Аваллăх ахрăмĕ
Паллах, ӳсекĕн тритон-плезиозавр аквариума вырнаçайми пулчĕ. Эпĕ вара ăна, нимĕнех Те шутласа тăмасар, Çĕлен çырмине кайса ятăм. Ун чух пĕвене пысăклатса тарăн кӳлĕ тунăччĕ. Ытти тритонсемпе те чылайччен аппалантăм, усси пулмарĕ, Генсен авалхи тытăмне астуса тăракан механизмсене çĕнĕрен ĕçлеттереймерĕм, — те савăнать, те кулянать Кавĕрле мучи. — Ӳсе пуçланă тритон-и? Хăвах куртăн. Халĕ вăл çынсене хăратакан пулчĕ. Мĕн тумалла? Хам та пĕлместĕп. Чăн-чăн мезозойри плезиозавр Курнавăшри кӳлĕре ишсе çӳрет. Çавăн çинчен калаçса пăхма кĕтрĕм те сана. Сансăр пуçне мана кунта никам та ĕненес çук.
Ватă ăславçă каласа кăтартни мана вăхăтлăха шухăша ячĕ. Чылайччен тĕмсĕлсе ларсан, эпĕ ăна акă мĕнле сĕнӳ патăм:
— Плезиозавра пирĕн тытса вĕлермеллех пулать. Виллине вара специалистсене кăтартăпăр. Ахаль çеç, пуш алăпа кайса каланине вĕсем ĕненес çук. Чĕррĕн те тытса каяймăпăр. Пурăнма та ăна йывăрланнăçемĕн йывăрланса пырĕ. Апат таврашне, хăвалăха кăшласа ярсан, тата мĕн çийĕ вăл? Çынсене тапăнасран та хăрушă. Кам çине те пулин сиксе ӳкиччен пĕтересех пулать ку усала. Наукăна та, çынсене те усă кӳрĕпĕр, Сирĕн меслетпе вара тĕпчев институтĕнче, лайăхрах условисенче, çĕнĕ эксперимент тăвас.
Мучи килĕшмесси малтанах паллăччĕ. Çавна пĕлсех, эпĕ ăна çине-çинех ӳкĕтлерĕм, ăнлантартăм. Пурпĕрех хам енне çавăраймарăм, Тен, пысăк чĕрчуна хăйĕн ачине хĕрхеннĕ пекех хĕрхенчĕ вăл? Нихçан та килĕшес çук-чĕ пуль — пĕр ăнсăрт пулăшрĕ.
Пĕркунхине ачасем кӳлĕ хĕрринче пулă тытса ларнă. Тахăшĕн вăлтине пысăк çăрттан лекнĕ пулас. Туртса кăларма тăнă ку — пулла пĕве усалĕ ярса илнĕ! Ачине те шыва туртса антарнă.
Ку хыпара илтнĕ мучи ман пата çав кунах персе çитрĕ. Аллинче икĕ кĕпçеллĕ пăшал. Эпĕ, паллах, «мезозой» эрине сунара кайма савăнсах килĕшрĕм.
Пĕве хĕррине эпир каç пулсан çитрĕмĕр. Хăва тĕмĕсем çумнерех вырнаçса ларса, тритон-плезиозавр апат çиме тухасса кĕтме пуçларăмăр. Хальхи пек астăватăп, каçĕ ун чух уйăхлăччĕ. Пĕве çийĕнчи шăплăха итлесе: ларнă чух йĕри-тавра пĕр сас-чӳ те çуккине асăрхарăм. Мĕншĕнне тинех ăнланса илтĕм. Шăплăх кунта плезиозавр вырнаçнăранпа пуçланнă. Ытти пĕтĕм чĕрчун хăранипе кунтан тарса пĕтнĕ. Малашне те ĕçсем кун пек аталанса пырсан, Курнавăш вăрманĕ те пуш-пушах юлĕ. Кун йышши экспериментсем тума чарăнмалла. Хăçан тухать-ши ĕнтĕ ку пĕвери шыв усалĕ? Тен, паян тухас та темĕ вăл? Каçĕ питĕ çутă. Шыв шуйттанĕ тĕттĕме юратать, теççĕ. Кавĕрле мучи мĕн шухăшлать-ши? Тем тесен те, ăна кунта хурал тăма йывăр пулас. Пĕтĕм пурнăçне панă ĕçе пĕтерсе лартма пултарать-çке-ха. Çавăнпа мар-ши вăл хаш та хаш сывлать.
Мĕн чухлĕ тăтăмăр шыв хĕрринче — астумастăп. Плезиозавр апата тухнине те эпир нихăшĕ те сисмен. Питĕ шăппăн çӳрекен чĕрчун иккен вăл. Хăва шатăртатни илтĕнсен тин пирĕн куçа юмахри аçтаха евĕрлĕ чĕрчун курăнчĕ. Эпĕ пĕр самантлăха хамăр Çĕлен çырминче иккенне те манса кайрăм. Таврара — сĕм-авалхи тĕнче! Ман алăра пăшал вырăнне сăнă. Тискер кайăкпа сунарçă пĕр-пĕрне вăрттăн сăнаççĕ. Хăшĕ те пулин вилĕссине пĕлсех, пурпĕр, кашни каялла çаврăнса пăхмасăр, хире-хирĕç пырать. Мĕн тумалла? Акă халех плезиозавр ман çинелле сиксе ӳкĕ. Эпĕ сăнна, ывăтма тесе, çӳлелле çĕклетĕп... Юрать, çав вăхăтра юнашар тăракан мучи мана çурăмран тĕксе тăна кĕртрĕ. Чăнах, эпĕ ăспа аташса тăнă чухне капмар чĕрчун пирĕн пата çывхарсах çитнĕ. Тек шухăшласа тăмасăрах ăна пăшалпа пуçĕнчен тĕллесе петĕм, Аманнă тискер кайăк сасси пĕтĕм тавралăха кисретрĕ. «Ăçтаха» сунарçăсене тинех курчĕ пулас. Йăванса каяс вырăнне, вăл пирĕн еннелле хăвăрт çывхарса килет. Çавăнтах пăшалăн тепĕр кĕпçинчен персе ятăм. Тăпах чарăнса тăчĕ хайхи. Икĕ хут персе те вĕлерейменнине кура, пăшала тепĕр хут авăрларăм. Тăмсай, усалăн нерв тытăмĕ начар аталаннине шута илмесĕр, ăна пуçĕнчен персе вĕлерме хăтланнă-çке эпĕ. Пĕтерес тесен, чĕререн лектермелле. Пеме пăшал çĕкленĕччĕ çеç, тискер кайăк вырăнтан тапса сикре те шывалла чăмрĕ. Хыçалтан те-пĕр хут усăсăр шаплаттарса ĕлкĕртĕм. Мĕнех тăвайĕç пульăсем çав тем пек пысăк чĕрĕ тушкана? Кӳлĕ тавра каллех шăплăх. Хумсем çеç çырана пĕр хушă çапăнса пăшăлтатрĕç. Нимĕнле хăрушă ĕç те пулса иртмен тейĕн. Уйăх паçăрхи пекех, хăйĕн таса çутине сапаласа, хитре кавирне пĕве урлă хура вăрманалла сарать. Плезиозавр та шыв ăшĕнче пытанса выртать ĕнтĕ. Халь, аманнăскер, çынсемшĕн вăл татах та хăрушăрах пулса тăчĕ. Чылай вăхăт иртсен, мучи те çавна ăнланса илчĕ пулмалла.
— Эпĕ пĕлетĕп мĕн тумаллине, — шăплăха сирчĕ унăн пăлханнипе кăшт хăрăлтатакан сасси. — Шывсăр вăл нумай пурăнаймасть. Асăрханă тăрăх, апат çисе те çур сехетрен ытла çӳремест. Шыв чĕрчунĕ-çке. Халех пĕвене татса ярас пулать.
Çавăнтах эпир, айвансем, пĕвене татма тытăнтăмăр. Хăвăрах пĕлетĕр, татасси вăл — йывăр ĕç мар. Шыва çул уçса çеç пар — сиссе те юлаймастăн, çĕре çурса та пырать. Пĕр сехет те иртмерĕ, пĕве анаталла çурхи шыв пек кĕрлесе юхса анса кайрĕ.
«Мĕн туса хутăмăр? Ăçга ĕнтĕ пирĕн чĕрчун? Çĕрле ăна шыраса тупасси те пулмĕ. Юхса каймарĕ-ши? Эх, эпир те çав, Лапшу Çтаппанĕсем!.. Пăшал çакса тухнă тата!» — вăрçрăмăр хамăра хамăр плезиозавра шыраса ывăннă хыççăн килелле пуш алăпах таврăннă май.
Тепĕр кунне мĕн пулса иртнине каласа та кăтартас килмест. Çĕлен çырмине Кавĕрле мучипе темĕн чухлĕ ухтарсан та, нимĕнле плезиозавр та тупаймарăмăр. Ăçта кайса кĕме пултарнă вăл — пĕлместĕп. Тен, тăм ăшне варăннă? Çырма питĕ юшкăйлăччĕ. Иксĕмĕр те питĕ хуйхăрса ӳкрĕмĕр. Аславçăсем патне пуш алăпа каяймастăн-çке. Темле илемлĕ каласа кăтартсан та, кам ĕненĕ сана. Кулса çеç тăрĕç.
Çавăн пек ăнăçсăр вĕçленчĕ те ĕнтĕ çавă, хăш чух ĕненме те йывăр тамаша. Ăна аса илсен, Çĕлен çырми хĕрринче ӳкерсе илнĕ фотоӳкерчĕке альбомран кăларса пăхатăп. Хама тем çитмен пек туйăнать ун чух.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...