Шăмăсăр япала
Мăн саспаллисемпе «Чĕлхе валеçекен пункт» тесе çырнă çурт тĕлне çитсен, пирĕн герой Касантей куçлăхне сăмси çинчен шăлса илчĕ те лаши çинчен анчĕ. Лашине тункатаран кăкарса урамах хăварчĕ, хăй йăкăр-йăкăр утса шала кĕчĕ.
Магазин стенисем çине йĕри-тавраллах çипсем карса хунă та, çав çипсенчен тем тĕрлĕ чĕлхесем тирсе янă. Хăш-хăш чĕлхесем кĕленчерен тунă пĕчĕк шкапсенче выртаççĕ, хăшĕсене «суя чăпти» ăшне хунă та, чăптисем çине унта миçемĕш сортлă чĕлхесем пуррине ылтăн саспаллисемпе çырса паллă тунă. Магазинĕн малти стени çине пир карса, пирĕ çийĕн вырăсла «Язык до Киева доведет», чăвашла «Чĕлхе. Мускава та çитерет» тесе эрешлесе çырнă.
Магазинра приказчиксĕр пуçне никам та çук. Пирĕн Касантей кĕленче ăшĕнчи пĕр чĕлхе çине пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ:
— Ак çакă чĕлхе мĕнле йышшискер? — ыйтрĕ вăл сывлăшне çавăраймасăр тăнă хыççăн.
— Вăл Гоголь çырнă, «Ревизорти» Хлестаков чĕлхи пулать, — тет сăмах ваклама питĕ юратакан приказчик. — 35 пин Курьер чупни çинчен каласа парса..... суя чăпти тыттарас тĕлĕшпе 19-мĕш ĕмĕрте тĕнчери рекорда йышăннă Хлестаковăн чĕлхи пулать ĕнтĕ вăл. Чĕркесе парас-и?
— Тăхта-ха! Ытти чĕлхесене курса тухам. Илнĕ-илнех лайăххине илес...
— Акă, кирлĕ пулсан, Заглоба чĕлхине илме пултаратăн, Сенкевич писатель романĕнчи Заглоба ятлă геройăн чĕлхи. Унпа халĕ те усă куракансем нумай. Ĕнер çеç мăн уссиллĕскер...
— Ку?
— Альфонс Доде романĕнчи Тарасконри Тартарен чĕлхи.
— Акă ку тата?
— Козелков чĕлхи,..
— Ай, ку тата мĕнле йышши?
— Салтыков-Щедрин произведенийĕнчи Балалайкинăн...
— Литературăри геройсен чĕлхисем кирлĕ мар. Çĕннине кăтарт.
— Балалайкин чĕлхи кивелнĕ тетĕн-и? Пĕлместĕн апла эсĕ. Ку чĕлхене паян та темиçе çын илсе кăйрĕ. Усăллă ĕç тăвас вырăнне вăл чĕлхепе пуш параппан çапса ырă ят илме аван, теççĕ.
— Мана мăнттай чĕлхе кирлĕ.
— Ак çавă юрать-и? — терĕ сутăçă, прилавка айĕнчен питĕ вăрăм чĕлхе туртса кăларса. — «Çитмĕл çиччĕмĕш размер». Кунтан вăрăмми çук.
Ку чĕлхене курсан, Касантей куçĕсем вут-хĕм кăларакан пулса кайрĕç, тутисем сутĕн татăкĕсем евĕр чĕтренме тытăнчĕç.
— Хамăн хальхи чĕлхене улăштарма пулмĕ-ши? — терĕ вăл чĕтрекен сассипе.
— Чĕлхепе чĕлхе «пуçма пуç» улăштарма пултараймастпăр. 124 тенкĕ те 91 пус тӳлесессĕн, улăштаратпăр. Чек çырас-и?
— Çыр!
— Кассăна тӳле! — терĕ чĕлхе распределителĕнчи сутăçă, «Языки в кредит не отпускаются» тесе çырнă пĕчĕк пĕлтерӳ çине кăтартса.
— Илнĕскере çăвар ăшне çаксах парăр ĕнтĕ, — тесе йăлăнать Касантей, хутпа чĕркенĕ чĕлхене прикязчик аллинчен илсен. Чĕлхе распределителĕн приказчикĕ техничкăсене чĕнет те вĕсемпе пĕрле Касантей çăварне çĕнĕ чĕлхе кĕртсе лартса, столярсен çилĕмĕпе пит селĕм çыпăçтарса парать.
Распределительтен тухсанах, хайхи пирĕн Касантей çĕнĕ чĕлхи хăйĕн ĕç тухăçне питĕ вăйлă хăпартса ярать. Касантей çăварĕнче вăл чарăна пĕлмесĕр йăваланма тытăнать. Касантей çăварĕ, Шупашкар хулинчи «Бакалей» магазин алăкĕ пекех, пĕр вĕçĕмсĕр уçăлса хупăнать.
Район центрĕнчен пĕр-пĕр делопрюизводитель пырсан, Касантей çăварĕнчи çĕнĕ инструмент питĕ пысăк «напряженипе» ĕçлеме тытăнать.
— Тырпулсене пуçтарса кĕртес ĕçе эпир иртнĕ кĕркуннех хатĕрленсе пĕтернĕ. Çум çумлассине 120 процент пурнăçланă. Пĕр çумкурăкĕ шăтса тухса пуçне кăларсанах, ăна татса пăрахатпăр...
Колхозниксен хушшинче çĕнĕ чĕлхе çапла кастарать:
— Районрисем мана мухтаса ячĕç. Сан пек ĕçчен председатель пĕтĕм районĕпе шырасан та тупас çук, тесе савăнтарчĕç. Мана çавăн пек татах мухтасса кĕтетĕр пулсассăн, уборкăна паянах хатĕрленсе çитермелле. Пирĕн çине тапăнас тесе Германи фашизмĕ шăлне хăйраса тăнă вăхăтра, Итали империализмĕ Абиссини çĕрĕсене туртса илнĕ вăхăтра, пĕр класран тепĕр класа куçас тĕлĕшпе ачасем экзамен тытнă вăхăтра, пирĕн пата пăрахутсем тавар кӳнĕ вăхăтра уборкăна хатĕрленмесĕр тăма юрамасть, юлташсем...
Калать, калать, калать, витрепе шыв илсе пырса пуçĕ тăрăх ярсан кăна чĕлхине кăштах канма парать. Киле, хайĕн арăмĕ патне таврăнсан та Касантей çăварĕнчи инструменчĕ канăç памасть.
— Çусăр кукăль çиместпĕр, ашсăр апат сыпмастпăр. Кам ертсе пынипе эсĕ çавăн пек тутлă апатсем пĕçерсе паракан пултăн? Эпĕ сана çул кăтартса пырса, аш-пăш илсе парса...
— Калаçса тăриччен çиме лар! — тет арăмĕ.
— Мана эеĕ регламентпа калаçтараймăн. Калаçма çуралнă эпĕ. Кампанисене эпĕ илсе пыратăп. Акă, сăмахран илсен, укçа-тенкĕ пухас ĕçри прорыва эпĕ паян пĕтĕмпех тĕп туса хутăм. Çав паха ыйтăва эпĕ паян питĕ вăйлă çивĕчлетсе ятăм, питĕ çӳллĕ вырăна хăпартса патăм, тарăнлатса хутăм, сарăлтарса ятăм, доклад турăм. Доклада пурте çăварĕсене карсах итлерĕç: лăхăл-лăхăл кулсах вăхăта ирттерчĕç...
Килте чухне çăварти инструмента пит ачаш тыткалать: кантраран йăлă туса, чĕлхине тытса тулалла туртса кăларать те ăна кусарпа хырса тăкать, тĕкĕр умне тăрса аллипе сăтăрса якатать, çупа сĕрсе çĕмçетет.
— Тус эсĕ манан! Эсĕ пулман пулсăн, районрисем пирĕн жнейкăна юсаманни çинчен, урапасем çителĕксĕрри çинчен, 115 лашана 5 пĕкĕ анчах тивни çинчен тахçанах пĕлсе мана ятланă пулĕччеç, — тет.
Çавна пĕрре района чĕнтернĕ.
— Çураки сирĕн начар иртнĕ! — тенĕ ăна районрисем.
— Начар мар! Питĕ аван иртрĕ. Аван иртнине пĕчĕк ача та пĕлет!
— Мĕн тетĕн?
— Аван иртнине пĕчĕк ачасем те пĕлсе тăраççĕ... Н-да... Пĕлсе тăраççĕ теме май çукрах та, мĕншĕн тесен, иртнĕ уйăхра çуралнă ачасем пĕлсе тăма пултараймаççĕ, пĕлсе выртма çеç пултараççĕ.
— Мĕн сӳпĕлтетсе тăран кунта! — кăшкăрса тăкнă районрисем.
Вăл пуç пулса тăракан колхоза тĕрĕслеме çынсем янă.
Тĕрĕсленĕ хыççăн Касантейĕн вăрăм та пĕрмаях çăварта йăваланма юратакан чĕлхине «Капкăнпа» тытса çаклатса илнĕ. Чĕлхи «Капкăна» çакланса ларсан, Касантей пĕтĕм вăйне пухса туртăнма тытăннă та, чĕлхи татăлнă кайнă.
Çăварĕ пушанса юлнине сиссен, Касантейĕн тăмран мар тунă пуçĕ çапла шухăшласа илнĕ.
— Татăлнă пулин! Татăлсан та хама пурăнмалăх юлнă-ха. Ун пек чĕлхепе «Капкăна» мар, юсанмалли çурта та пырса лекĕн, чĕлхене ирĕке ярсан, вăл ял касать, теççĕ ваттисем, — тенĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...