Çăмăл чĕлхе
Октябрь уявне хатĕрленнĕ кунсенче ачампа Мускавра пултăмăр. Нимĕç рабочисен делегацине курсан, ачам вĕсемпе калаçасшăн аптратма тытăнчĕ.
— Иксĕмĕр те эпир нимĕçле пĕлместпĕр. Эпĕр чăвашла калаçнине вĕсем ăнланас çук, — тетĕп.
Ачам итлемест.
— Чăваш чĕлхи йывăр мар, тен, кĕтмен çĕртенех ăнланĕç, — тет.
— Эпĕр чăвашла калаçнине нимĕç çынни ăçтан вара ăнланма пултарĕ, — тетĕп.
Ачам мана ĕненмест. Сасартăк малалла чупса кайрĕ те, ыттисенчен хыçалтарахра утса пыракан пĕр рабочин пальто аркинчен тытса:
— Ан кай-ха! — тесе чарчĕ.
Аллисен пӳрнисене пĕрлештерсе «10» туса кăтартрĕ те, унтан 8 пӳрнине ăрасна илсе паçăрхи 10 çумне хушнă евĕр туса:
— Акă çакăн чухлĕ çул... 18 çул тултарать... Уяв паян пирĕн. Октябрь революци 18 çул тултарнă ятпа пурте уяв тăватпăр! — терĕ.
— А-а-а! Ахтцен! — терĕ ачана хирĕç нимĕç рабочи урамри ылтăн саспаллисемпе «Сывă пултăр Октябрь революцин 18-мĕш уявĕ» тесе çырнă мăн ялавсем еннелле пӳрнисемпе тĕллесе кăтартса.
— Тĕрĕс, тĕрĕс... Каланине ăнлантăн, — терĕ ача, хавасланнипе йăлт-ялт темиçе хут сиккелесе илсе. — Тата калам: пирĕн авал патша пулнă, вырăсла каласан «царь», пирĕн аттесене пусмăрласа пурăннă.
— Царь, царь, кайзер! — терĕ нимĕç рабочи ача каланине чăнахах та ăнланса.
— Ăна пирĕн аттесем тапсах кăларса янă. Ача урипе такама тапнă пек туса кăтартрĕ.
— О-хо! — терĕ нимĕç ку каланине те ăнланса.
— Кайран пире меньшевик тенисем пĕтерме тăрăшнă.
— О-о-о! Меньшевик! — терĕ нимĕç тута хĕррисене йĕрĕннĕ чухнехи пек туса.
— Çапах большевиксем çиеле тухнă. Тăшмансене çĕнтерсе социализм тăвассине хĕрӳллĕн пуçласа янă.
— Большевик, большевик... социализм! — терĕ нимĕç çынни Кремль çинелле аллисемпе кăтартса.
— Ленин партийĕ ертсе пынипе мĕнпур тĕнчери халăха тĕлĕнтерекен çитĕнӳсем тунине ху куçупах куртăн пулĕ.
— О-о-о! Ленин... — хăйĕн хура, йăрăм-йăрăм шурăллă кепкине хывса алла тытса каллех: — Ленин... Коминтерн... — терĕ.
— Тĕрĕс. Мана ăнлантăн. Атте калать: «Эсĕ чăвашла каланине ăнланма пĕлместĕн», — тет.
— Октябрь уявне ирттерме кунта, СССРа, килсе пăхма шухăш тытрăр-и?
— Октябрь... СССР... Москва...
— Мускав хулине çав... Ну, сана ытлашши чăрмантарса тăрам мар. Санпа калаçма тĕл килнĕшĕн пит хавас. Иксĕмĕр пĕрле калаçса тăни çинчен хамăрăн шкул ачисемпе колхозниксене хаваслансах каласа кăтартăп. Тĕлĕнсе хытсах кайĕç эпĕ санпа калаçни çинчен каласа парсан.
Унтан хăйĕн пĕчĕкçĕ аллипе нимĕç рабочин ĕçпе хытнă аллине чăмăртаса: «Сыв пул!» — терĕ.
— Ну, куртăн-и мĕнле нимĕç çыннипе калаçнине! — терĕ çутă пит-куçĕпе ман еннелле çаврăнса тăрса.
— Куртăм! — терĕм те кĕске çӳçлĕ пуçĕнчен ачама хытă аллăмпа шăлса илтĕм. — Кирек епле халăх та ăнланма пултаракан сăмахсене илсе, ют патшалăхри нимĕç рабочипе те чиперех калаçма пултаратăн. Куншăн сана маттур теме юрать.
Ача темиçе хутчен те ман умра йăлт! та йă.лт! сиккелесе илчĕ те, тата ытти патшалăхсенчен килнĕ рабочисене курма тесе, мана алăран тытса малалла сĕтĕрме тытăнчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...