Пĕчĕк мар ĕнтĕ эпĕ текех


Пĕчĕк мар ĕнтĕ эпĕ текех,

Вун пĕр çул та тултартăм тинех.

Юлнă ман теттесем тăлăха —

Вăхăт çук вĕсемпе выляма.

Хăй патне йыхăрать, ав, упа.

Нихăçан уйрăлман эп унпа.

Халь ларать вăл диван хĕрринче,

Тунсăх, хуйхă палли куçсенче.

Çавăнтах пукане Натали,

(Илнĕ мар-и тахçан ман валли),

Хурлăхпа тинкерет куçăмран:

«Мĕншĕн эсĕ чĕнместĕн паян?»

«Каçарсам, пуканеçĕм, мана —

Уроксем пит нумай тумалла:

Эп задача пачах шутламан,

Сочинени çырма пуçламан».

Тилĕ тус та таçта кĕтесре

Вырăн тупнă хăйне ещчĕкре.

«Пушанатăн-и эсĕ?» — тесе

Шав пăхать куçăмран тилмĕрсе.

Куян тус та паян читлĕхре

Пач çимест умĕнчи кишĕре.

Кушак тус та ак виççĕмĕш кун

Шикленсе пăхкалать ун та кун.

Тĕлĕнет асанне те манран:

«Мĕскер тунă-ха шкул мăнукран?

Хаклăрахчĕ ĕнер пукане —

Халь ĕçлет çĕклемесĕр пуçне.

Изложени… Задача… Диктант…

Хăйпе хăй темĕскер калаçать».

Шарт! çапать пĕççине асатте:

«Пулăшам-и, мăнукăм, эп те?»

Ăнланмаççĕ пĕри те килте

Чунăмра улшăну пулнине.

Паян кун та курать-ха атте

Манра хăйĕн айван ачине.

Кăшкăрассăм килет хăш чухне

Пур тĕнче пĕр мана илтмелле:

«Пĕчĕк мар сирĕн хĕрĕр текех,

Кайнă вăл вун икке виçминех!»

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Любовь Адюкова (2012-01-06 18:44:59):

Матур Аня. Вĕрентекенĕ тата матуртарах

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: