Пĕчĕк колхозниксем
Кăркуç çĕрле, вунă сехет тĕлĕнче, килне таврăнчĕ. Çывăрма выртнă амăшĕ Кăркуçа кăмăлсăр мăкăртатса, ахлатса тăрса уçрĕ. Краççынне кăштăртатса пырса çутрĕ. Хĕсĕкрех куçĕсене уçса ярса, çутта пăхаймасăр, питне-куçне пĕркелесе илчĕ те Кăркуçа ӳкĕтленĕ сасăпа:
— Шартлама сивĕре те таçта чупса çӳретĕн. Тумтирӳ ытла та çӳхе. Шăнса пăсăлăн, ачам! — терĕ.
— Эпир урамра çӳремен вĕт. Шкулта пухăнса лартăмăр, — терĕ Кăркуç. Унтан, саплăклă пиншакне хывса, пăтана çакса ячĕ.
— Çĕрулми, ав, сĕтел çинчех, çи! — терĕ те амăшĕ вырăнĕ çине кĕрсе выртрĕ.
Кăркуç вуникĕ çулхи лутрарах, хура пуçлă ача. Мăйĕнче пионер галстукĕ. Шур пир кĕпе, кăвак йĕм тăхăннă. Урине çĕтĕкрех çăм тăлапа çăпата сырнă.
Кăркуç, аллине çуса, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Алшăллипе витсе хунă çăкăра касса илчĕ те сивĕ çĕрулмине тăварпа пуçса çиме тытăнчĕ. Уй улми пек вĕтĕ çĕрулми, кăмакана хывса пĕçернĕскер, чĕн пек, пĕрре те тутлă мар. Шуратнă чух алла çыпăçать. Кăркуç ялхуçалăх выставкинче курнă çĕрулмине аса илчĕ. Мĕн тĕрлĕ шултăра, таса çĕрулмисем! Çиме те вĕсем тутлă, кĕрпеклĕ пулмалла! «Кĕл сапса лартнă çĕрулми» тесе çырса çапнăччĕ. «Эпир те колхозра килес çул çĕрулмине те, тырра та кĕл сапса туса пăхар-ха», — терĕ Кăркуç хăй ăшĕнче. Хăйĕн шухăшне унăн амăшне пĕлтерес килчĕ.
— Анне... — терĕ вăл йăвашшăн.
— Мĕ-ĕн? — терĕ амăшĕ, анаслакаласа.
— Эпир паян, колхоз ачисем, пурте пионерсем, шут туса лартăмăр. Пĕр ĕç тума тытăнас тетпĕр.
— Мĕн çинчен шут турăр апла? Халĕ эпир колхоза кĕни те эрне кăна вĕт.
— Эпир хамăрăн пухура тырпул тухăçне хăпартас тĕлĕшпе ĕçлессине сӳтсе яврăмăр.
— Пĕчĕккĕскерсем, мĕн тырă-пулă тума пĕлетĕр эсир? Пысăкрах чĕлĕ çăкăр касса тыттар сире, çавă çеç, урăх ним те мар, — терĕ амăшĕ.
— Чим-ха, апла ан кăла, анне! Эпир хамăр мĕн тума пултарнине йышăнтăмăр. Пирĕн класра çичĕ ача вĕт. Çичĕ ача икĕ ушкăна уйрăлтăмăр. Мишша, Хветле, Таруç, эпĕ — пĕр ушкăн. Пирĕн бригада кĕл пухать. Пуçлăхĕ эпĕ. Маруç, Кçентти, Вавиле — тепĕр ушкăн. Кусем пасар урамĕнчи тислĕке пухаççĕ. Çурччен халĕ чылай тислĕк, кĕл пухма пулать. Халĕ пурте пекех улăм хутаççĕ вĕт.
— Тислĕкĕ ĕнтĕ çĕре çемçетет, кĕле пухни мĕне кирлĕ-ши? Ку ĕмĕрте пулман япала. Улăм кĕлне ăна авалтанпах çырмана тăкнă. Улăм кĕлĕ вăл никама кирлĕ мар, ура айĕнчи япала, эсир ăна пухас тетĕр. Кĕл пухассине сире, ача-пăчана, кам та пулин суйса кăтартнă пулĕ, — терĕ амăшĕ пăшăрханнă сасăпа.
— Никам та суйман, анне. Кĕл тăпрана аванлатнине пире шкулта учитель каланă, хам та кĕнеке çинче вуланă. Выставкăра та кĕлпе лартнă çĕрулми раснах шултăра, йышлă, таса пулнине куртăмăр. Манăн шухăш ĕнтĕ мĕнле те пулин улăм кĕлне те, йывăç кĕлне те нумайтарах пухасси çинче çеç. Асту, хамăр кĕле пĕрре те çырмана ан тăк. Çĕршĕн кĕл питех те усăллă.
— Тăкман-ха ку таранччен. Пĕркун кĕле тăкас мар тесе кашни кунах йăнкăртатрăн та, каткасем çине тултарас терĕн те... икĕ катка тулнă ĕнтĕ, урăх хывмалли савăт та çук.
— Ан тăк кĕле. Савăтне тупăпăр. Пирĕн бригада Вавилесен бригадине ăмăртăва чĕннĕ. Вавилесен пĕр пасар хыççăн та тислĕк пухмасăр ирттермелле мар. Пирĕн, тăватсăмăрăн, кашни ачан колхозниксенне пилĕкшер килтен кĕл пухмалла.
— Юрĕ ĕнтĕ, аппаланăрах. Ача-пăчан мĕн те пулин туса куна-çĕре ирттерес пулать, — терĕ амăшĕ, анасласа.
Кăркуçа амăшĕ кун пек калани кăмăлсăрлантарчĕ. Çавăнпа та Кăркуçăн бригада ĕçĕсем çинчен амăшĕпе малалла калаçасси те килмерĕ. Кăркуç çинĕ-çимен сĕтел хушшинчен тухрĕ. Çĕрулми çыпăçса пĕтнĕ пӳрни вĕçĕсене алшăллипе шăлкаларĕ. Урине салтма алăк патнелле кайса ларчĕ.
Амăшĕ çывăрса та кайнă. Пӳрт кĕтесси хӳлт! турĕ — сивĕ шаккарĕ. Ах, çав сивĕ çанталăк! Мĕншĕн пулать-ши çав сивĕ çанталăк? Кăркуçа хăш чух кивелсе, çӳхелсе кайнă пиншакпа ытла та сивĕ-çке!
Кăркуç ура салтса ларнă хушăрах, шухăша кайса, хура куçĕсене пĕр çĕре тĕллесе пăхса тăчĕ. Ашшĕне аса илчĕ. Тĕлĕкри пек кăна астăвать вăл ашшĕне. Пĕрре Кăркуçа ашшĕ çурăм çине лартнă та çĕклесе пырать. Ăшă, сап-сар хĕвел пăхать. Ашшĕ лаша пулса картишĕнче чупанçи пулать, сиккелеме хăтланать. Кăркуç «пахха» çинче ахăлтатса кулса ларса пырать. Ашшĕне хăлхинчен ярса тытнă. Кăркуç ун чухне пĕчĕккĕ пулнă, — те виççĕре, те тата пĕчĕкрех...
Тата астăвать: çумăр çунă кун ашшĕне тупăка хурса килтен турттарса тухса кайрĕç. Ун чухне амăшĕ питĕ хытă йĕчĕ...
Кăркуçа кӳршĕ арăмĕ: — Аçу ăçта? — тесе ыйтсан: — Атте хулана кулачă илме кайнă, — тесе калама вĕрентнĕччĕ. Ăс пĕличчен Кăркуç ашшĕ хулана кайнă тесех пурăннă-и, тен, анчах Кăркуç хале ашшĕне ял пуянĕсем персе вĕлернине пĕлет. Тĕттĕм кĕрхи çĕр, ашшĕ пухуран таврăннă чух, ял куштанĕсем ăна вăрттăн пăшалпа пенĕ. Кăркуç ашшĕ паллă активист, ялкор пулнă, теççĕ.
Çитмен, выçлă-тутлă пурнăçа Кăркуç пĕчĕклех туйса çитнĕ, хăш чух выçăхса çӳрени те темĕн чул пулнă. Тăхăр çулхи Кăркуç кĕтӳ те кĕтет, пахча хуралçи те пулать.
Пуринчен ытла Кăркуçа анисене сухаласа шуратса хăварасси мăйран каснă. Çур çитсен амăшĕпе иккĕш йĕре-йĕре тенĕ пекех çынсенчен лаша ыйтса çӳретчĕç. Ах, кансĕрччĕ-çке! Мĕн чухлĕ тархасласа пуççапнă пуяна! Хăш чух икĕ ятак анине те çурмалла акма тиветчĕ те — каллех выçăхса хĕл каçмалла! Кăçалтан ирттĕр, пĕттĕр асаплă пурнăç! Кăçал колхоз пулчĕ. Кăркуç амăшĕ колхоза чăн малтан кĕчĕ. Кăçалхи çур ĕнтĕ Кăркуçпа амăшĕн пуянсенчен суха тума лаша кĕлесе çӳрес çук! МТСран трактор килĕ те колхоз çĕрне сухаласа та пăрахĕ. Мĕн тĕрлĕ ырă çав колхоз пулни!.. Кулаксен ĕнтĕ шăпи тулчĕ. Вĕсем текех хăратаймĕç. Тĕп вăй колхоз пулĕ!..
Урине салтма маннă Кăркуçăн шухăшĕсем тăван колхоз çине пырса тăрăнсан, куçĕсем те, тути те кулса ячĕç. Вăл, амăшĕ хыçне кĕрсе выртас тесе, сиксе тăчĕ, вырăн патнелле ярса пусрĕ, пăхать — хăрах урине салтнă, хăрах урине салтман Кăркуç, урине салтса, тăли-çăпатине кăмака çине пăрахса, краççынне лап сӳнтерчĕ те вырăн çине хуллен пырса выртрĕ.
II
Тепĕр кун Кăркуç шкула каймарĕ — канмалли кун пулчĕ. Шкула каяс вăхăтра Кăркуç колхоз председателĕ патне, Петюк пиччĕш патне, тухса чупрĕ.
Петюк сарă сухаллă, ăшă куçлă вăрăм çын. Кăркуç пырса кĕнĕ чух вăл пӳртĕнче пĕчченех машинкăпа пичетленĕ хута пăхса ларатчĕ.
— Мĕн хыпарпа вĕçсе килтĕн, шăнкăрч, — терĕ Петюк, куçне хут çинчен илсен.
— Çураки кампанине ирттерме эпир те, хамăр колхоз ачисем, хутшăнас тетпĕр. Пирĕн лозунг — колхозри тырпулăн тата ытти çимĕçсен тухăçне хăпартма пулăшасси, — терĕ Кăркуç шкулти пек уççăн. Хăй Петюка хура куçĕсемпе шăтарас пек пăхать. Сăмахсене каланă чух пĕчĕк тути хăвăрт сикет.
Петюк ача çине пăхса тăчĕ те ăшшăн кулса илчĕ.
— Лозунгĕ калама та çук хитре-е! Лар-ха сак çине!
— Эпир çак лозунга пурнăçа кĕртес тесе тислĕк, кĕл пухас тетпĕр. Эпир икĕ бригадăна уйрăлтăмăр, — терĕ Кăркуç, сак çине ларса. — Пĕр бригадирĕ эпĕ, тепри — Вавиле.
— Маттурсем! Аван шутланă-çке, — терĕ Петюк, Кăркуçпа юнашар пырса ларса. Петюкăн куçĕсем çутăлса хитреленсе кайнă пек пулчĕç. Кăркуç çине йăвашшăн пăхса, ăна сисĕнкĕсĕр савса илчĕç.
— Ĕçлĕр, ĕçлĕр! Тырă-пулăшăн кĕрешни — социализмшăн кĕрешни...
— Ĕçлес тетпĕр. Пире кĕл пухса хумалли вырăн кирлĕ пулать, çавăнпа килтĕм, — терĕ Кăркуç.
Петюк кăшт шухăшласа ларчĕ те тăрса кантăк патне пычĕ.
— Кĕл пухса хумалли вырăн пур пирĕн. Хитре вырăн. Кĕл пухма ятнех темелле. Кил-ха кунта.
Кантăкран, çырма леш енче, Ларик хуçан пулнă акăш-макăш вăйлă çурт курăнать. Икĕ хутлă пӳрт, ампарсем, витесем... Пĕтĕмпех чул. Ĕлĕк Ларик хуçа хăмлапа, тырăпа сутă тунă. Ку çурта халĕ пĕтĕмпех колхоза панă, анчах колхоз халĕ кăна пуçланнă пирки çуртпа усă курман. Халĕ унта вулав çурчĕ, ял Совет канцелярийĕ. Пӳртĕнче ясли тума, пурăнмалли пӳлĕм тума та вырăн çитет. Çурт-йĕрĕ тавра улмуççи пахчи... Пĕтĕмпе ывăç тупанĕ çинчи пекех курăнчĕ.
— Куратни, Ларик анкартинче, çырмара, карта хĕрринчех пĕр-пĕччен çурт ларать? — терĕ Петюк, çырманалла тĕллесе.
— Куратăп, — терĕ Кăркуç, пуçĕпе сулса.
— Çавăнта пухас кĕле. Унта çил те, юр та, çумăр та кĕмест. Кĕл типĕ тăма пултарать.
— Юрать, çавăнта пухăпăр. Пире кĕле турттарса пыма та аван. Сăртран лар та тӳрех çырма тăрăх çунашкапа анкарти кĕтессине ярăнса çитетĕн, — терĕ Кăркуç, çырманалла пăхса.
— Ну вăт, сире те аван. Анчах асту: вĕри кăварлă кĕле кунта хума юрамасть. Пĕлес çук, таçта хĕрлĕ автан та сиксе тухса ташласа илĕ. Вĕри кĕлтен хытă сыхланăр.
— Ана астăвăпăр, астăвăпăр, Петюк пичче. Кăварлине, вĕри кĕле кунта хума юраманнине пĕлетпĕр. Вăт тата пĕр сăмах пур...
— Мĕн-ха тата?
— Кашни ачана тислĕк пухма та, кĕл пухма та пĕрер ещĕк кирлĕ пулать. Ларик хуçан сарайĕнче ещĕксем туллиех, пысăкки те, пĕчĕкки те пур.
— Юрĕ, юрĕ, парăпăр. Хăшне кăмăллăтăр, çавна илĕр.
— Паянтан эпир кĕл пухма тытăнатпăр эппин, — терĕ Кăркуç. Тухса кайма алăк патне пычĕ.
— Ăçта васкатăн? Лар-ха!
— Каяс-ха. Паян, шкула кайман кун, колхоз членĕсене бригада кĕл пухма пулни çинчен каласа çӳрес... Сывă пул!
III
Хĕллехи ăшă кунсенче, каç пула пуçласан, тăвайккинче вара ача-пăча кĕшĕлтетет. Кăшкăрашаççĕ, калаçаççĕ, кулаççĕ. Çырма леш айккинче, вăрман пек курăнса ларакан йăмрасем хушшинче, ача-пăча сасси ян-ян! тăвать. Ачасем хăшĕ пăркутпа, хăшĕ çунашкапа, хăшĕ йĕлтĕрпе çырма пуçĕнчен, сĕвек çĕртен ярăнма тытăнаççĕ те, çырма тăршшĕпе кĕрлеттерое, Ларик анкартийĕ патнех çитеççĕ. Анчах кашни ачах аван ярăнса анаймасть. Çырмара çул айккипе кĕл тăкса кайнă. Илемсĕр. Хуп-хура курăнса выртать. Хăш-хăш тĕлте кĕл купи-купипех. Çунашка е пăркут çĕмрен пек вирхĕнсе аннă чух ăнсăртран кĕл купи çине пырса кĕрсен, сасартăк тăп чарăнать, йăванса каять. Ларса пыран ачи тăрăнса ӳкет. Мăкăл-макăл йăваланса ывтăнса каять. Пичĕ-куçĕ хуп-хура кĕл, пăхма та хăрушă, тумтирĕнчен кĕл вĕçет. Ача вара, кăмăлсăрланса, хăш чух ыратнипе йĕрсе, çунашкине сĕтĕрсе каялла хăпарать, ăшĕнче çав хура кĕле ятлать, кĕл пырса тăкаканне курсан тем туса пăрахĕччĕ. Кам тăкать-ши кунта кĕл? Пурте: кам кĕл хакне пĕлмест, кам кĕле пухса хумасть — пурте кунта çырмана килсе йăвантараççĕ.
— Çурхи шывпа юхса каять, — теççĕ инкесем, аппасем, асаннесем. Шыв ăсма çырмана аннă чух вара пурăкпа кĕлне те çаклатса тухаççĕ. Хăш чух ярăнма каякан ачине:
— Кĕле çунашка çине лартса тухса çырмана йăвантарса хăвар-ха, — теççĕ.
Ачи вара кĕле çырмана илсе пырать. Пысăккисем кĕле ăçта тăкнă, вăл та çавăнта йăвантарать. Ярăнса аннă чух, тен, хăех çав кĕл çине кĕрсе ӳкет.
...Ĕнерхи сивĕ кăшт çемçелнĕ. Çырмара çил çук та, ăшă пекех туйăнать. Тăвайкки хĕрринче паян ача-пăча пасар пек кĕшĕлтетет. Çунашка сĕтĕрме пултаракан вĕтĕр-шакăр пурте кунта пухăннă.
Ачасем хĕрсе ярăннă вăхăтра тăвайккине Кăркуç, Мишша, Хветле, Таруç çитрĕç. Çунашкисем çине ещĕксем лартнă, ещĕкĕсене чăпта таткисемпе витнĕ. Ачасем, ещĕклĕ çунашкасене курсан, чылайăшĕ, ярăнма пăрахсах, Кăркуçсем патне чупса пычĕç.
— Мĕн ку? Мĕн ку? — тесе чăптана сире-сире пăхаççĕ. Кĕл иккен. Улăм кĕлĕпе хутăш-явăш йывăç кĕлĕ те пур. Тăватă ещĕкĕ те туп-тулли.
— Кĕл тăкма-и? Ăçтан тупрăр кун чухлĕ кĕл? — ыйтаççĕ ачасем.
— Кĕле çырмана тăкмастпăр, — тет Кăркуç.
— Ăçта илсе каятăр, мĕн тума? — тĕпчеççĕ ачасем. — Кĕл пухатпăр, курăр-ха ăçта илсе кайнине, — терĕç бригадирсем.
Кăркуç малта. Вăл ещĕкне тытса çунашки çине тăчĕ те урипе пĕр-иккĕ тапса илсе, аялалла кĕрлеттерсе анса кайрĕ. Ун хыççăн Хветле, Таруç, Мишша тапранчĕç. Вĕçе-вĕçĕн лавсем пек анса кайрĕç. Ачасем пурте пекех тĕлĕнсе пăхса юлчĕç. Тăватă ещĕклĕ çунашка умлăн-хыçлăн анса кайни нумайăшĕн кăмăлне килчĕ. Чăн-чăн лавсем пек пыраççĕ. Мĕн пулать-ха, ăçта каяççĕ-ха ку ещĕклĕ çунашкасем тесе, ачасем пăхса тăраççĕ. Вĕсем хăйсен çунашкисемпе аялах анса çитрĕç, унтан Ларик анкарти хапхине уçрĕç те, ещĕкĕсене кĕлете сĕтĕркелесе, тĕккелесе илсе кĕрсе кайрĕç. Вĕсем нумай та тăмарĕç, пуш ещĕксене çунашкисем çине лартса, каялла хăпара пуçларĕç.
Пĕр ачи йĕлтĕрпе çĕмĕрттерсе анать. Кăркуçпа унăн юлташĕсем тĕлнелле çитеспе йĕлтĕрĕ ăнсăртран кĕл çинелле тăрăнчĕ, ача кĕрĕп çеç çĕре персе ӳкрĕ.
— Терентей ӳкрĕ! Терентей ӳкрĕ! — тесе кăшкăрашрĕç ачасем.
Çав хушăрах хыттăн йĕрсе-çухăрса яни илтĕнчĕ. Аран-аран ури çине тăчĕ ача. Пичĕ-куçĕ хĕп-хĕрлĕ юн.
Кăркуç вара Терентей йĕлтĕрне илсе хăй çунашки çине хучĕ те Терентее:
— Суранна халех çыхăпăр, таса мар аллупа ан тыт, атя Михаля пиччесем патне, аякра мар, — терĕ. Вăл вара Терентее çавăтса кайрĕ. Пĕр-иккĕ ярса пуссан, Хветлепе Таруç çине çаврăнса пăхрĕ те:
— Эсир шкул аптекине чупăр, марльăпа сулеме шывĕ илсе пырăр, — терĕ.
Хветлепе Таруç çырма тăрăхах шкул патне тӳртен чупрĕç, хытă вĕçрĕç. Пĕр пилĕк минут хушшинче каялла та çитсе тăчĕç.
Суранланнă Терентее Кăркуç часах Михаля пиччесем патнелле çавăтса кайрĕ. Терентей хытă ӳкнипе пит хуллен утать, унăн урисем те ыратаççĕ пулмалла. Хăй пĕрмай тути çинчи юна сурса ĕсĕклет, йынăшать.
Кăркуç Терентее çавăтса пынă хушăра пĕр чĕнмесĕр шухăша кайса утать. Терентей ӳксе аманни Кăркуç пуçне çĕнĕ шухăш кĕртрĕ.
Паянах, халех тăвас...
Çапла шухăшласа пынă чух Таруçпа Хветле те кусене хуса çитрĕç.
— Эсир Терентей суранне çыхăр, эпĕ тăвайккине тухам-ха, — терĕ Кăркуç хĕрачасене.
Лешсем çыхма пулчĕç. Михаля патне кĕрсе кайрĕç. Кăркуç хăйĕн çĕнĕ шухăшĕпе тăвайккинчи ачасен ушкăнĕ патне вĕçсе пынă пек çитсе тăчĕ. Çунашки çинчи ещĕкне ӳпĕнтерчĕ те хăпарса тăчĕ. Чăн-чăн оратор пек çĕлĕкне илчĕ, хăюллăн, çивĕччĕн малалла пăхрĕ.
— Юлташсем! — терĕ вăл, малтан ӳсĕрсе илсе, уççăн. Ачасем пĕр çĕрелле кăр пухăнчĕç, шăпланчĕç. Кăркуçа куçран пăхса илчĕç.
Кăркуç тепре ӳсĕрсе илчĕ те уçă сассипе сăмах пуçласа ячĕ:
— Ачасем! Пире шкулта тырă-пулăшăн, ытти çимĕçсемшĕн кĕл усăлли çинчен сахал каламан! Кашни шкулта вĕренекен ача ун çинчен илтнĕ. Кĕл усăлли çинчен атте-аннесене калăр тенĕччĕ, кĕле пухса хума тăрăшăр тенĕччĕ! Анчах çапах та кĕле — паха япалана — эпир ура айне тăкатпăр! Çитменнине, хамăрăн савăнса ярăнмалли вырăна пăсатпăр! Акă, куртăр ĕнтĕ, Терентей ӳксе тутине, сăмсине катса пăрахрĕ!
— Эпĕ те ӳкнĕ, чĕркуççине шăйăрттарнă! — терĕ пĕр ача.
— Эпĕ те алла сиктернĕ, — тесе кăшкăрчĕ тепри.
— Эпĕ кĕрĕке çурнă!
— Чарăнăр-ха! — терĕ тăваттăмĕш ачи. — Кăркуç калатăр.
Юлташĕсене чавсапа тĕккелесе илчĕ вăл. Кăркуç чарăнса тăнă хыççăн каллех ӳсĕрсе илчĕ те тытăнчĕ калама.
— Куртăмăр, хамăрах пĕлетпĕр: кĕле кунта тăкни пире сиен тăвать! Малашне, юлташсем, кĕле кунта тăкас мар! Кам кĕле килте пухмасть, кама амăшĕсем кунта кĕл тăкма яраççĕ, кĕле кунта ан тăкăр! Куртăр-и, эпир кĕле ăçта кайса хутăмăр. Эсир те кĕле çырмана йăвантариччен çавăнта пырса хурăр! Эпир колхоз валли кĕл пухар! Колхоз эпир пухнă кĕлпе тырпул, çимĕçсем туса кăтарттăр! Халĕ пирĕн атте-аннесем кĕл тырпулшăн, çимĕçсемшĕн усăллине ĕненмеççĕ, кĕнекере каланине йышăнмаççĕ. Колхоза кĕл пухса парса эпир аттесене кĕл уссине кăтартар, ăслăлăх хушнине йышăнтарар! Кам эпĕ каланипе килĕшсе пирĕнпе пĕрле ĕçлес тет, пурте çĕклĕр аллăрсене! — тесе вĕçлерĕ Кăркуç сăмахне.
— Эпĕ!
— Эпĕ!
— Эпи-ир! — тесе кĕрлесе ячĕ пĕтĕм вĕтĕр-шакăр, Пĕчĕк алăсем нумай çĕкленчĕç. Çинçе сасăсем йăмрасем хушшинче янăраса кайрĕç.
Кăркуç малалла тата çивĕчрех, хăюллăрах пăхать. Питçăмартисем улма пек хĕрлĕ, хура куçĕсем йăлтăртатаççĕ.
— Ан сĕрлĕр-ха! Кăркуç каласа пĕтертĕр! — терĕ юлташĕсене чавсапа тĕкекен ача. Халĕ те малалла кĕресшĕн тăракан пĕр ачана татах чавсапа хирсе хучĕ.
Ачасем сĕрлеме чарăнсан, Кăркуç татах пуçларĕ.
— Ачасем! Малашне кунта пĕр пĕрчĕ кĕл те ан пултăр! Халĕ мĕн пуррине те тасатар! Кам çывхарах, атьăр, кайса илер кĕреçесем! — терĕ юлашкинчен.
— Атьăр кайса илер, илер! — илтĕнчĕç сасăсем. Вунă-вуникĕ ача, çунашкисене пăрахса, килĕсене чупрĕç.
Кăркуç ещĕк çинчен пысăк çын пек хуллен анчĕ, çĕлĕкне тăхăнса пусса лартрĕ. Вăл вăхăтра Хветлепе Таруç хайхи Михаля патĕнчен тухса ачасем патне пычĕç. Вĕсем хыççăн Терентей шурăпа çыхса пĕтернĕ питне тытса хуллен уксахласа утса пырать. Ачасем патне çитсе йĕлтĕрне илчĕ те килнелле салхуллăн утрĕ.
Çав вăхăтра виç-тăватă ача кĕреçесемпе персе те çитрĕç. Кăркуç патне пычĕç. Кăркуç пĕр ачинчен кĕреçине илчĕ те çул хĕрринчен пĕр-икĕ утăм айккинелле кĕрсе юра чакалама тытăнчĕ. Кăркуçа кура ытти кĕреçеллĕ ачасем те çапла тума тытăнчĕç. Унччен те пулмарĕ, кĕреçеллĕ ачасем тата чупса килчĕç.
— Эсир улăм кĕлне хырса эпир чакаланă çĕре йăвантарăр! — терĕ Кăркуç. Кунта та кĕле хăй хырса, çул айккинелле ывăтса кăтартрĕ. Вунă-вуникĕ ача акă хĕрӳллĕн ĕçе тытăнчĕç. Юрпа кĕл сирпĕнеççĕ кăна. Кĕреçесем çивчĕ алăсенче вĕлт те вĕлт! сиккелеççĕ. Пĕчĕк пуçсем, хĕрлĕ питсем ĕçленĕçемĕн йăлт та йăлт курăнаççĕ. Пĕр çур сехет хушшинче кĕле çул айккинчен хырса юр айне турĕç, хуран курăнакан тĕле таса юр сапрĕç. Тап-таса. Яп-яка. Ĕнтĕ ним шикленмесĕр тăвайккинчен кайăкла вĕçсе ан! Мĕн тĕрлĕ ырă! Ĕç пĕтсен, ĕçленĕ ачасенчен пĕри:
— Ну, ачасем! Кам кунта кĕл тăкать, çавна кунта ярăнтармастпăр. Килтисене те кунта кĕл тăкма юраманни çинчен калăр! — терĕ.
— Тăкмастпăр!
— Тăкма юрамасть!
— Килтисене калас пулать çав! — тенĕ сасăсем илтĕнчĕç.
Каллех ача-пăча йăсласа ярăнма тытăнчĕ. Çунашкисем, пăркутсем кĕрлеттерсе аялалла ыткăнаççĕ. Пурте кăмăллă, аван. Кăркуç та, унăы юлташĕсем те ярăнаççĕ.
Çав каçран пуçласа тăвайкки текех кĕлпе вараланмарĕ. Карта çине хут çырса çапнă:
«Кĕл çĕре çемçетет. Кĕлре тырпула, ытти çимĕçсене усăллă калий текен япала пур. Кĕле пăрахса сая ан ярăр. Кĕле килте пухмастăр пулсан, колхоз кĕлетне кайса парăр. Колхоз кĕлечĕ икĕ сехетрен пуçласа тăватă сехете çитиччен уçă тăрать, кĕле дежурнăй бригадир илет. Кĕл пухакан бригадир».
Çак хута Кăркуç тăвайккинелле аннă çĕре, карта çине, ирхине ирех пырса çапрĕ. Лаша шăварма каякан арçынсем, шыв кӳме тухнă хĕрарăмсем чарăнса тăрсах хута пăхаççĕ.
— Кам пĕлет... кĕлпе акса-туса курман та, кĕле пухса аппаланас та килмест, — терĕ те пĕр ватăрах арçын лашине çавăтса анаталла утрĕ.
Виçĕ хĕрарăм чарăнса тăчĕç. Пĕри, ликпункта çӳрекенскер, çамрăкрах. Çавă калаçма тытăнчĕ.
— Эпĕ кĕл çĕре çемçетессине илтнĕ те, пирĕн, кĕле пухса хурас тесен, атте пит ятлаçать, Вăл, ватăскер, кĕнеке тăрăх пăхса тырă нумаях тăваймăн тет. Келе ĕнтĕ чăнахах та колхоз кĕлетне анса леçес пулĕ, ахалех урама тăкса сая яратпăр, — терĕ юлашкинчен.
— Пирĕн Çипкка паян кĕле урама тухса тăкма памарĕ вĕт, йĕрет, каçхине колхоз кĕлетне кайса паратăп тет, пур ача-пăча та унта кайса параççĕ ĕнтĕ тет. Хăй шкула тухса кайнă чух кĕле пуракпа çунашка çине çыхса лартса хăварчĕ.
— Пирĕн Ваньккапа Санькка тата паян ирхине ирех кĕле кăмакаран хăйсемех кăларса лартнă. Вĕсем те колхоз кĕлетне каятпăр тетчĕç пулас, — терĕ виççĕмĕш хĕрарăмĕ.
Хĕрарăмсем пăхкаласа, калаçкаласа тăчĕç те шыв ăсма анса кайрĕç.
Каç пулсан, ачасем тăвайккине пухăна пуçларĕç. Чылайăшĕ çунашкисем çине хăшĕ пуракпа, хăшĕ пĕчĕк ещĕкпе, хăшĕ хăрăк-харăк витрепе кĕл лартса пынă. Кĕле паян илекен дежурнăй Кăркуç. Вăл кашни ачан кĕлне вĕри мар-и, кăварли-мĕнли çук-и тесе тытса пăхать, вара тин пушатать. Ачасем тăвайкки çине ярăнма пухăннă вăхăтра вунсакăр ача кĕл килсе пушатрĕ. Кашни кунах кĕл кун пек пухăнсан, чылай кĕл пулать.
Пĕр-икĕ эрне иртрĕ. Кашни каçах ачасем кĕл илсе пыраççĕ. Колхозниксенне те бригадирсем пуха-пуха анаççĕ. Кунран-кун кĕлетре кĕл купи пысăклансах пырать.
Пĕрре Кăркуç кĕлетре дежурнăй пулнă. Тĕттĕм пулас умĕн пĕр ача, пĕчĕкрехскер, кĕл илсе пычĕ. Кĕлĕ çинче пăчăр-пăчăр улăм пĕрчисем те курăнкалаççĕ.
— Атте çак кĕле лаççа тăкма парса ячĕ.
Кăркуç хавасланса:
— Юрать, тăкас, — терĕ те кĕлне алăпа чавса пăхрĕ. Кĕл шалта алла пĕçертсех илчĕ. Сиркелесе тăнă çĕртех улăм пĕрчисене вут хыпса иле пуçларĕ. Кăркуç кĕле хăвăртрах илсе тухса юр ăшне чăмтарчĕ, çиеле юр купаласа таптарĕ. Кăркуçăн алли-ури чĕтресе, хăй шуралса кайрĕ.
— Аçуна кала, ӳлĕм кун пек кăварлă кĕл ан парса ятăр, — терĕ Кăркуç кăмăлсăрланса кайнă пĕчĕк ачана. Ача, хăйĕн кĕлне йышăнманшăн йĕрес пек пулса, çунашки çине хăрăк витрине вырттарса килнелле утрĕ.
Ку ача ашшĕ колхоза хирĕç пит вирлĕ пырать. Колхоз тăшманĕ айван ачине кăварлă кĕл парса хĕрлĕ автана асра тытса тăнă, анчах сыхă тăрать пĕчĕк бригадир. Кăркуç колхоза хирĕç пыракан çын хăтланни çинчен комсомолецсене калама шухăшларĕ.
Хулленех хĕл иртсе кайрĕ. Çурхи кунсем — ăшă та çутă кунсем майĕпен çывхарчĕç. Хĕлĕпех колхоз ачисен икĕ бригади те ĕçлерĕ. Амăртура тума пулнине икĕ бригади те çĕр проценчĕпех пурнăçа кĕртсе пычĕç. Кĕл пухасси ăнса пыни çинчен калас та çук, — пĕчĕк колхозниксем ăна питех те лайăх турĕç.
Кашни пасар пулмассерен тислĕк пухакан бригада çулăксемпе, кĕреçесемпе, шăпăрсемпе тухса ĕçе тытăнатчĕ. Ачасем урамри тислĕке хырса, шăлса пухатчĕç те, пысăк ещĕксем çине тиесе, колхоз анкартине кайса йăвантаратчĕç. Кăçал пасар урамĕ тап-таса, пăхсан — куç савăнать. Кĕл пухакан бригада ĕçленĕ чух çынсем хăшĕ-пĕри ачасене ырлатчĕç, хăшĕ-пĕри, ачасен кăмăлне пăсас текенсем, тăрăхласа илетчĕç. Ачасем никам тăрăхланине те пăхмарĕç. Вĕсем хăйсен умне лартнă задачăна — тырпул тухăçĕшĕн тăрăшассине пĕлеççĕ, çавăншăн ĕçлеççĕ.
Хĕвел хĕртсе, ăшă çил вĕрсе çĕре типĕтсессĕнех МТСран Кăркуçсен колхозне трактор килчĕ. Праçник пек пулчĕ çав кун. Трактора хирĕç халăх ялĕпе тенĕ пекех тухрĕ. Митинг пулчĕ. Машин сассиллĕ çĕнĕ пурнăç пуç-ламăшне ырă сунса, çурхи уçă сывлăшра хĕрӳллĕ сăмахсем янăрарĕç. Колхоза ĕçлеме килнĕ агроном хăйĕн саламлă сăмахĕнче бригадирсен ĕçĕсем çинчен те асăнчĕ.
— Кашни колхоз пур майсемпе те ăслăлăх хушнă тăрăх тырă-пулă тухăçĕшĕн тăрăшни вăл — социализм çулĕпе тунă утăм. Сывă пултăр наука хушнă тăрăх ĕçлесси! Сывă пултăр пĕрлешӳллĕ вăйлă ĕç! Сывă пулччăр ĕç паттăрĕсем! — тесе вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.
Митингран халăх праçникрен саланнă пек саланчĕ, колхозниксем ĕçе тытăнчĕç.
Çул хĕрринче, колхоз хирĕ пуçланса кайнă çĕрте, икĕ пысăк купа курăнать: пĕри — кĕл купи, тепри — тислĕк. Çак икĕ купи те ачасем ĕçленипе пулнă. Нумаях пулмасть колхозниксем тислĕкне те, кĕлне те уя турттарса хучĕç.
Агроном кĕле тытса пăхрĕ те:
— Кĕле пит аван усранă, первый сорт! Пухасса нумай пухнă, тата кирлĕ çĕре сапма çителĕклĕ, — терĕ.
Унтан, агроном кăтартнипе, колхозниксем кĕле виçе-виçе уйрăм купасем туса хучĕç. Ăçта мĕн чухлĕ кĕл, фосфорит, тислĕк хумаллине агроном каласа кăтартрĕ. Колхозниксем ĕçлеççĕ, турттараççĕ, тăкаççĕ, салатаççе тислĕке. Фосфорита, кĕле çĕклеççĕ, сапаççĕ. Нумай пусăллă уйра кашни тырпул валли, çимĕç валли хăшне тислĕк, хăшне тата кĕл нумайтарах сапрĕç. Пуринчен ытла кĕл çĕрулми пуссине нумайтарах лекрĕ, агроном çапла хушнă.
— Çĕре юсамалли япаласем çителĕклĕ пулин те, атьăр, сăнамалăх, кашни тырра, çимĕçе халичченхи пек кĕлсĕр-нимсĕр акса пăхар, — терĕ агроном.
Колхозниксем агроном каланине йышăнчĕç. Пĕрер татăк тĕрлĕрен тырă кĕл, фосфорит, тислĕк хумасăр акрĕç тата гектартан сакăр пайĕнчен пĕр пайне кĕлсĕрех çĕрулми лартса пăхма килĕшрĕç.
...Çанталăк уяр, ăшă. Хĕвел кăмăллă, çĕр питне ăшăтса пăхать. Колхоз ачисем çара уран, кĕпе вĕççĕн ашшĕсене пулăшса, чупкаласа ĕçлесе çӳреççĕ. Трактор мĕкĕрни вĕсене савăнтарать, вĕсен трактор çине ларса пăхас килет. Кăркуç трактор çине ларса курчĕ-курчех. Тырă акса пĕтернĕ кун трактора вăхăтлăха колхоз картишне илсе кайрĕç. Тракторист Кăркуçа хăйпе юнашар лартрĕ те, Кăркуç кăмăлне çĕклентерсе, хурçă ут çинче яла пырса кĕчĕ.
IV
Хĕвел хĕртет. Сайра хутра çумăрсем те пулкалаççĕ. Колхоз хирĕсенче тырăсем машинăпа акнăран пит тикĕс шăтрĕç. Çăра, тĕксĕм симĕс сăнлă калча пĕр пек тикĕс хăпарать. Ниçта çумкурăкĕ çук. Шыв пек тап-таса, пĕр тикĕс курăнать колхоз калчи.
Вăхăт хулленех шăвать. Пусăри тырăсем çитĕнеççĕ. Колхоз тыррисем маларах ĕлкĕрчĕç — тырă вырма вăхăт çитрĕ.
Кăркуçсен колхозне тырă выракан машина илсе килсе лартрĕç. Ана майлаштарчĕç, унтан колхозниксем тырă вырма пуçларĕç.
Хуларан тата авăн çапакан машина илсе килчĕç. Вырса купаланă çĕмелсене, суратсене пĕр çĕре турттарса машинăпа çапса пыраççĕ. Колхозниксем пĕр виçĕ эрне хушшинче тырра вырса, çапса пуçтарчĕç. Çийĕнчех агрономпа шкул ачисем колхоз правленине тырă тухăçне шута илме пулăшрĕç. Кăçалхи çул колхозăнни пек тырă аван пулнине никам та астумасть. Ытти хресченсен тыррипе танлаштарсан, колхоз тырри гектартан çирĕм пилĕк-вăтăр пăта яхăн мала тухнă.
— Колхоза кĕнисем тырăран пуян, — теççĕ колхозник маррисем.
— Манăн та кĕмеллеччĕ колхоза, — теççĕ хăшĕ-пĕрисем.
Колхозăн тырă пит ăнса пулни çинчен ял хытă сăмах ваклать. Кĕл çинчен, фосфорит çинчен çынсем калаçма тытăнчĕç. Курнă вĕсем: колхоз хирĕнче те кĕл, фосфорит сапман тырăсем начартарах. Халиччен кĕле çырмана тăкакан çынсем, кĕл çинчен сăмах тапратсан, пĕрре те чĕнмеççĕ, вăраххăн кăна сывласа илеççĕ.
Кĕр çывхарать. Колхозниксем хире çĕрулми кăларма тухрĕç.
Кăркуç тата ытти ачасем пусса малтан çитсе тăнă. Кĕлсĕр лартнă çĕрулмине кăларса пăхрĕç. Çĕрулмийĕ вĕтĕ, çитменнине, йышсăр.
— Ай-яй, ай-уй, ытла вĕтĕ-çке çĕрулмийĕ, — терĕç тинтерех çитсе тăнă хĕрарăмсем.
— Чимĕр-ха, лешне, кĕлпе лартнине, кайса чакаласа пăхар, — терĕç ачасем. Кĕреçисене тăраткаласа, кĕлпе лартнă çĕрулми ани çине чупрĕç. Вĕсем хыççăн хĕрарăмсем те утрĕç. Тапратрĕç кăларма. Шултра, таса çĕрулмисем вăнк та вăнк! Кĕреçе айĕнчен сике-сике тухаççĕ!
— Вăт ку çĕрулми! Пăхса савăнмалăх пур! — теççĕ хĕрарăмсем, шакăлтатса.
Çанталăкĕ те уяр тăчĕ те, çĕрулмине колхозниксем пурте кар ĕçлесе тăватă кун хушшинче кăларса, турттарса пĕтерчĕç. Колхозăн чул подвалĕсем таса, шултăра çĕрулмипе тулчĕç.
Каярах хĕрлĕ кăшмана, выльăх çарăкне, кишĕрне кăларса турттарса нӳхрепсене тултарчĕç. Тырă-пулă, çĕрулми тата ытти тымарçимĕçсем ăнса пулнăшăн колхозниксем пит кăмăллă, пит хĕпĕртеççĕ.
Пĕтĕм ĕçе пуçтарнă хыççăн колхозниксен пуху пулчĕ. Колхоз правленийĕ тырпул тухăçĕ çинчен отчет туса пачĕ. Патшалăха тырă, çĕрулми парасси çинчен тата ăратлă выльăхсем туянасси çинчен калаçса татăлчĕç. Юлашкинчен агроном çапла каларĕ:
— Сирĕн тырă, ытти хресченсемпе танлаштарсан, гектартан çирĕм пилĕк-вăтăр пăт ытларах тухнă. Вăл акă мĕнрен килнĕ: машинăпа ĕçленинчен, фосфорит, кĕл, тислĕк тăкнинчен. Çĕрулми мĕнпур пуссипе кĕл сапса лартнăран пилĕкçĕр пăт ытларах тухнă. Астуса илĕр-ха, кама пула пухăнчĕ сирĕн кĕлпе тислĕк? Пĕчĕк пионерсене, пĕчĕк ĕç паттăрĕсене пула мар-и? Çав кĕлпе тислĕке ача-пăчасем пухнине пула эсир патшалăха ытларах тырă, çĕрулми пама пултаратăр. Ытларах тырă панипе пирĕн патшалăх тата та вăйлăрах пулĕ. Эпĕ çав ачасене парнелеме сĕнетĕп.
Колхозниксем агроном каланине кăмăллăн, алă çупса йышăнчĕç.
V
Ыран Кăркуçсен колхозĕнчен станцăна хĕрлĕ обоз каймалла. Петюк пиччĕш Кăркуçа лав çинче хĕрлĕ ялав тытса пыма каларĕ. Ытти ачасем те пыраççĕ.
Сивĕ кĕрхи ир. Хĕвел хĕрелсе тухнă вăхăталла ялтан хĕрлĕ обоз тухса кайрĕ. Кăркуç малтанхи лав çинче, Петюк пиччĕшĕпе юнашар ларса пырса, ялавне вĕлкĕштерет. Çăклă урапасем лачăртатса пыраççĕ. Вунпилĕк лав çĕрулмипе, вунă лав тырăпа. Ялтан обоз вăрăммăн тăсăлса тухса кайрĕ. Малти лав çинче хĕрлĕ ялав илемлĕн явăнкаласа вĕçсе пырать.
Кăнтăрлапа хĕрлĕ обоз станцăна çитрĕ. Лавсем пысăк ампарсем патне пырса чарăнчĕç. Колхозниксем тырра пĕр ампарне, çĕрулмине тепĕр ампарне пушатрĕç. Пирĕн ачасем кунта та ĕçсĕр мар: пысăккисене тырă, çĕрулми пушатма пулăшрĕç, лашасене пăхрĕç. Пушатса пĕтерсен, пурте апатланма столовăйне кайрĕç. Апатлансан, Петюк ачасене:
— Ну, ачасем! Атьăр райпо лавккине! Унта ача-пăча пальти нумай. Кам хăш пальтона килĕштерет, кама хăшĕ юрать, тăхăнса виçсе пăхар та илер! — терĕ.
Ачасем Петюк пиччĕшне сăрăнса илчĕç. Шакăлтатса калаçаççĕ, кулаççĕ, сиккелеççĕ. Кĕшĕлтетсе райпо лавккине кĕрсе тăчĕç. Петюк прикащике хут тыттарчĕ. Прикащик хутне пăхрĕ те:
— Çичĕ ача-пăча пальти, пĕр мăшăр атă! — терĕ. Хутне ытти хутсен ушкăнне тирчĕ те пальтосене тата пĕр мăшăр атта илсе пачĕ.
Ачасем малтан пальтосене хăюсăртарах тыткаласа, тăхăнкаласа пăхрĕç.
— Эпĕ çакна илетĕп, — терĕ Кăркуç хура, хăйне лăп юракан пальтона тăхăнса ярса. Çĕтĕк пиншакне миххе персе чикрĕ. Ыттисем Кăркуçа кура хăюллăрах çаврăнкалама пуçларĕç.
— Эпĕ çакна, кăваккине, — терĕ Вавиле.
— Эпĕ çакна, хурине, Кăркуçăн пеккине, — терĕ Мишша.
Хĕрачасем те хăйсене килĕшнине суйласа илчĕç. Пальтисене тыткаласа пăхса пĕр-пĕринпе пăшăлтатаççĕ, йăл-йăл кулса илеççĕ.
— Сана, Кăркуç, пĕр мăшăр атă парас тетĕп, — терĕ Петюк. Кăркуç хĕрелсе кайрĕ, нимĕн те чĕнмерĕ.
— Ачасем, эсир эпĕ Кăркуçа сиртен уйрăм пĕр мăшăр атă панăшăн кăмăлсăрланмастăр пулĕ?
— Кăмăлсăрланмастпăр, çук! — терĕç ачасем.
— Кăркуç бригадăсен ĕçне пуçарса яраканни пулнă! — терĕ Вавиле.
— Кăркуç атта тивĕçлипе илет! — терĕç Кçенттипе Мишша.
— Ил, Кăркуç, атта! Юлташусем те, ав, эпĕ каланипе килĕшсе, атта сана парасшăн, сана тивĕç, — терĕ Петюк. Атта илсе Кăркуçа пачĕ. Кăркуç хĕрелсе кайса атта илчĕ.
— Тăхăнса пăх-ха, тăхăнса пăх, тен, юрамасть! — терĕç ачасем, Кăркуçа сырăнса илсе.
Кăркуç тăхăнса пăхрĕ. Атти лăпах юрать...
— Ну, шăнкăрчеем! Атьăр, вĕçтерер килелле, — терĕ Петюк.
Кăркуç тăли-çăпатине те миххе персе чикрĕ те, пурте пĕрле лавккаран тухрĕç. Пушă лавсем çине ларса килелле чуптарчĕç.
...Кăркуç амăшĕ ачине кĕтсе урама темиçе хутчен туха-туха пăхрĕ. Каçалапа çанталăк сивĕтрĕ. Çурçĕр енчен сивĕ çил вĕрет. Кăркуç станцăна çӳхе пиншакпа кăна кайнăшăн амăшĕн чĕри вăркать. Шăнса пăсăласран хăрать. Краççын çутсан, Кăркуç яшт пырса кĕчĕ. Пальтопа, атăпа, паллас та çук! Амăшĕ ывăлĕ çине тимлĕн пăхса илчĕ, тĕлĕнсех кайрĕ.
— Ара, Кăркуç, кам тумтирне тăхăннă эсĕ? Шăнмарăн-и?
— Пĕрре те шăнман, анне. Пальтийĕ те, аттийĕ те хамăнах. Кĕл пухса тырпул, çĕрулми тухăçне хăпартма пулăшнăшăн парнелерĕç. Астăватăн-и, эпĕ кĕл пухасси çинчен каларăм та, эсĕ мана: «Кĕле ăна авалтанпах çырмана тăкнă. Кĕл вăл никама кирлĕ мар, ура айĕнчи япала», — терĕн.
— Çапла каларăм çав, — терĕ амăш ӳкĕннĕ сасăпа.
— Ура айĕнчине эпир пухрăмăр, уссине куртăмăр, — терĕ Кăркуç. Амăшĕ умĕнче пальтине, аттине кăтартса çăмăллăн çаврăнкаласа илчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...