Вупăр карчăк
Шатар ялĕнчен çурçĕрелле вунă çухрăмра Юманлă вар вырнаçнă. Унăн икĕ енче те чăнкă çырансем çинче лаштра юмансем ӳсеççĕ. Вар тĕпĕнче пĕчĕк çеç çăлкуçсем тапаççĕ. Вар таврашĕнчи хирсенче хура тулпа хĕвелçаврăнăш анисем, пыл шăрши кăларса, сарăлса выртаççĕ. Çакна пула та ĕнтĕ Шатар ялĕнче пурăнакан Кĕркурипе Анатуль кăçал вар хĕрринче хăйсен утарĕсене вырнаçтарчĕç. Вĕсем иккĕш те, вăтăртан иртнĕ вăйпитти арçынсем, колхозсем саланса кайнă хыççăн пĕтĕмпех хурт-хăмăр ĕçĕ çине куçнăскерсем, халĕ хăйсен утарĕсенче кăнтăрла та, çĕрле те вăхăт ирттереççĕ. Пыл хурчĕ тени, мĕн калăн, хăйне пăхнине юратать çав, пылне те çавна кура парать.
Паян та, акă, икĕ тус кунĕпе хăйсен юнашар вырнаçнă утарĕсенче ĕçлерĕç те çĕрле Кĕркурин утарĕнчи ӳпле умĕнче чей ĕçсе лараççĕ. Июль уйăхĕнчи çĕрле ăшă тăрать. Тӳпере тулли уйăх шăвать. Пысăках мар пĕлĕтсем, ăна вăхăт-вăхăт хупласа чупаççĕ. Шăпчăксем чĕриклетни те халĕ илтĕнмест. Тавралăх — шăплăхра.
— Юманлă варăн леш енчи мăкшă ялĕнче халĕ кам та пулсан пурăнать-ши? — тесе ыйтрĕ Анатуль Кĕркурирен, ял енне пӳрнипе кăтартса. — Çыннисем хуласем тăрăх саланса пĕтнĕрен, ялĕнче тăват-пилĕк килĕ çеç курăнать те….
Иккĕш те варăн леш енне тинкерчĕç. Мăкшă ялĕ енчен йытă вĕрни илтĕнчĕ. Çак самантра варăн леш енчи çыран çийĕпе ....шап-шурă ĕмĕлке курăнса кайрĕ. Уйăх çутипе ку енчен вăл лайăхах курăнать. Хĕрарăма ăшанă вăл, вăрăм çӳçĕсем çурăм çийĕпе урисем таранах анаççĕ. Ĕмĕлке шăппăн, анчах хăвăрттăн юмансен хушшипе чарăнмасăр шунă пек куçать. Çакна кĕтмен утарçăсем çăварĕсене карчĕç те ним калама аптăрарĕç.
— Вупăр карчăк ку! — пăшăлтатрĕ Кĕркури. — Ав епле шăппăн куçать вăл….
Хайхин аллисем çурăм хыçĕнчи ӳпле еннелле туртăнчĕç, унта выртакан пăшала сĕтĕрсе кăларчĕç.
— Перетĕп ăна! Атту ку енне каçĕ.
— Чим! — чарчĕ тусне самантрах чĕтрене ернĕ Анатуль. — Ан пер! Вупăрсене пеме юрамасть. Пурпĕрех персе лектерейместĕн вĕсене.
Кĕркурин вупăра тĕлленĕ пăшалĕн кĕпçи çĕр çине тăрăнчĕ. Çак вăхăтра шурă ĕмĕлке те вăрман хулкки хыçĕнче куçран çухалчĕ.
— Ух! — çăмăллăн сывласа ячĕç утарçăсем. — Халиччен те вупăр тенине курманччĕ.
Хăранăран, иккĕш те çак çĕре Кĕркурин ӳплинче пĕрле ирттерчĕç. Ирччен те çывăраймарĕç вĕсем, вупăрсемпе çыхăннă тĕрлĕ историсене асăнчĕç. Тепĕр кун, каçчченех ĕçлесе ывăнсан та, çĕрле каллех çывăраймарĕç вĕсем. Мĕншĕн тесен, варăн леш енче — çыран çийĕпе шурă ĕмĕлке ĕнерхи пекех шуса утни каллех курăнса кайрĕ. Икĕ арçын та ӳпле умĕнче кăвайт çине харăссăн вутă пăрахни те пулăшмарĕ: вупăр карчăк утса-шуса пычĕ те куçран çухалчĕ.
— Пире утарсене кунтан куçарса кайтарасшăн-тăр вăл, — тавçăрса илчĕ Анатуль, кĕлетки чĕтренине чараймасăр. — Ку — манăн çĕр, кайăр кунтан, тесшĕн пуль.
— Чим-ха, ыран мăкшă ялне кайса килер, — пуçне кăтăрт-кăтăрт! хыçрĕ Кĕркури. — Мĕн те пулин калаймĕç-ши мăкшăсем çак вупăр карчăк çинчен?
Утарçăсем ирех вар леш енне каçрĕç те мăкшă ялĕ еннелле утрĕç. Ял çывăхĕнче пĕр мучи сурăх кĕтсе çӳрет. Вăл Кĕркурипе Анатуле аллинчи туйи çине таянса кĕтсе илчĕ. Калаçса кайрĕç, пĕрер пирус чĕртсе ячĕç.
— Мучи, икĕ каç ĕнтĕ пире темле вупăр çывăратмасть, хăратать, — уçрĕ хăйĕн шухăшне Кĕркури. — Çак ял енчен тухать те пирĕн утарсене хирĕç çыран çийĕпе шăвăнса утать. Епле мур пулчĕ-ши çакă?
Кĕтӳçĕ утарçăсем çине чеен пăхса илчĕ.
— Нимле вупăр та мар вăл, — кулса ячĕ хăй ахăлтатса. — Пирĕн ялти Матрен вăл, эпилепсипе чирлĕскер.
— Вара, мĕн, чирлĕ çынсем ма-ха çĕрле çапла çӳремелле? — ăнланмарĕ Кĕркури.
— Чирĕ çапла вĕсен, — калаçрĕ малалла мучи. — Çĕрле тăрать те Матрен шурă кĕпипе килĕнчен тухса каять, хирсем тăрăх çӳрет. Кайран килне таврăнса çывăрма выртать. Ирхине çакăн çинчен ним те астумасть.
— Лунатизм текен чир пулĕ ку? — хутшăнчĕ калаçăва Анатуль. — Илтнĕ эп çакăн пек чир çинчен. Нимле вупăр та пыман апла пирĕн пата çĕрле. Эпир пур, хăрарăмăр….
— Юрĕ-ха, пăшалпа пемерĕмĕр хĕрарăма, — мăкăртатрĕ Кĕркури Анатульпе утара таврăннă чухне. — Тавтапуç сана, тусăм, пертерменшĕн.
Тепĕр çĕрле Матрен куçа урăх курăнмарĕ: килĕнчисем ăна килĕнчен кăлармарĕç пулас.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...