Катуçа курсан савăнсах каять хĕр тус. «Эсĕ ăçта çухалса çӳретĕн? Мĕншĕн мана пĕрле чĕнмерĕн?» — чĕвĕлтетме пуçлать калаçма юратакан Сайрухха. Катуç пуçне чикнĕ те нимĕн те чĕнмест. Темскер калас тет — чĕлхи çаврăнмасть. Сайрухха хăрасах каять. Юлташне часрах пӳрте çавăтса кĕрет те вырăн çине вырттарать. Катуç амăшĕ те хĕрне курсан ним тума аптăраса тăрать. Катуçа мĕн пулнине никам та тавçăраймасть. Çамрăк хĕр хăй çеç чухлать мĕншĕн тăрук чирлесе ӳкнине: вăрманта тĕл пулнă карчăк усал çын пулнă иккен, хĕп-хĕрлĕ пан улми те синкерлĕ çимĕç пулнă.
Катуç амăшĕ ним тума пĕлмен енне ялта чир-чĕре кăшт тĕшмĕртекен Несихва кинемей патне чупать, ăна килне илсе килет. Кинемей Катуçăн аллисене тытса пăхать те: «Питĕ усал чир çакланнă ăна, сыватма питĕ йывăр пулать. Вăрманти йывăçсем хушшинче пĕр йăмра ӳсет. Çав йăмран сĕткенне ĕçсен — сывалать. Анчах та ăна илме çăмăл мар», — тет.
Юлташне сыватма май пуррине илтсенех Сайрухха вăрмана кайса йăмра сĕткенне илсе килме шутлать.
Тепĕр кунне вăл вăрманалла çул тытать. Çул çинче пĕр пĕчĕк кайăка ăмăрт кайăк тапăннине курать. Шеллет вăл мĕскĕн чĕр чуна: ăмăрт кайăка хăваласа ярать. Йăмра патне çитеспе пĕр йытта курать. Йытти каçса кайса вĕрет — выçса çитнĕ пулмалла. Сайрухха ăна хутаççинчен пĕр татăк çăкăр кăларса парать те, йытă вĕрме чарăнать. Йăмра кӳлĕ варринче ларать иккен. Сайрухха ним хăраса тăмасăр ишсе каçать те йăмра умне пырса тăрать. Кунта — каллех чăрмав. Йăмра вулли çинче икĕ çĕлен явкаланса тăраççĕ. Вĕсене çĕнтерме вара Сайруххана йытă пулăшать.
Йăмра тураттисем çинче пĕчĕк йывăç витресем çакăнса тăраççĕ. Çулçăсем çинчи сĕткен çав витресене тумлать. Сайруххан аллисем витресем патне çитеймеççĕ. Мĕн тумалла? Çав вăхăтра ăмăрт кайăкран хăтарнă пĕчĕк кайăк вĕçсе килет те пĕр витрине илсе çамрăк хĕре тыттарать. Сайрухха савăнсах каять. Вăл хăйне пулăшакансене тав тăвать те шыв урлă каялла ишсе каçса ялалла вĕçтерет.
Катуçсем патне çитсен Сайрухха йăмра сĕткенне тусне ĕçтерет. Катуç куçне уçсанах вăл ăна ыталаса илет. Мĕнле пысăк телей иккен вăл хăвăн чи çывăх юлташна инкекре пулăшни! Сайруххан пичĕ тăрăх савăнăç куççулĕ юхса анать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...