Пулăçă
Хĕвел таçта пытаннă,
Шăпланнă кайăксем.
Шур упа пек мăраннăн
Куçаççĕ пĕлĕтсем.
Кĕçех тапратрĕ çумăр
Янăравлă кĕввине,
Ӳкет вăл шăпăр-шăпăр
Кăтра хумсем çине.
Шыв хĕрринче пĕр пулăç
Тармарĕ çумăртан.
Пит чăтăмлă, хăюллă
Вăл ларчĕ çыранта.
Çав пулăç ĕнтĕ «ватă»
Куллен вăл пулăра.
Нумай та мар, сахал та
Вăл кайнă саккăра.
Ишет çăп-çăмăл путăш
Ача тимлет, кĕтет.
Хăй пуçĕнче пĕр шухăш
Хитрен вĕлтĕртетет:
«Çăрттан пулсан тем пекчĕ,
Уланкă е сасан…
Телейĕçĕм, килсемччĕ,
Ан пăрăн эс манран.
Вакки лексессăн — кайтăр,
Васкатăр хăй килне.
Ман вăлтана хыптартăр
Чи пысăк пиччĕшне»
Кĕçех пĕтет ăманĕ,
Пулмарĕ ăнăçу.
Хăçан çупах çакланĕ?
Çупахĕ çук та çук!
Ак курăр! Ак ăмсанăр!
Ай-яй! Епле хавас!
Пит самăр, питĕ самăр,
Çакланчĕ халь карас!
Пĕр пăт пуль сахалтан…
Çитет çур пăт пулсан,
Никам виçсе пăхман.
Тухса выртать сасан!
Тем чухлĕ тавлашсан та,
Нихçан та, пĕр никам
Халиччен çак пулăçран
Телейлĕ çын пулман!
Анчах халь çĕнĕ ĕмĕт,
Ларать ача каçчен.
Ни çумăр çук, ни пĕлĕт,
Хĕвел ун чĕринче!
Шухăшсем
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Discover everything you need about onlin...
Stay ahead in online casino Nederland...
1...
6...