Юратнă Чăвашстан сăнарĕ
Юхма Мишшин «Кăвак çĕмрен» романĕ пирĕн чăваш литературин чи паха, чи курăмлă хайлавĕсенчен пĕри. Ку шухăша вулакансем те, литературăна тĕпчекенсем те тахçанах çирĕплетнĕ ĕнтĕ. «Кăвак çĕмрен» романне Юхма Мишши çамрăк чухнех, утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнчех çырнă. Чи малтан вăл «Тăван Атăл» журналта «Чăваш хĕрĕ» ятпа пичетленнĕ. Унтан 1971 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче уйрăм кĕнекен тухнă.
Юхма Мишши хăйĕн Мускавра «Современник» издательствăра «О времени и о себе» ярăмпа 1990 çулта пичетленсе тухнă «Узоры на сурбанах» кĕнекинче çакăн пек йĕркесем çырса кăтартать:
«В троллейбусе две женщины разговаривали на чувашском языке:
— Ты читала об Угаслу?
— Нет. А где?
— Это роман «Голубая стрела». Я писателя не помню. Но роман мне понравился. О женщине с такой любовью!..
— Наверное, сам автор — женщина.
— Кажется, так. Вот бы нам быть всем как Угаслу. Тогда бы мужики нас зауважали.
— Обязательно прочту...»
Укаслу — «Кăвак çĕмрен» романри тĕп героиня. Вăл XVIII ĕмĕр варринче пурăннă ытарайми маттур чăваш хĕрĕ, ирĕклĕхшĕн, никамапăхăнманлăхшăн, тăван халăх пуласлăхĕшĕн пĕтĕм вăйне, пĕтĕм чунне-чĕрине парса кĕрешекенскер. Укаслу хресчен патши Емельян Пугачевăн полковникĕ, унăн чи шанчăклă çарпуçĕсенчен пĕри пулса тăрать, чи йывăр вăхăтра та, йĕри-тавра тăшмансем хупăрласа илнĕ, юлташĕсем сутнă чухне те ăна пăрахса хăвармасть.
«Кăвак çĕмрен» роман пичетленсе тухсассăн ман пата та, кĕнеке издательствине те вулакансенчен питĕ нумай çыру килчĕ, — каласа кăтартнăччĕ Юхма Мишши. — Вулакансем романа чунтан-чĕререн юратни мана питĕ савăнтарчĕ. Çав хушăрах вĕсем хăйне евĕрлĕ, кăсăк сĕнӳсем те çыратчĕç. Эпĕ хам та, кĕнеке тухнă пулсассăн та, ытарайми чăваш хĕрĕ Укаслу çинчен шухăшлама пăрахман. Мĕншĕн тесен Укаслу вăл ахаль сăнар çеç мар. Хĕрарăм — çĕршыв сăнарĕ. Çавна шута хурса, эпĕ Укаслăва тата та маттуртарах курма тăрăшрăм, ăна манăн тата та кăткăсрах пурнăç пулăмĕсене хутшăнтарас килчĕ. Вара 1973—1974 çулсенче çак романа çĕнĕрен тепре пăхса тухрăм, çĕнĕ пулăмсем, хирĕç-тăруллă самантсем, çĕнĕ сыпăксем хушрăм. Кăвак çĕмрен вара чăнласах та Укаслу кĕрешĕвĕн, унăн таса чун-чĕрин символĕ пулса тăчĕ. Укаслу хăй вара маншăн юратнă Чăвашстан символĕ пек курăнма тытăнчĕ.
Пирĕн чăваш халăхĕ — таса чунлă халăх. Сутăнчăклăх, суялăх, икĕпитлĕх пирĕн халăхра нихăçан та пулман. Çакна символласа кăтартать те ĕнтĕ Укаслу сăнарĕ.»
Автор тĕрĕс калать. Пин-пин çул çак çĕр çинче пурăннă пирĕн халăх хăйĕн чысне ялан çӳлте тытнă. Тăшмансене курайман чухне вăл чунтан-чĕререн курайман, хăйпе пĕр шухăшлисене юратнă чухне вара чунтан-чĕререн юратнă. Юхма Мишшин «Кăвак çĕмрен» романне вуланă чухне çакă чăнласах та питĕ лайăх курăнать.
Эпĕ — хĕрарăм, чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Укаслу пек авалхи чăваш тĕнне тытса пыракан ямахатра-килйышра çуралса ӳснĕ. Çавăнпа пулĕ, Укаслу мана питĕ килĕшет, ăна эпĕ хамăн çывăхран та çывăх тăван пекех куратăп.
1968 çулта Мускавра, «Советский писатель» издательствăра Юхма Мишшин «Мускав çулĕ» историлле романĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна вырăс вулаканĕсем те, критикĕсем те ырласа йышăнчĕç. Çавăнпа пуль ĕнтĕ «Советский писатель» издательствăра ĕçлекенсем Юхма Мишшин çĕнĕ романĕ çинчен пĕлсен, унпа та паллашас тенĕ.
«Мускавран çакăн пек ырă çыру килсессĕн, — каласа кăтартать писатель, — эпĕ хавхалансах «Кăвак çĕмренĕн» хушса çĕнетнĕ вариантне йĕркепĕрлĕх (подстрочный перевод) тума тытăнтăм. Вара ăна Мускава ярса патăм. «Советский писатель» издательствăра ĕçлекенсем манăн ку романа та ырласа йышăнчĕç, пичетлесе кăларма палăртрĕç...»
Юхма Мишшин «Кăвак çĕмрен» романĕ вырăсла «Советский писатель» издательствăра 1982 çулта пичетленсе тухрĕ. Ун хыççăн ăна 1989 çулта «Дружба народов» журнал библиотекинче иккĕмĕш хут пичетлесе кăларчĕç. 1996 çулта вара ăна удмуртла куçарса уйрăм кĕнекен вулакансем патне çитерчĕç.
Анчах «Кăвак çĕмрен» романăн хушса çĕнетнĕ, тулли варианчĕ паян куна çитсе те тăван чăваш чĕлхипе тухман. Мĕнре-ха çавăн сăлтавĕ?..
«Эпĕ ăна хам 50 çул тултарнă тĕле кăларас тесе пурăнаттăм, — каласа кăтартать писатель. — Ун чухне кĕнеке кăларас ĕç питĕ кăткăс япалаччĕ. Издательство планне 4-5 çул малтан тума тытăнатчĕç. Çавна шута хурса, эпĕ издательствăна алçырăва тахçанах кайса патăм. Чăнах та, манăн романа 1986 çулхи плана кĕртрĕç... Çавăнпа ĕнтĕ эпĕ юбилей кĕнеки пулать тесе ним кулянмасăр пурăнатăп. Анчах юлашкинчен хайхи издательствăн пичетлесе кăларнă планне пăхатăп та... ман кĕнеке çук. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ патне кайрăм.
— Пулма пултараймасть! — тет хайхискер. — Эпир кашни писателĕн юбилей кĕнекине кăларатпăр. Сирĕн кĕнекĕр те планра пур... — Пичетлесе кăларнă планне пăхрĕ те главнăй редактора чĕнсе илчĕ. — Мĕншĕн Юхма кĕнеки планра çук? — тет.
— Обком кăларттарчĕ, — тет лешĕ. — Националистла кĕнеке тесе кăларчĕç.
Ун чухне главнăй редактор пулса Г. Орлов поэт ĕçлетчĕ.
— Кам каларĕ? — пĕлесшĕн эпĕ.
Кам каланине каламаççĕ. Çапла вара ман «Кăвак çĕмрен» романăн хушса çĕнетнĕ варианчĕ паян куна çитсе те тăван халăх патне çитеймерĕ...»
Çакăн пек хайлава тăван халăх патне çитерейменни вăл питĕ кулянмалли япала. Юрать-ха, самани улшăнчĕ. Тăван халăха чунтан-чĕререн юратакансене, пĕтĕм вăй-халне парса уншăн ĕçлекенсене эпир ĕлĕкхи пек тăшман теме пăрахрăмăр. Ку вăл пирĕн пек халăхсемшĕн пысăк çитĕнӳ-ха.
Çитменнине тата кĕнеке кăларас ĕç те кăштах ансатланчĕ. Ирĕклĕ издательствăсем те пур халĕ. Акă «Вучах» библиотекинче те кĕнекесем тухаççĕ. Унăн пĕр номерĕнче «Кăвак çĕмрен» романа кăларма палăртни мана чунтан-чĕререн савăнтарать.
Хамăр литературăн чи паха, чи курăмлă хайлавĕ тăван чăваш вулаканĕсем патне çитмеллех! Ытарайми чăваш пики, таса чун-чĕреллĕ, ирĕклĕхшĕн, никамапăхăнманлăхшăн, пуласлăхшăн аллине кăвак çĕмрен тытса пĕр ывăнми кĕрешекен Укаслу кашни чăваш килне кĕрсе, кашни чăвашпа калаçмаллах. Укаслу вăл чăнласах та юратнă Чăвашстан сăнарĕ. Эппин, вăл, эпир юратакан Укаслу, çак кĕнекепе пĕрле кашни чăваш килĕнче хамăр юратнă тăван çĕршыв сăнарĕ пултăрахчĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ, «Кăвак çĕмрен» историлле романшĕн («Мускав çулĕ» историллĕ романпа пĕрле) Юхма Мишшине 1997 çулта Александр Фадеев ячĕпе хисепленекен Пĕтĕм тĕнчери литература премине панă.
Юхма Мишши — чăнласах та историлле чăнлавсен ăсти. Вăл историлле романсем те çырнă — «Мускав çулĕ», «Кăвак çĕмрен», «Кункăш — вилĕмсĕр кайăк», «Эткер», «Термен», «Анне çăкăрĕ», «Атте пахчи», «Хĕвел хапхи», «Юрăçăпа патша», «Алттай — тăван çĕршыв» тата ытти те. Вăл историлле повеçсем те çырнă — «Кĕтӳç юратăвĕ», «Оксана», «Юрăçă шăпи» тата ытти те. Вăл историлле калавсем те, историлле очерксем те нумай çырнă. Вĕсем пурте чăваш литературинче питĕ сумлă вырăн йышăнса тăраççĕ. Вĕсем пурте пирĕн наци пурлăхĕ. Вĕсем пурте чăвашлăха упрама пулăшаççĕ, пуласлăхалла хывнă çутă кĕпер пулса тăраççĕ. Этемлĕх лайăх пĕлет: чи йывăр, чи трагедилле саманасенче те нацие упраса хăварма пулăшакан чи чаплă, никам çĕнейми пурлăхсенчен пĕри вăл тăван халăхне чунтан-чĕререн юратакан писатель çырнă хайлавсем пулнă. Çакна çирĕплетекен чăнлавсем нумай илсе кăтартма пулать. Юхма Мишши — тăван чăваш халăхне чунтан-чĕререн юратакан çыравçă. Çавăнпа ĕнтĕ эпир Юхма Мишши çырнă Историлле хайлавсене пурне те пысăк хак парса чыслатпăр. Çавна шута хурсах ĕнтĕ 1998 çулта Юхма Мишшине «Вилĕмсĕрлĕх» историлле тетралогишĕн (унта «Эткер», «Термен», «Анне çăкăрĕ», «Атте пахчи» романсем кĕреççĕ) тата чăваш литературинче историлле хайлавсен жанрне аталантарса ярассишĕн пысăк та паллă, сумлă ĕçсем тунăшăн Валентин Пикуль ячĕпе хисепленекен Пĕтĕм тĕнчери литература премине панă. Ку вăл чăваш халăх писательне литература ĕçĕнчи çитĕнӳсемшĕн питĕ пысăка хурса чыс туни пулса тăрать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...