Ик айкки те тăвайкки
Пĕр пайлă комеди
Комедири çынсем:
Золов Леонид — 45 çулта, шабашник.
Марье — Золов арăмĕ, 40 çулта.
Золов Кури — Леонид ашшĕ, 75 çулта.
Кусарова Мархва — Марье амăшĕ, 74 çулта.
Бойков Михаил — бригадир, 45 çулта.
Филимонов — хуларан килнĕ, шеф.
Пĕрремĕш картина
Золов Леонид кил-çурчĕ, сĕтел, пукансем, чăлан. Ирхине, Леонид пуртă хăйрать, Марье яшка пĕçерет. Кури вутă çĕклесе кĕрет. Ун хыççăн Мархва кĕрет.
Кури. Эй-эй-эй, лӳшкĕнтерет те, лӳшкĕнтерет, капла тырă-пулă епле пухса кĕртĕç.
Мархва. Эрнипех çăвать, мĕн çылăха кĕтĕмĕр-ши?
Кури. Турă пĕлет, пăккине çухатнă пулмалла, юхтарать те юхтарать.
Марье. Тыр-пула мĕнле пуçтарса кĕртер, чăнах?
Золов. Яшку пиçет-и унта сан?
Марье (чăлантан тухса). Паранкине ятăм.
Кури. Каллех каяс тетĕн-и ĕнтĕ?
Золов. Каятăп.
Бойков кĕрет.
Кури. Хамăр колхозра ĕç тупаймарăн-и ĕитĕ?
Золов. Еçĕ пулĕ те, тулкки çук.
Бойков. Мĕнле çук? Шкул туса пĕтермелле, платник кирлĕ, уйра тыр-пулă тăкăнать, ĕçлекенсем çитмеççĕ, эсĕ таратăн.
Золов. Мана мĕн.
Бойков. Мĕнле мана мĕн? Мĕнле калаççĕ сан пек çынсене?
Золов. Калĕçин, маншăн пулсан хут купăс, ик айкки те тăвайкки.
Бойков. Пĕлетĕн-и, мĕнле калаççĕ сан пеккисене?
Золов. Ну, ну, мĕнле калаççĕ?
Бойков. Таркăн теççĕ. Таркăнсемпе мĕн тăваççĕ... фронтра пулсан?
Золов. Эсĕ фронтра пулĕ-çке.
Бойков. Фронтри пекех кунта, таркăнсемпе мĕн тăваççĕ?
Золов. Эсĕ мана тата фашист тесе каласшăн мар-и?
Бойков. Тăван колхоза пулăшасшăн мар, тăван яла, хăвна çуратса ӳстернĕ, хăвна тăрантаракан яла.
Золов. Пулăшман мар, тулкки ăçта?
Бойков. Пулĕ-ха пирĕн те.
Золов. Хăçан пулать вăл?
Бойков. Кăçал мар тăк виçĕ çултан, пилĕк çултан, вунă çултан.
Золов. Эсĕ мана юптарупа ан тăрантар, соловья баснями не кормят теççĕ вырăссем.
Бойков. Эсĕ юптармасăрах колхозник тесе шутланса тăратăн. Уйри тыр-пула пуçтарас тесе эсĕ мĕн турăн? Чĕнместĕн, мĕн калас. Акă халĕ сан вырăна хуларан, заводран, чĕнсе илтĕмĕр.
Кури. Эй-эй-эй, эйсем, хуларан пулăшу кĕтетпĕр. Хамăр шапаша таратпăр. Ял кулли ку, хамăр акса ӳстернĕ тырра хамăр пуçтараймастпăр.
Золов. Эсĕ, йӳтеме пуçлани, шăп лар-ха.
Марье. Эсĕ мĕн калаçатăн?
Мархва. Эсĕ вăл тăван çĕршыва хӳтĕленĕ чухне сĕтел айĕнче сăмсуна юхтарса ларнă.
Кури. Пурнăç курман, шăпал шутласа хăйăр юхтарман.
Марье. Мĕн тупнă çав шапашра?
Мархва. Пĕр-пĕр хусах арăмĕ патне киле кĕмен-ши вăл?
Золов. Çапла, кĕнĕ, кĕтсех тăр.
Марье. Эппин мĕншĕн килтен таран?
Мархва. Юратмасть вăл сана.
Золов. Ну?
Мархва. Юратмастăн çав арăмна, юратсан килтен тармасçĕ.
Золов. Юратап тесе арăм куçĕнчен çех пăхса лармалли-и?
Марье. Эсĕ мана качча илнĕ чух, манпа кун пек калаçмастăнччĕ-çке.
Золов. Чуптуса çех пурнасчĕ те, ун пек çăкăр памаççĕ-çке.
Кури. Эх, çăкăр, çăкăр, ăçта кăна пулман-ши эпĕ çăкăр шыраса!
Бойков. Ну, Леонид, Леонид Иванччă. Эпĕ санпа тек калаçса тăмастăп, колхоза ĕçлеме тухмасан, хăв нормуна, минимум тултармасан... Санпа урăхларах калаçатпăр малашне те каплах пулсан...
Золов. Вара, вара?
Бойков. Вара-и? Пахчуна касса илетпĕр.
Золов (шăхăрать). Çакна курнă-и эсĕ, икĕ пӳрне хушшинчине.
Бойков. Юрать, курăпăр, çитет, халĕ те нумай чăтрăмăр. Марье, сан пата колхоза пулăшма хуларан килнĕ икĕ çын яратпăр, хирĕç мар пулĕ?
Марье. Хуçинчен ыйтăр.
Бойков. Мĕн хуçи пултăр. Вăл килте пурăнман çын.
Золов. Апла эпĕ хам килте те хам хуçа мар. Эсĕ тата ман çурта та туртса илесшĕн мар-и?
Бойков. Çук. Ун пек закон çук пирĕн, анчах хăвăрăн çурт умĕнче йĕрке тутарасшăн.
Золов. Тата мĕн тутарасшăн?
Бойков. Иртсе каймалла мар вĕт сирĕн умăрта, лачака, лăпăр-лапăр пăрахса тултарнă. Ниушлĕ кăштах пуçтармалла мар.
Золов. Ял совечĕ пуçтартăр, ĕçĕ çук.
Бойков. Эсĕ пăрахаканни пул, варалаканни, çапла-и?
Золов. Эсĕ тракторусене пирĕн умран çӳреме чар. Машинусене шоссе туса пар, вара манпа калаç!
Бойков. Ман туса памалла, сан айккинчен пăхса тăмалла, шапаша шоссе çулĕпе тухса каймалла, çапла-и?
Золов (пуртă хăйраса пĕтерсе).Çапла. Тата мĕн калан?
Бойков. Апла хирĕç мар. Татăлтăмăр пулĕ.
Золов. Татăлтăмăр пулĕ. (Тухса каять.)
Мархва. Кутăн.
Кури. Мĕнле тытса чармалла ăна?
Мархва. Мĕнле тăван яла, киле манан?
Бойков. Яла илем кӳртес тетпĕр-çке.
Кури. Ĕлĕк урам тăрăх симĕс çерем çинче çарран чупаттăмăр. Халĕ кӳрше пĕр-пĕрин патне атăпа ашса кĕмелле мар. Кашни кил умĕнче лачака кӳлли, сысна пĕви. Çурчĕсем Чашламари Селиван пуян çурчĕсем пек. Телевизор, хăшпĕрисен çăмăл машинăсем пур.
Мархва. Ах, тур, тур. Чапланса кайрĕç ĕнтĕ, те учительница, те артистка, те сысна пăхакан, пĕлме çук хальхи вăхăтра.
Бойков. Хулапа ял уйрăмлăхĕ пĕтсе пырать ĕнтĕ. Анчах ялтан тухса тарса пĕтсен ăçтан колхоз пуйтăр, ял илемĕ пултăр.
Кури. Çапла çав. Илемлĕ çуртпа юнашарах чӳречине те хупса хăварнă пӳрт ларать. Суккăр çын пекех туйăнать.
Бойков. Ну, эпĕ каям-ха, ятласа ан юлăр.
Кури. Уй-хире май килтерсе хамăр та тухăпăр.
Бойков. Эсир халĕ те ватă пулсан та тепĕр çамрăкран ирттеретĕр.
Мархва. Ĕçлемесен мĕнле вăл?
Кури. Кăштăр-кăштăр ĕçлесен апат анать. Пурăнас килет.
Бойков каять, 3олов кĕрет.
Марье. Апат çисе каймаллаччĕ.
Золов. Тухса ăсат, тусу пулнă вĕт, сăрапах ăсат.
Марье. Сăрапах-и?
Золов. Сăрапа, эрехпе ăсат атя. (Маринене çавăтса тухать.)
Мархва. Çапăçса кайĕç-и ĕнтĕ кусем?
Кури. Эх, ку кулатник Леонидне, кама пăхнă вăл, ма çавăн пек пулчĕ вăл? Кам пăсса ячĕ ăна?
Мархва. Вăрăм укçа, эрех, ют арăм. Эпĕ ăна хам хĕртен кулма памастăп.
Кури. Мĕн тăвас тетĕн эс?
Мархва. Курăн акă, унта вăл Якур арăмĕсемпе алхасать пулсан. Эпĕ ăна вĕрентĕп.
Кури. Мĕн шутласа кăларнă эсĕ?
Мархва. Вăл сан ята ярать, ман хĕр пурнăçне пĕтерет. Ăна пĕлнĕ пулсан хам хĕре сан ачуна мăя кассан та парас çукчĕ.
Кури. Тăхта-ха, тăхта, мĕн палкан эсĕ? Санран ыйтса пĕрлешни вĕсем? Пиртен ыйтнă-и вĕсем?
Мархва. Килте пурăнмасть, çавăнпа ача пулмасть.
Кури. Тен сан хĕрӳ айăплă. Эсĕ ăçтан пĕлен? Тухтăр мар вĕт?
Мархва. Вăй-халне унта-кунта, ун пек кун-пек тăкса пĕтерет те. Ăçта унта, мĕн пултăр?..
Кури. Ой, каларĕ. Мĕн калаçнине хăв ăнланатăн-и эсĕ?
Мархва. Тăнран тухман-ха.
Марьепе Золов кĕреççĕ.
Золов. Апат пиçрĕ пулĕ, антарса пар.
Марье. Антар та çи!
Золов. Вăт мĕнле ман арăм, атте. Куратăн-им мĕнле сан хĕрӳ, хуняма.
Мархва. Хăвна кура.
Золов. Мĕнле ăнланмалла кăна?
Мархва. Хăв унпа мĕнле, вăл та санпа çавăн пек. (Кайма тăрать.)
Марье. Апат çисе кай, анне.
Мархва. Çимесĕрех тăрантăм-ха сирĕн патăрта.
Марье. Ăсатап, анне. (Марье хăвăрт тухать.)
Золов. Ман анне те çавă хуняма пек усал пулнă-ши?
Кури. Аннӳне аса илсе çылăха ан кĕр, ачам. Эпир унпа мирлĕ пурăннă. Сире телейлĕ тăвасшăн тăрăшнă.
Золов. Пурте мана хирĕç тем. Хăратас терĕр пулĕ. (Кутамккине çакать, пурттине илет.) Тепĕр тесен...
Кури. Тăна кĕр, ачам.
Иккĕмĕш картина
Сцена çавах. Алăк патĕнче такам çывăрать. Тулта çаплах çумăр çăвать. Мархвапа Марье кĕреççĕ.
Мархва. Ну, тĕнче пĕтет. Пĕтĕм тыр-пула çĕртет. Мĕнле пуçтарса пĕтерĕç?
Марье. Комбайнпа кĕме çук, путать. Çурлапа выртăмăр. Çĕмел çинчи тырă шăтма пуçларĕ, витнĕ итемсене тултартăмăр. Каплах пулсан килсене валеçес терĕç.
Мархва. Уя пăрахса хăвармалла мар ĕнтĕ. Персе çитмерĕ-и-ха упăшку?
Марье. Мĕн тума килтĕр вăл?
Мархва. Халех персе çитет акă.
Марье. Платниксене çумăр чăрмантарас çук. Укçа тесен вăл вутлă çумăрта та ĕçлет, хăйшĕн тесен чунне парать.
Мархва. Еçлеме ӳркенмест ĕнтĕ.
Марье. Уйрăмах хăйшĕн тесен. Тырă вырнă чух ялта никам çитейместчĕ, кăнтăрлаччен икĕ норма тултаратчĕ, Бригадăри хĕрарăмсем нормăна ӳстерен тесе вăрçатчĕç.
Мархва. Ма çаплах асапланмалла пулнă?
Марье. Ара, нормăна тултарсан бригадир тек ĕçлеттермест, хăть те ăçта кай. Вăл вара вăрмана мăйăр татма каятчĕ, темиçе пăтавкка тататчĕ. Пӳлмисене тултаратчĕ, вара мăйăр шĕкĕлчетчĕ те шĕкĕлчетчĕ.
Мархва. Ашшĕнех пăхнă ĕнтй. Амăшĕ чирлĕ, вăл çаплах авăн çапма хăвалать. Мĕн кутăнланса выртатăн тет, леш пăсăлсах кайрĕ, пăхакан çук, вилчĕ те выртрĕ, макăрса та пăхрĕ. Çапла çав вăл. Эпир çынна вилсен çех хаклатпăр.
Грузовой машина сасси, Мархва чӳречерен пырса пăхать.
Мĕн каларăм, персе çитрĕ хайхи.
Марье. Çитессе çитрĕç, анчах мĕнле кĕрĕç. Пӳрт умĕнче лакăм. Çумăр çусах тăчĕ те... çурт умне те тасатаймарăм.
Золов Сасси. Атте! Уç хапхана! (Хапхана уçнă сасă.) Пĕр уйăх ĕçлерĕм те пĕр машина тырă. Стой, кĕрсе ларчĕ. Фу. Тракторсăр тухма çук. Пушатăр. Арăм, Марье! (Золов кĕрет, вăл усĕр, кутамккине çĕре перет, çур литр кăларса сĕтел çине лартать.) Вот мĕнле пурнатпăр эпир. Куратăн-и, хуняма?
Мархва. Куратăп, мĕн калăн.
Золов. Амăшĕ, кайса чĕн-ха бригадира. Çула май тракториста чĕн.
Марье. Мĕн пулнă?
Золов. Мĕн пуласси малалла, Мĕн терĕм эпĕ?
Мархва. Мĕн тума?
Золов. Сан ĕç çук! Кайса чĕн теççĕ. Çула май тракториста та чĕн. Тракторпах килтĕр, машина кăлармалла. Шуйттан çанталăкĕ.
МАРХВА (Марьене). Асту, сыхлан унран, вăл урса кайнă курăнать.
Золов. Мĕн мăкăртататăр, тасатмалла пулнă. Темшĕн тасатман эсир çурт умне, килтех ларнă. Кайса чĕн часрах.
Марье. Мĕн кăшкăран, хăлхасăр-им анне.
Золов. Чĕн! каларăм?
Мархва. Каяп, каяп. Чашлатмасăрах каяп. Асту. (Мархва тухса каяты)
Золов (эрех тултарса ĕçет). Акă мĕнле эсĕ, ман юратнă арăм?
Марье. Мĕнле?
Юлов. Авă мĕнле çын иккен эсĕ? Эпĕ сана пĕлмен. Ах, эсĕ — икĕпитлĕ чее тилĕ.
Марье. Тилĕ?
Золов. Тилĕ çав, тилĕ. Ахаль мар эсĕ хĕрлĕ çӳçлĕ.
Марье. Тата мĕн калăн?
Золов. Хĕрлĕ çӳçлĕ, кăвак куçлă. Халех пĕлетĕн. Эпĕ сана, кил-ха кунтарах. Лар-ха юнашар, пĕрле ĕçер.
Марье. Ну, лартăм, вара. (Марье сĕтел хушшине ларать.)
Золов. Пăх-ха ман çине.
Марье (Леонид çине шăтарас пек пăхса.) Вара?
Золов. Хĕрелмест те-çке.
Марье. Эсĕ авă эрех кӳпнĕ те чĕкĕнтĕр пекех хĕрлĕ.
Золов. Эсĕ те ĕç.
Марье. Ман ĕçес килмест.
Золов. Упăшкупа ĕçместĕн, еркĕнпе ĕçетĕн, сучка.
Марье. Тата мĕн шутласа кăларан? Тата мĕн калан?
Золов. Каланипе витерес çук.
Марье. Çаплах-и?
Золов. Çапла. Эпĕ сана çапмастăп, хăлхаран та ямастăп. Эпĕ санпа, хĕсĕр арăмпа, текех пурăнмастăп.
Марье. Уйрăлатăн-и?
Золов. Уйрăлатăп, çветтуй Марье! Анчах унччен суд ватăп! (Марьене чăлана çĕклесе кĕрет, алăка питерсе хурать.)
Марье. Мĕн хăтланатăн эсĕ, яр.
Золов. Лар-ха кăштах свидетель киличчен, сана тĕпсакайне, çук, уксах Микихвир Георги пек, нӳхрепех хупмаллачĕ те-ха, хăйĕн арăмне, Аниссана, хупнă пек.
Марье. Ман уя каймалла, бригадир кĕтет.
Золов. Бригадир кĕтет? Авалхи тусу кĕтет эппин, хе-хе. Хай килет питех кирлĕ пулсан. Чĕнтĕм вĕт.
Марье. Çумăр чарăнчĕ. Уç!
Золов. Çумăр чарăнчĕ те, тăвăл пуçланать.
Марье (шаккать). Уç тетĕп! (Çывăрса выртакан Филимонов вăранать.) Уçатăн-и, уçмастăн-и?
Золов. Ха-ха! Лар-ха кăштах еркĕнӳ киличчен.
Филимонов. Мĕн пулнă?
Золов. Мĕн? Эсĕ кам? Ăçтан сиксе тухрăн эсĕ? Кам чĕннĕ сана? Эсĕ мĕскер ман вырăн çинче тăсăлса выртатан? Епле çын эсĕ?
Филимонов. Мĕн пулнă тетĕп?
Золов. Эпĕ калатăп, эсĕ кам тетĕп? Мĕнле лекнĕ эсĕ кунта? Ман вырăн çине?
Филимонов. Эпĕ...
Золов. Мĕн эпĕ?
Филимонов. Эпĕ шеф.
Золов. Мĕн, мĕн?
Филимонов. Çаплах, шеф.
Золов. Нимĕнле шефа та пĕлместĕп.
Филимонов. Пĕлмен пулсан пăя.
Золов. Эсир мана такампа арпаштаратăр. Эп сана курман, илтмен, пăлместĕп, мĕнле лекнĕ эсĕ кунта?
Филимонов. Эпĕ шеф.
Золов. Мĕнле шеф. Мĕнле шеф тата? .
Филимонов. Çапах, шеф, хуларан килнĕ пулăшма. Эсир кам пулатăр, çаплах кăшкăратăр.
Золов. Эпĕ хуçа, хам килте хам хуçа, кăшкăрас тесен кăшкăратăп, ташлас тесен ташлап. Мĕн тăвас тенĕ çавна тăвап. Эх, мать касси вут касси. (Сиккелесе илет.) Эсĕ мĕнле лекнĕ кунта? Ыйтусем парса хуçаланса ларан ман килте?!
Филимонов. Пĕрремĕш, кам ирĕк панă сире мана «эс» теме? Иккĕмĕш...
Золов. Пĕрремĕш, хам килте хам хуçа, сана эс теме çех мар, тухса кай теме те пултаратăп. Иккĕмĕш, питех кирлĕ пулсан тапса кăларса яма та пултаратăп, ха, улаха килнĕ апла. Упăшки килте çук та, атя хуçаланар терĕр-и? Çакна курнă-и эсĕ? (Пӳрнине чиксе кăтартать.)
Филимонов. Сирĕн колхоза пулăшма килнĕ, тырă пуçтарма, шкул тума.
Золов. Пулăшма килнĕ апла?
Филимонов. Пулăшма çав. Сирĕн кунта вăйпитти çынсемех шапаша тухса кайнă тет те.
Золов. Ха, кайнă тет апла. Сирĕн хăвăр ялта ĕç çук-и-мĕн? Ют ялсем тăрăх çапкаланса çӳретĕр.
Филимонов. Кунта нумайтарах параç тет.
Золов. Ха, нумайраххине шыратăн апла?
Филимонов. Эсир шыратăр-çке?
Золов. Нумай çаптаратăр-и?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...