Вунтăххăрти Светланăна...
Вунтăххăрти Светланăна
Ялан куç умĕнче куратăп.
Хĕвел тухать, хĕвел анать,
(Шусан та вăхăт малалла),
Иртни кĕретĕн таврăнать, —
Хама та йĕкĕтĕн туятăп.
Вара çĕнелнĕ халпала
Çĕр тăрăх çирĕппĕн утатăп.
Вунтăххăрта тепре пулма,
Туссем, пĕлетĕр-и, — пит лайăх.
Ху яшлăхна тепре курма
Юмахри евĕр ăмăрт кайăк
Лартать те çунатти çине
Вĕçет телейлĕ тӳпене.
Унта çĕн уйăх, юрату,
Шап-шурă пĕлĕт, çăлтăрсем,
Унта эп астивмен туту
Йăл-йăл кулать кăшт именсе.
Эпир çавах та алран ал
Тытса çӳретпĕр улăхра.
Çĕмĕртлĕхре çав тери кал-кал
Чарусăр шăпчăк шăхăрать.
Вунтăххăрти ĕмĕтсене
Туятăп эпĕ çĕнĕрен.
Кăшт кăмрăкланнă чĕрене
Санпа сиплетĕп кунсерен.
Эй, яшлăхăм, кăштах тăхта,
Упра хĕме, хĕрӳлĕхе.
Эс килĕшӳллĕн янраттар
Чунпа ĕнернĕ хĕлĕхе.
Вунтăххăрти Светланăна
Курсан ӳт-пĕвĕм яшланать.
Апла çав иртнĕ ыр куна
Сыхлар малашшăн яланах.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...