Пенсионер чунĕ
Выртать ват çын пульницара —
Чикет радикулит.
Виç кун иртсен, вăл тухтăра
Калать: «Колхоз валли
Çулаççĕ утă халь ялта,
Эрне пуль пуçлани —
Яр пулăшма мана унта —
Çитмест-çке ĕç алли».
«Малтан сывал эс, асатте, —
Тет тухтăр, ыр сунса. —
Кăштăртатса ялти килте
Пурăнмалла халь сан.
Ачаранпа ватăличчен
Тар тăкнă эс ĕçре.
Юрать пулех диван çинче
Канмашкăн пенсире...»
Ват çын, çакна илтсен, кăштах
Лăпланчĕ пулмалла.
Пĕр-ик кунран леш сăмахах
Тăстарчĕ малалла:
«Пит тĕрĕс санăн сăмаху,
Пыл пек вăл чĕрене.
Анчах шутла-ха эсĕ ху,
Ăнлан каланине:
Пулсан та эпĕ пенсире
Ĕçе пĕртте манман,
Тухмашкăн халăхпа хире
Чĕре хушать халь ман.
Радикулит чикни — тем мар,
Кăшт ларăп ыратсан.
Çава ăста эп туптама —
Çулма вăй пулмасан...»
Итлерĕ тухтăр ват çынна,
Ăнланчĕ ун чунне,
Рецепт парса киле ăна
Ăсатрĕ ирхине.
Шухăшсем
Tired of low website traffic? This video...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...