Чакăл ту
Чакăл ту! Эсĕ çӳллĕ те анлă!
Илĕртсе курăнан инçетрен.
Эсĕ — чăнкă. Сап-сарă кăлканлă
Сарă хум вылятан ирсерен.
Тĕрлĕ курăк ӳсет кунта çӳллĕ,
Чăнкă ту хĕррипе — чĕлĕксем.
Кантараççĕ куçа илĕртӳллĕ
Сарă, шурă, кăвак чечексем.
Ĕç тăвать сĕрлесе пин пыл хурчĕ,
Вăл пухать чечексен сĕткенне.
Тӳпери ăмăрт кайăк, ак, курчĕ
Чăшкăрса шăвакан çĕлене.
Шăрчăксем сиккелеççĕ тем чухлĕ,
Тырккассем шăхăрни илтĕнет.
Ту çинчи сарă, пысăк вут чулĕ
Хĕлхемне таврана парнелет.
Аллаппи çинчи пек тăван ялăм
Чакăл ту тăрринчен курăнать.
Хушăнать ту çинче вăйăм-халăм,
Ирĕк çил питĕме чуп тăвать.
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...