Вăрманта
Ир–ирех тăрса эп чупрăм
Улăхпа çăл куç патне.
Пит–куçа шывпа эп çурăм.
Ах, эпле аван ирпе!
Сар хĕвел сирсе ак пăхрĕ
Хăйĕн кăвак чаршавне.
Ырă кун сунса чуп турĕ
Ытарми тăван çĕре.
Тутлă ыйхă хыççăн уçрĕ
Сĕм вăрман симĕс куçне.
Ак,часах çаран вăранĕ
Илĕртсе хăйĕн патне.
Ăçталла эп çул тытам–ха?
Сĕм вăрман, эс кĕт мана.
Хăнана пырса каям–ха,
Хапăл тусам юлташна.
Мĕн тери ман ырă кăмăл,
Сывлăш уçă вăрманта.
Ак, мĕскер ку мăкăл-мăкăл?
Эй, чĕрĕп иккен кунта.
Вĕçтерех, чĕрĕп, вĕçтер, эс,
Тараватлă пĕчĕк чун.
Мĕн тери ĕçчен эс, тусăм,
Шав васкатăн кашни кун.
Кайăксем епле юрлаççĕ!
Тав сире, туссем, тавах.
Юррăрсем чуна уçаççĕ
Çутă ĕмĕтсем пурах.
Тунката çине эп лартăм,
Итлесе вăрман шавне.
Шăнкăрт! тунă сасă илтрĕм,
Килĕр, эп кĕтеп сире.
Тен, мулкач эс, е упа–и?
Пурпĕрех хăрамăп эп.
Килĕрех, эсир унта–и?
Эп сире кунта кĕтеп.
Çук, килмерĕç, итлемерĕç.
Тен, хăраç вĕсем манран?
Тен, тăшман тесе шутларĕç?
Тен, хăратнă пуль малтан?
Вăрман — пирĕн пысăк пурлăх.
Пурте сыхлăр вăрмана!
Таптасан, хăртсан мĕн пулĕ,
Мĕн хăварăпăр мала?
Кайăксен сасси янратăр
Тупăшса чĕр чунсемпе.
Шăпăр-шăпăр шăпăртатăр,
Йывăçсем пĕр–пĕринпе.
— Эс пуян, вăрман, пĕлетĕп.
Пурлăху сан кам вали?
— Ырă çын вали, кĕтетĕп
Эп ăна, ун пур кулли.
— Килĕр, килĕр, усă курăр,
Пурсăра валли те пур.
Анчах кăшт тирпейлĕ пулăр,
Пирĕн туслăх пулĕ, пур!
— Сывă пул, вăрман, каям–ха,
Кун ирттертĕм эп кунта.
Пушă алăпа ямастăн,
Çыхăра кăмпа, çырла.
Тавтапуç кучченеçсемшĕн,
Ырă, ырă сан чуну.
Сан патна татах килесшĕн,
Эпĕ санăн юлташу.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...