Юр пĕрчисем
Сывлăшра шап-шурă юр пĕрчисем... Çаврăнса-çаврăнса, хӳхĕм хĕр ташшине аса илтернĕн, вĕлтĕртетсе çĕр çине ӳкеççĕ, шурă кавир тĕртеççĕ. Ытама илĕттĕм çак илем тĕнчине, анчах та... аллăма çеç тăсатăп. Вĕсем вара самантрах алă тупанĕ çинче ирĕлеççĕ. Ах, ытла та ачаш-çке вĕсем... Калăн, Хĕл Мучи вĕсене манăн чунăма лăплантарма, чĕреме ăшшăн-ăшшăн çупăрлама мана çеç парнелет. Калăн, шурă юр пĕрчисем, савниçĕм, саншăн ман тута пăшăлтатакан ачаш та çепĕç сăмахсем.
Сывлăшра шап-шурă юр пĕрчисем... Шурă шупăр тăхăннă тавралăха татах та шуратаççĕ асамлăскерсем. Ах, ытла та таса-çке вĕсем... Калăн, ман çунатлă ĕмĕтĕмсем. Санпа ир те каç шухăшсемпе, таса та çутă ĕмĕтсемпе пĕрле пулма аса илтерекенсем.
Сывлăшра шап-шурă юр пĕрчисем... Çав тери çăмăллăн вĕçсе анаççĕ те куçран çухалаççĕ-çке вĕсем. Ах, ытла та пит çăмăл-çке вĕсем... Калăн, тусăм, сан шухăшусем. Çунатлă ĕмĕтĕмсене çапса хуçакан шухăшсене сиреççĕ... чунăмра тунсăх, сирсе сирейми тунсăх çеç хăвараççĕ вĕсем.
Сывлăшра шап-шурă юр пĕрчисем... Мĕншĕн-мĕншĕн час çĕтеççĕ-ши вĕсем? Калăн, тусăм, сан туйăмусем. Ирхи тĕтре пек, юр пĕрчисен асамлă ташши вĕçленнĕ пекех сан туйăмусем те таçта аякка кайса çĕтеççĕ. Çамрăк та черченкĕ чунăма амантса çеç хăвараççĕ вĕсем.
Юр пĕрчисем... Сывлăшра вĕçекен шап-шурă юр пĕрчисем... Ачаш та çепĕç, эрешлĕ тĕрĕллĕ, хӳхĕм те асамлă эсир. Манăн та сирĕн вырăнта пуласчĕ, чунра илĕртӳ çуратакан çут çанталăк парнисем. Чĕреме тыткăна илнĕ юр пĕрчисем, сивĕ хĕлĕн асамлă парнисем.
Шухăшсем
Discover everything you need to know abo...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
We specialize in reviewing online casino...
Our website offers a complete guide to S...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...