Звенора
— Тĕрĕслер, тĕрĕслер, — терĕç хĕрачасем.
— Звенипех тĕрĕслесе тухар, — терĕ звено вожатайĕ Галя, куçĕсемпе юриех Валя çинелле пăхса.
Ачасем тĕрĕслер, тĕрĕслер тесенех, Валя ним шарламасăр галстук вĕçĕсене пĕтĕркелеме тытăнчĕ. Çиçсе тăракан кăвак куçĕсем халĕ тĕксĕмленнĕ пек пулчĕç.
— Паянах тытăнар мар-и ку ĕçе? — терĕ Анюк.
— Паянах, паянах, — терĕç ачасем харăс.
— Кам патне малтан кĕрĕпĕр? Звено вожатăйĕнчен тытăнатпăр пулĕ, — терĕ Анюк, Галя еннелле пăхса.
— Чăн малтан пирĕн пата айтăр, пирĕн пата, — терĕ Галя, сиксе тăрса.
— Юрĕ, юрĕ! — килĕшрĕç ачасем. Галя, хĕвел пайăрки пек çӳçĕсене вĕлкĕштерсе, пӳлĕмрен хăвăрт тухрĕ. Ун хыççăн ыттисем те тухрĕç.
Ачасем тумланчĕç те шакăлтатса шкултан тухса кайрĕç. Вĕсем утнă май ир çинче çеç çунă шурă юр чĕриклетет.
Галя хăйсен тĕлне çитерехпе малтан чупса кайрĕ. Пӳрт уççине амăшĕ хурса хăварнă çĕртен васкаса илчĕ те пӳрте уçрĕ.
Галя амăшĕ колхоз ферминче ĕçлет, вăл — ĕнесем сăваканни. Галя та, Валя пекех, амăшĕпе çеç пурăнать. Ашшĕ килте çук, çар çынни вăл. Вăрçă чарăннăранпа вăл кашни çулах киле пĕрер уйăхлăха çеç килсе каять. Халĕ вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнче пурăнать.
Хĕрачасем пӳрте кĕрсенех, Галя вĕсене хăшне сак çине, хăшне пукан çине ларма сĕнчĕ. Пионеркăсем ларчĕç, пăхкаласа лараççĕ.
Гальăсен пӳрчĕ пысăках мар, виçĕ чӳречеллĕ çеç, кивĕрех пӳрт. Пырса кĕрсенех пӳртри тирпейлĕх, тасалăх куç умне тухса тăчĕ. Сăрĕ кăштах кайнă урай тап-таса. Стена çинче тусан çук. Пĕренисем, кивĕпе тĕксĕмленме тытăннă пулсан та, тăтăшах сăтăрнăран пулĕ, яка, кăшт йăлтăртатса курăнаççĕ. Галя вырăнĕ, хăмăр çивитти витнĕскер, тирпейлĕ, шурă питлĕ минтерĕ хăпарса тăрать. Икĕ чӳрече умĕнче пĕрер лутра чечек. Вĕсен çулçисем симĕс, таса.
— Мĕнле пек туйăнать сире, ачасем, Гальăсен пӳрчĕ? — ыйтрĕ Анюк, йĕри-тавра пăхкаласа.
— Таса, таса, аван, — терĕç хĕрачасем.
— Кăмака кукрине пырса пăхăр, — терĕ Анюк татах. Хăй те кăмака кукринелле пычĕ.
— Кунта та кашни япала харпăр хăй вырăнĕнче, пурте таса, тирпейлĕ.
Кăмака çинче çӳп-çап, тусан çук-и тесе, Анюкпа Марук кăмака картлашки çине тăрсах пăхрĕç. Унта та тап-таса. Икĕ мăшăр çăматă ларать те, мăнтăр кушак аçи сарăлса выртнă. Вăл хăйне ыйхăран вăратнипе Анюк çине сиввĕн пăхса илчĕ, хӳри вĕçне вĕлт-вĕлт сиктерчĕ те тепĕр енне çаврăнса выртса куçĕсене хупрĕ.
Хĕрачасем, сĕтел, пукан урисем çинче тусан çук-и тесе, пӳрнисемпе сăтăркаласа пăхрĕç. Çук, пӳрне çине тусан пĕрчи лармарĕ. Пӳрчĕ таса пулнипе сывлăш та уçă, тутлă пек туйăнать.
Пӳрт ăшчиккине пăхса çаврăннă хыççăн Анюк каларĕ:
— Мĕнле пек туйăнать сире Гальăсен пӳрчĕ? Валя, сана мĕнле пек? Таса-и, çук-и? Тата та тасарах кирлĕ пек-и?
— Таса, — терĕ Валя, хăюсăрланнă пек пулса.
— Таса, тирпейлĕ, — терĕç ытти хĕрачасем те.
Юлташсем мухтанипе Гальăн хăпартланас кăмăл пулчĕ, анчах вăл ăна палăртмарĕ. Паçăрхи пекех кул-каласа, вăл ним пулман пек каларĕ:
— Таса пурăнас тетпĕр, анчах аннен вăхăчĕ çук. Ирхине ирех фермăна тăрса каять. Пит ывăнать вăл, çав тери хĕрхенес килет.
— Пулăшатăн-и эсĕ ăна? — ыйтрĕ Анюк.
— Пулăшатăп. Ман ăна питĕ пулăшас килет. Ывăнса таврăннă хыççăн пĕрре те ĕçлеттерес килмест: пĕтĕм вак-тĕвек ĕçсене хам тума тăрăшатăп.
— Каласа пар-ха, мĕнле пулăшатăн? Ирхине тăрсан мĕн тума тытăнатăн? — ыйтрĕ Анюк.
Галя ăшшăн кулкаласа калама тытăнчĕ.
— Вырăн çинчен тăрса тумлансанах, вырăна тирпейлеме тытăнатăп, çивиттине тухса силлетĕп. Канмалли кунсенче кравать çинчи япаласене пĕр-икĕ сехетлĕхетулта çакса тăрататăп, вара тин пӳрте илсе кĕрсе вырăн çине саратăп. Вырăнĕсене анненне те, хамăнне те тирпейлесен нӳрлĕ çĕтĕкпе сĕтеле, саксене, пукансене сăтăратăп, хăш чухне, алă çитнĕ таран, пĕренесене те сăтăратăп. Ун хыççăн урайне те йĕпе милĕкпе шăлатăп е çĕтĕкпе сăтăратăп, вара тусан пулмасть. Ирхи апат çисен, тирĕк-чашăка çуса кăмака умне хурса хăваратăп. Аннен вут хутнă чухне ĕçĕ сахалтарах пултăр тесе, çĕрулмяçуса, шуратса хуратăп, вутă йăтса кĕретĕп. Паян та, ав, шкула кайиччен, лупасайĕнчен виçĕ хут вут йăтса кĕтĕм те кăмакана чиксе хăвартăм. Анне, фермăран таврăнсан, часах вут чĕртсе ярса апат пĕçерме тытăнать. Унăн ĕçĕ кал-кал пулать. Савăнать вара вăл, алă канса кайнă пек туйăнать, тет.
Хĕрачасем Галя каланине тимлĕн итлесе ларчĕç.
— Пурин те Галя пек пулма тăрăшмалла, чăн-чăн пионерка вăл, — терĕ Анюк, ăна мухтаса.
Хĕрачасем, пĕрин хыççăн тепри, ăмăртмалла тенĕ пек, хăйсем килте мĕн-мĕн туни çинчен, ашшĕ-амăшне пулăшни çинчен калама тытăнчĕç. Пĕр Валя çеç тантăшĕсем çине хăюллăн пăхма хăяймасăр, ним шарламасăр ларчĕ.
— Валя, эсĕ мĕнле пулăшатăн? Пурте хăйсем мĕн ĕçленине каласа пачĕç, эсĕ те каласа пар, — терĕ юлашкинчен Анюк.
Валя, кăвак куçĕсене çĕрелле чикрĕ, пуçне усса, шурă алсишне тути патне тытрĕ те нимĕн те шарламарĕ. Темшĕн хурланнă пек вăраххăн сывласа илчĕ.
Валя мĕн те пулин каласса Анюк кăштах кĕтсе тăчĕ те çапла каларĕ:
— Ачасем, Валя пире хăй япалисене тирпейлени çинчен, амăшне мĕнле пулăшни çинчен каласа памарĕ. Паянах каймаллаччĕ те вĕсем патне, анчах каç пулса килет. Паянлăха, ачасем, çитĕ, киле кайăпăр, сирĕн пата, Валя, ӳлĕм пырăпăр.
— Тен, ыранах? — сăмах хушрĕ Галя.
— Ыранах, ыранах, — терĕç хăшĕ-пĕрисем.
— Ыран та пыма пултаратпăр, каярах та, — терĕ Анюк, тумланса.
Пионеркăсем тухса кайрĕç. Пĕчĕк кил хуçи Галя вĕсене кăмăллăн ăсатрĕ.
V
Валя килнелле пуçне чиксе утрĕ. Унăн пĕчĕк пуçĕнче салхуллă шухăш. «Валя, эсĕ начар пионерка, звенори ытти ачасенчен кая юлатăн, ху япалусене тирпейлеместĕн, аннӳне пулăшмастăн», — тесе Вальăна никам та каламан, анчах юлташĕсем хăйне çапла калама пултарасса туйса илчĕ вăл. Çав шухăш Вальăна пуçне устарчĕ. Пĕр-икĕ хутчен унăн куçĕсем те шывланса илчĕç.
Киле çитнĕ çĕре каç тĕттĕмĕ палăра пуçларĕ. Хапхаран кĕрсенех вăл амăшне курчĕ. Выльăххисене апат парса хупнă та вăл, картишне çулăкпа шăлать.
— Мĕншĕн паян, хĕрĕм, час килмерĕн? — ыйтрĕ Мария Ивановна, ун çине сисĕнкĕсĕр сăнаса пăхса.
— Хамăр звенопа Гальăсем патне кĕрсе тухрăмăр, — терĕ те Валя, тек чĕнмесĕр, амăшĕн куçĕнчен хăвăртрах çухалас тесе, пӳртелле кĕрсе кайрĕ.
Пӳрте кĕрсенех Вальăна хăйсен пӳрт ăшчикĕ кичеммĕн туйăнса кайрĕ.
Вырăнне тирпейлемен, урайĕнче хут таткисем сапаланса выртаççĕ, пукан çинчен хăрах чăлха усăнса тăрать...
Валя пальтоне çакрĕ. Çăматтине хывса кăмака хыçнелле лартрĕ те тĕпелелле иртрĕ. Çӳп-çапсене таптаса, сăтăркаласа утать. Сасартăк Валя урине чăлха витĕр темскер питĕ хытă тирчĕ.
— Ай-й! — çухăрса ячĕ Валя.
— Мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ амăшĕ, çав самантра пӳрте шуç таз йăтса кĕрекенскер. Вăл таза хăвăрт кухньăна кĕрсе ӳпĕнтерчĕ те васкаса ачи патне пычĕ.
— Темĕскер çине пырса тăрăнтăм, — терĕ Валя, çерçи пек хăрах уран сиккелесе.
Амăшĕ электричество çутрĕ. Урайĕнче хачă чарăлса вырта парать.
— Кам пăрахнă ку хачча? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Эпĕ пулĕ... Паçăр ирхине хут касса чечексем тунăччĕ. Астуман, хачă урайнех выртса юлнă, — терĕ Валя, ури ыратнипе ĕштеленсе.
Амăшĕ Вальăн пĕчĕкçеç суранне марльăпа авраса çыхрĕ.
— Ӳлĕмрен илнĕ япалана хăй вырăннех хурас пулать, хĕрĕм. Ăçтан илнĕ-ха эс ăна? — ыйтрĕ вăл хĕрĕнчен.
— Комод çинчен, — терĕ Валя.
— Комод çинех хур, — терĕ амăшĕ.
— Халех-и? — терĕ Валя, çыхнă ури çине пăхса.
— Халех, — терĕ амăшĕ.
Валя, çыхнă ури çине кĕлипе çеç пускаласа, хачча комод çине кайса хучĕ.
Çакна курсан, Мария Ивановна ачи сисиччен йăл кулса илчĕ.
— Апат çи, Валя. Эпĕ сана кĕтсе тăмасăрах çирĕм, каймалла ман, — терĕ те вăл Вальăна кăмакаран яшка, ăшаланă çĕрулми кăларса пачĕ. — Вучахра, пăхăр чейникре, кофе пур, ĕç.
Валя сĕтел хушшине ларчĕ. Пăхать — унăн чашки ирхине пăтă çисен мĕнле лартса хăварнă, çаплипех ларать: чашăк хĕрринче тĕл-тĕл пăтă хытса ларнă, кашăкĕ çинче сыпса илмен пăтти пур, унтан йӳçĕнкĕ шăршă килет. Кофе ярса ĕçмелли курка та таса мар: тĕпне юлнă сĕт йӳçсе ларнă.
Валя, хăй савăчĕсене курсан, тутине мăкăртрĕ, йĕрсе ярас патнех çитрĕ.
— Кăмака умĕнче, симĕс чейникре вĕри шыв пур, çав шывпа çу... Эпĕ васкатăп, — терĕ Мария Ивановна, ачи кăмăлсăрланнине юриех асăрхаман пек пулса.
Çапла каларĕ те вăл, пысăк пӳлĕме тухса, тумланма тытăнчĕ. Унăн куçĕсем кухня еннеллех пăха-пăха илеççĕ.
Валя нумаях лармарĕ, сĕтел хушшинчен тухрĕ те кă-мака умнелле пычĕ. Часах кухньăра шыв юхтарни, тирĕк-чашăка çуни илтĕнчĕ.
Алăк умĕнче кушак макăрчĕ. Мария Ивановна ăна уçса кĕртрĕ. Кушак, хӳрине пăшал пек тăратса, кухньăна кĕрсе кайрĕ, мăрлатрĕ, Валя патне пычĕ пулмалла.
— Тăхта-ха кăштах, халь паратăп, куратăн вĕт, эпĕ пушă мар, — терĕ Валя кушаккине.
Хĕрĕ ĕçленине сăнаса тăракан Мария Ивановна ăшшăн кулса илчĕ те ĕçе тухса кайрĕ.
VI
Пӳртре шăп. Лампочка сӳннĕ. Валя амăшĕ те ĕçрен таврăнса çывăрма выртнă, тӳлеккĕн сывласа çывăрать. Вальăн ыйхă килмест. Унăн ури ыратать. Çитменнине тата, пуçа тĕрлĕ шухăшсем килсе кĕреççĕ, канлĕх памаççĕ.
Вăл Галя патĕнче пулнине аса илчĕ. Гальăсен тирпейлĕ вырăнĕ, тап-таса урайĕ, сип-симĕс йăлтăркка çулçăллă чечекĕ халĕ те куç умĕнче пек...
«Гальăн чечек çулçисем питĕ таса, пирĕн пальма тусанланнă, Гальăнни пек тăвасчĕ», — терĕ Валя хăй ăшĕнче.
Галя хăй амăшне мĕнле пулăшни çинчен каласа панине Валя пĕтĕмпех аса илсе выртрĕ. Вăл кашни юлташне, кашни мĕн каласа панине аса илчĕ. Кашнин каланине вăл кăмăллать...
Юлташĕсем çинчен шухăшласа выртнипе вăл ури ыратнине те маннă пек пулчĕ. Ачана лăпкă ыйхă пусрĕ.
* * *
Тепĕр кун ирхине амăшĕ Вальăна, яланхи пекех, хăй ĕçе кайиччен вăратса хăварчĕ. Пӳртри ăпăр-тапăрсене пуçтармарĕ вăл, юриех, Валя мĕн хăтланать-ха тесе, сăнамалла, çаплипех хăварса ĕçе тухса кайрĕ.
Пĕр вунă сехет тĕлнелле Мария Ивановнăн больницăран ял Советне килсе кайма тӳр килчĕ. Çул майăн вăл наччаслăха килне кĕрсе тухрĕ. Пăхать — урайĕнче хут таткисем, çӳп-çап çук — таса. Пукан çинчен кичеммĕн усăнса тăракан хăрах чăлха хăйĕн мăшăрне тупнă, икĕ чăлхи те кăмака хыçĕнче пăтара тирпейлĕн çакăнса тăраççĕ. Валя вырăнĕ те тирпейлĕ. Минтерне комодран шурă минтер пичĕ илсе тăхăнтарнă. Питшăлли те кравать пуçĕнче çакăнса тăрать. Сĕтел айĕнче выртакан сăмса тутри халĕ унта çук.
Мария Ивановна кухньăна кĕрсе пăхрĕ. Апат çинĕ хыççăн Валя хăй тирки-чашкине çуса плита çине ӳпĕнтернĕ. Кухньăри сĕтел таса. Çăкăрне марля витсе çӳлĕк çине хунă. Сĕт чӳлмекне ывăспа витсе сакайне лартнă.
Мария Ивановна калама çук кăмăллă пулса васкаса тухса кайрĕ.
Валя шкултан таврăннă чухне амăшĕ больницăран таврăнман-ха. Валя пӳрте уçса кĕчĕ. Таса урай, тирпейлĕ кравать, сип-симĕс таса пальма курăнса кайни Вальăна савăнтарса ячĕ. Валя тутрине салтса, пальтине пăтана çакса, çăматтисене кăмака хыçнелле лартса чăлха вĕççĕн пӳлĕмре уткаласа пĕр-ик хутчен çаврăнчĕ. Комод патĕнчен иртнĕ чухне тĕкĕр çинче вăл хăйĕн кăмăллă сăнне курчĕ, йăл кулчĕ. Мăйрака пек кăнтарса тăракан çивĕчĕсене аялалла туртрĕ те сиккелесе кухньăна кĕчĕ. Унăн амăшĕ киличчен мĕнле ĕç те пулин туса хурас килет. Валя свитер вĕççĕнех пӳртрен тĕпĕр-тĕпĕр тухса кайрĕ. Кăшт тăрсан вăл пĕр пĕчĕк çĕклем вутă илсе кĕчĕ, кухньăна кĕрсе кăмака умне пăрахрĕ. Тата мĕн тумалла-ши? Валя амăшĕ киличчен çĕрулми шуратса хатĕрлеме шут тытрĕ. Кăмака хыçĕнче ларакан пушă витрене шыраса тупса, вăл тĕпсакайне çĕрулми илме анчĕ.
Çав самантра пӳрте Мария Ивановна килсе кĕчĕ. Валя пысăк пӳлĕмре çуккине кура Мария Ивановна кухньăна кĕчĕ. Пăхать — кăмака умĕнче çĕклем вутă, сакайĕнчен Валя çур витрене яхăн çĕрулми илсе тухать...
Амăшĕ тĕлĕннипе, савăннипе пĕр самантлăха ним тума пĕлмесĕр пăхса тăчĕ, вара, сакайĕнчен сиксе тухнă хĕрачине хăй çумне хĕстерсе, çурăмĕнчен ачашшăн лăп-карĕ. Валя амăшĕ çумне тĕршĕнчĕ.
— Валя, эпĕ сана ĕçлеме тытăнасса шанман. Ĕçлĕхсĕр ача пулать пулĕ тесе ăшăма çунтараттăм, паян эсĕ мана савăнтаратăн, — терĕ вăл чĕтрекен сассипе.
«Анне мана юратать», — хĕпĕртесе шухăшларĕ Валя.
— Малашне эпĕ вак-тĕвек ĕçсене пурне те хам тăватăп, эсĕ ахаль те ывăнатăн...
Амăшĕпе ачи пĕр-пĕрин çине тулли кăмăлпа савăнса пăхса илчĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...