«Ялта-и пурăнатăп, хулара-и...»
Ялта-и пурăнатăп, хулара-и —
Çил-тăвăл хыççăн, янкăр ирхине,
Нимле ĕçе пĕлмен пек, аяраййăн
Хавхаланса тухатăп çул çине.
Лаштра юман ыйха сирсе вăраннă,
Турат çинчен ахах сапать ума.
Шап-шур аçамлă капансем мăраннăн
Хăтланкалаççĕ çĕлĕк тăхăнма.
Вĕсем мана паллаççĕ те пуль, ахăр!
Кĕтсе илме утаççĕ пек кал-кал.
Утма çулсем кунта çулла тап-такăр,
Хĕллесенче утас текен сахал.
Шел мар хĕлле çухалакан сукмакăм,
Çур килĕ те, каллех якалĕ çул.
Çул айккине кăçал мĕн-мĕн-ши акăп —
Акса ӳстермелли татах тем чул!
Çулсем-йĕрсем тавралăхра вĕç-вĕçсĕр,
Тăван сукмак çеç ĕмĕрлĕх асра.
Шухăшсене сирсе, утатăп ĕçсĕр
Юманлăх çуммипе, çӳлти касра.
Иртни çинчен те, пуласси çинчен те
Шутланăн туйăнать шап-шур вăрман.
Тивлет пиллессĕн уçăлать инçетĕм —
Çак канлĕхе ютра нихçан курман.
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...