Çурçĕр хыççăнхи çулçӳрев
— Çук, Эрнисса, хальхинче ямастăп сана ниçта та. Тахçан çухатрăмăр пĕр-пĕрне, венчет тăнăскерсемех пĕрле пулаймарăмăр. Ун вырăнне халь ĕмĕр-ĕмĕрлĕхех пирĕн чунсем пĕрлешĕç, — терĕ. — Хăçантанпа шыратăп эпĕ сана, пĕлесчĕ сан, Эрнисса. Манăн чунăм леш тĕнчере канлĕх тупаймасть. Турă умĕнчи мăшăрăм-çке эсĕ манăн. Иксĕмĕр венчет тунине пăхмасăрах аçу-аннӳ урăххине вăйпа качча панăранпа та курман сана, пĕрех пĕртте улшăнман ав эсĕ. Ĕлĕкхинчен те хитре. Килсем, Эрнисса, ман пата е мантăн-и хăв тахçан савнă Микулана.
Турăçăм! Мĕн илтет Эрбина; Ăна урăххи вырăнне йышăнаççĕ-çке кунта (йышăнаканни чăнах та пур пулсан-ха!)? Ялти ватă çынсем хăйне кукамăшĕ тĕслех тесе каланине илтмен мар-ха Эрбина, çапах ĕç-пуç кун пекех çаврăнса каясса ĕмĕрне те сунман. Халь илме килнĕ вăн. Ăçта-ха тата? «Леш тĕнчене-и?» Шур тумлă ĕмĕлке-кĕлетке хăй патнерех çывхарнине курсан Эрбинăн куçĕ хуралса килчĕ. Сывлăш пĕтнĕ пек пулчĕ те, антăхса кайнă хĕр таçти хăяматалла пĕлĕтрен ӳкнĕ чух пулакан туйăмсем хăйне пуçĕпех çавăрса илнине сисрĕ. Малалли пĕтĕмпех вăл сывлама чарăнсан пулса иртрĕ...
* * *
Çăмăл-çăмăл Эрбинăна. Таçта вĕçет-вĕçет пек. Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Шухăшлав тап-таса. Нимле лайăх мар шухăш та çук унта. Кĕлетке йывăрăшĕ пачах та туйăнмасть. Хăй кăна Эрбина. Ура, пуç, алăсем, кĕлетке текен ăнлав таçта кайса çухалнă. Çутă сăрхăнакан еннелле темле тĕттĕм шăтăкпа вирхĕнсе пырать Эрбина. Тĕттĕм пулнине куçпа курмасть вăл, пĕрех пĕлет çакна. Вирхĕнет-вирхĕнет малалла. Таçта хыçалтах, шутсăр аякра, чуна шуйлантаракан ăнланмалла мар сасăсем илтĕнеççĕ. Эрбина вара нимрен те шикленмест. Тахăш самантра вуçех ирĕлсе çухалнă шикленӳ туйăмĕ. Эрбина халь чи çăмăлли, чи телейли, чи çылăхсăрри тейĕн. Пурнăçри этеме хумтаракан ыйтусем мĕнлине те маннă вăл. Кĕçех хĕр тĕнче уçлăхĕ пек туйăнакан çĕре вĕçсе тухнине сисет. Ун айĕнче пӳске евĕрлĕ чăмăр япала тăрса юлать. Çĕр чăмăрĕ-ши? Çук, çакă çĕр чăмăрĕ иккенне те татсах калаймĕччĕ вăл. Темĕн аякран аса илтерет кун пирки. Таçта курнă та пек ăна. Çакнашкал йывăрăша çухатса пĕрре мар вĕçсе çӳренĕ тейĕн. Те тĕлĕкре пулнă тата пĕччен пулнă-ши ун чухне — калама хĕн. Халь вара Эрбина пĕччен мар. Çумра — вăйлă каччă... Çакна Эрбина чунĕпе туять. Икĕ чун вĕсем — алла-аллăн.
Çавăнтах Эрбина акă мĕн туйса илет: таçта аякра темĕн вăл туса çитерменни пур. Шеллет вăл çакăншăн, анчах ним тума та çук. Çумри йĕкĕтрен тем ыйтса пĕлесшĕн Эрбина. Шухăшлать-шухăшлать, анчах мĕнле ыйтмаллине пĕлмест.
— Эсĕ ыйт çаплипех.
Çук, илтмест хĕр кăна, сăмахсем те мар кусем. Ку вăл тепĕр çын калаçăвне туйни. Сăмахсăрах калаçма пулать иккен кунта.
— Эсĕ мĕншĕн тăтăшах Эрнисса çинчен шутлатăн?
— Мĕнле шутлас мар-ха ман сан çинчен, савниçĕм?
— Эпĕ Эрбина-çке. Эрнисса вăл ман кукамай.
— Кукаму? Эсĕ вара Эрниссан мăнукĕ-и? Ай, мĕн туса хутăм?!
— Халь ним тума та çук-и?
Вĕсем самантлăха вĕçме чарăннă пек пулчĕç. Маттур каччă хăйне ниçта кайса чикеймест.
— Апла сана кĕлеткӳнтен вăхăтсăр уйăртăм, Эрбина. Мĕн туса хутăм! Каçарĕ-ши мана çакăншăн Аслă Аттемĕр? Тăхта-ха, Эрбина, Эрнисса ăçта вара? Эпĕ вăл чĕннине те илтетĕп-çке...
— Вăл иккĕмĕш çул вырăн çинчен тăраймасăр чирлĕ выртать.
— Мана кĕтет ĕнтĕ, мăнтарăн... Эх, çылăхлăскер эп, мĕн пулса тухрĕ-ха капла?..
Çапла майĕпен вĕсем темле питĕ çутă вырăна пырса тухрĕç. Эрбина хăйсене кунта пурăнакансем кĕтсе илме тухнине туять. Вĕсем пурте ырă сунаççĕ. Усаллăх çук кунта. Кассăн-кассăн ынатлă туйăм çавăрса илет пек Эрбинăна, çапах та темĕн канăç паманни те пур. Пурăнма куçас килет çак хальлĕхе хăйĕнче вăрттăнлăх усракан çап-çутă «хулана», анчах темле ăнланма çук туйăм тытса чарать. Темскер манса хăварнах пулĕ çав Эрбина.
— Эсĕ, çамрăк чун, иртерех килсе çитнĕ-ха кунта, санăн вăхăту тулман, — темле пит уçă та лăпкă сасă илтех каять хĕр, йĕри-тавралла куçласа илет, никам та çук.
«Питĕ лайăх-çке кунта, — шухăш хĕвĕнет Эрбинăн пуçне, — çапах вĕçне çитермен ĕçсем те пур-тăр манăн, анчах вĕсене епле вĕçлемеллине пĕлместĕп».
— Çӳл хуçа йăлтах пĕлет, сан çинчен те, ыттисем пирки те. Этем чунĕн вилĕмсĕрлĕхне хăвăн куçупа курса ĕненме çапла май панă вăл сана. Халĕ ĕнтĕ каялла кайма никам та чармасть.
«Чим, кунтан каялла ямаççĕ теместчĕç-и? Тата Микула мĕнле тухса çӳренĕ кунтан?» — пĕлесшĕн Эрбина.
— Ку — Çӳл хуçа вăрттăнлăхĕ. Вăл пĕрин пирки çеç мар, кашни чун çинчен шухăшлать. Вĕсем пурте унăн аллинче.
«Çапах та ман пĕлесех килет», — яланхи пĕлес килекен туйăма çĕнтереймесĕр татах ыйтать хĕр.
Кăмăллă сасă те кулать, кăлтăртатнă евĕрлĕ сассем кĕвĕ евĕр юхса килеççĕ.
— Этем чунĕ канлĕх шырать. Микулан канлĕхĕ вара — урăх виçери тĕнчепе çыхăннă. Турă пĕрлештернине этем уйăраймасть. Микулапа Турă умĕнче мăшăрланнă Эрнисса савнине асăнман кун та ирттермен, çавăнпа Микулан кунта канлĕх çук. Эрнисса та вăл килессе кĕтет, чĕнет ăна, анчах иккĕшĕн чунĕсене пĕр чăрмавсăр тĕл пулма Эрнисса çĕр çинче урăххипе пурăнни кансĕрлет. Çут тĕнчене пĕр-пĕриншĕн килнисем, Турă умĕнче венчет тунисем кунта пĕрле пулсан çеç канăç тупаяççĕ. Çĕр çинче тунă йăнăша тӳрлетме вара кашни харпăр хăй çеç пултараять. Çавăнпа Çӳл хуçа Микулана Эрнисса чунне шырама ирĕк панă та. Эпир сана чарса тăмăпăр, çамрăк чун... Кунта ăнсăртран никама та илсе килмеççĕ... Каях, анчах кунта мĕн курнине ан ман...
Эрбинăн çăмăлкка чунĕ килнĕ çулпах каялла вĕçет...
* * *
Теплерен вăранса кайнă Соня юнашарти кравать çаплах пушшине асăрхарĕ те, вашт кăна иртрĕ ыйхи. Сехет пăхма тăчĕ — тĕттĕмре нимĕн те курăнмасть. Сиксе тăрса уйăх çутиллĕ чӳрече патне пычĕ. Ак тамаша! Кĕçех икĕ сехет çитет-мĕн! Ăçта çӳрет вара ку Эрбина; Чĕри теме сиснĕн йăшкама пикенчĕ Соньăн. Мăшлатсах çывăракан Иринăн кравачĕ патне сассăр утса пычĕ те лешне хуллен ятран чĕнчĕ.
— А? Мĕн? — пуçне ялтах çĕклерĕ тусĕ. — Соня! Ма вăратса çӳрен çĕр хута?
— Вăран-ха эс, — пăшăлтатрĕ Соня. — Эрбина çаплах çук...
— Эрби-ина? Тула тухман-и таçта?
— Пĕлмес. Ташласа пĕтерсен вăл «хĕрлĕ кĕтесе» кайрĕ, расчет тумалла терĕ. Килмен пуль унтан, — пĕлтерчĕ Соня.
— Воспати, Соня, ан калаç-ха. Мĕн туса лармалла унта хальччен? — йăпăр-япăр спорт костюмĕ тăхăнса ячĕ Ирина.
Вĕсен калаçăвне илтсе пуль, Фея йăшăлтатса илчĕ. Тем самантран пуçне çĕклерĕ те иккĕшне те шарт сиктерсе:
— Эсир ăçта каятăр? Ир пулнă-им? — тесе ыйтрĕ.
— Çывăр-ха эс, Фея; Пирĕн тухса кĕмелле, — ăнлантарчĕ Соня.
— Аялти кĕпе вĕççĕнех-и? — тĕлĕнчĕ Фея Соньăран.
— Пулин тата. Кам курать пире?
Иринăпа Соня тĕттĕм коридора тухрĕç. «Хĕрлĕ кĕтес» алăкĕнчен çутă пайăрки коридор урайне ӳкнине курсан кăштах лăпланчĕç вĕсем. Пĕр япала çеç пуçа вырнаçмарĕ — хальччен мĕн туса ларать унта Эрбина? Пӳлĕм алăкне уçсан ытла та кĕтмен ӳкерчĕк пулнипе иккĕш те çари-и! çухăрса ячĕç те уçă алăк урати урлă каçаймасăр шанк! хытса тăчĕç. Яри уçă чӳрече янаххи çинче Эрбина месерле выртать!
Иккĕшĕ те пӳлĕмсенчен ыйхăллă студентсем чупса тухнипе тăна кĕчĕç. Лешсем хăшĕ тăхăнма ĕлкĕрнĕ, хăшĕ — аялти кĕпе вĕççĕнех. «Мĕн пулнă; Кам кăшкăрать?» — тесе чупса çитрĕç те вĕсем, «хĕрлĕ кĕтесри» чуна çӳçентерекен ӳкерчĕке курсан алăк умне кĕпĕрлене-кĕпĕрлене тăрса тухрĕç. Ăнланса илеймерĕç пулас тӳрех мĕн тумаллине. Соня: «Эрбина-а-а!» — тесе тантăшĕ патне чупса кĕни кăна чун кĕртрĕ вĕсене. Сашăпа Петя та кунтах-мĕн.
— Шыв илсе килĕр-ха, шыв! — хушрĕ Саша такама.
Иккĕн-виççĕн Эрбинăна чӳрече янаххи çинчен çĕклесе илчĕç те юнашар лартса тухнă хыçлă пукансем çине пырса вырттарчĕç.
— Ăçта-ха, сирĕлĕр! — тесе çак самантра Шахов преподавательпе медицина факультетĕнче вĕренекен Галя медсестра пырса çитрĕç.
Галя Эрбинăн юн пусăмĕн таппине итлерĕ малтанах.
— Пачах тапмасть, — терĕ те сумккинчен темле флакон кăларса хĕр сăмси патне илсе пычĕ.
Эрбина хускалмарĕ.
— Чĕре массажĕ тумалла тата сывлаттармалла, — терĕ пăлханчăк саспа медсестра. — Кам пĕлет уçă мар массаж тума?
Соня кĕттерсе тăмарĕ. Чĕрĕ пурнăç паллисĕр кĕлеткене кăкăр тĕлĕнчен икĕ алă лаппипе пĕр харăс пуса-пуса массаж тума пикенчĕ. Медсестра хĕрĕн ӳпкине çăварĕнчен сывлăш вĕре-вĕре кĕртрĕ. Темиçе минут иртрĕ çапла. Ал лаппи массажĕ усса килмерĕ. Эрбина кĕлетки çаплах пĕр пурнăç паллисĕр выртрĕ.
Ĕнтĕ пурте пăлханма тытăнчĕç. «Мĕн пулнă ăна; Вилсех кайнă-им?» — текелесе илеççĕ. Йăваш кăмăллисем нăшăклатмах пикеннĕ. Соньăпа Галя çеç чăм тара ӳксе юлташне çăласшăн тапаланаççĕ. Ним тума пĕлменнипе Ирина Эрбинăн ура тупанĕсене ухалать.
— Саша, тытса пăх-ха юн таппине, — аран сывлăш çавăрса каларĕ Соня.
Хĕрĕн сивĕ аллине асăрханса тытрĕ те йĕкĕт пĕр самант тăнласа ларчĕ.
— Тем тапать пек унта, — терĕ кăштахран Галя çине пăхса.
Медсестра итлемелли приборне хăлхи çумне тытрĕ, сăнĕ çуталса-çуталса пычĕ ун, юлашкинчен кулсах ячĕ.
— Турăçăм! Çăлтăмăр хĕре! Вилĕм аллинчен туртса илтĕмĕр, — терĕ вăл савăнăçлăн. — Массажне тума пĕрех ан чарăн-ха, Соня...
Эрбина туртăнса илчĕ. Куçне уçса хаш-ш сывласа ячĕ те вăл:
— Ой, çитрĕм те-и эпĕ? — тесе хучĕ.
Кăн-кан пăхкаласа илчĕç пĕр-пĕрин çине пӳлĕмрисем. Ахăртнех, аташать терĕç пулмалла. Эрбина, паллах, çакна ăнланаймарĕ ĕнтĕ. Тин кăна «леш тĕнчерен» килсе çитнипе ку тĕнчери пурнăç уйрăмлăхĕсем уншăн хальлĕхе ют пулчĕç.
Каçхине Эрбина телеграмма илчĕ: «Кукаму вилсе кайрĕ. Ыран пытаратпăр», — çырнăччĕ унта. Вуласа тухсан пĕлтерӳ хутне кăкри çумне çатăр хĕстерчĕ те хĕр: «Тинех пĕрле пулатăр. Ăнăçлă çул сана, кукамайăм», — терĕ куççуль витĕр пăшăлтатса. Хурланни те, савăнни те — йăлтах пĕрле пуçтарăнса пĕтĕçрĕç çав куççульте. Çакăнпа пĕрлех ял вĕçĕнчи пӳрте, тахçан Микулайăн çурчĕ пулнăскерне, урăхран нимле «леш тĕнче» çынни те килес çуккине те пĕтĕм чунĕпе сисрĕ хĕр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...