Сахрун Мучи калавĕсем
Йăваш — чăваш
Йăваш чăваш ял çынни
Нимле ĕçрен пăрăнмасть,
Пĕр-пĕр ĕçе пуçăнни
Тăвăнмасăр ун юлмасть.
Ун тимлĕхĕ, шухăшĕ
Сӳннĕ ĕçрех хĕмленсе;
Ĕçпе илнĕ тупăшĕ
Пĕтнĕ хырçă тӳлесе.
Чăваш уйĕ-хирĕнче
Сахал пулнă паха çĕр;
Тăмлă, хытă çĕр çинче
Тыр-пул ăнни çуккă-тĕр!
Çавăнпа та хăй çĕрне —
Виç пусура выртакан
Ана татăк-кĕсĕкне
Чăваш пăхнă пит аван:
Тислĕк тăкнă-ишĕртнĕ
Шанкав çĕрне çемçетме;
Ушахсене типĕтнĕ —
Çăра çаран ӳстерме.
Акрунуми тенине,
Паллах, ун чух вăл пĕлмен;
Тыр-пул тăвас мелсене
Ăна никам вĕрентмен.
Пĕр хăй ăс сĕмĕнелех
Сухаланă, акнă вăл;
Ват аслашшĕ тунă пек
Ĕçле-ĕçле çыртнă шăл.
Шăлне çыртса, чун татсах
Туррине те тилмĕрнĕ.
Тăтăш ăна чӳк тусах
Ыйтнă ырлăх, — типшĕрнĕ.
Анчах турри пулăшман.
Уяр, типĕ тăнипе
Тырри час-часах пулман.
Чăтма лекнĕ выççипех!
Васкамалли мăн ĕçре
Ниме тунă ял çынни.
Аван-ха ку нимере
Пĕрне-пĕри пулăшни!
Пурнăç шунă. Çултан-çул
Килнĕ тĕрлĕрен уяв;
Ун чух ĕçки те тем чул.
Çапах пусайман юлхав.
Хăна-вĕрле хушшинче те
Чăваш ĕç çинчен манман:
Кĕллинче те, юрринче те
Ĕçне асăннă малтан...
Калăм кун
Шартлама хĕл иртсенех
Аслă Калăм çывхарать.
Калăм эрни çитсенех
Чухăн çын та кăшт йăлтрать.
...Уявччен, Юн-Калăм кун —
Асăрханса тăмалла:
Пур тухатмăш — усал чун
Çӳрет тетчĕç тавралла.
Çавăнпа çак кунхине
Тимĕр сенкĕ сĕтĕрсе
Виç хутчен кил картинче
Çаврăнмалла çӳресе.
Карташ хапхисем айне
Кивĕ тĕпĕл хумалла,
Ăна пăрахнă чухне
Асам кĕлли тумалла:
«Сирĕл, усал, çак килтен!
Тĕнче тăрăх çаврăнса
Кив тĕнĕл пек пĕтиччен
Ан кил каялла чунса...
Çырлах, турă, çак çурта!
Сыхла ăна пур муртан.
Инкек-синкексене сир!
Тухтăр, кайтăр тĕрлĕ чир...
Ырлăх килтĕр, пултăр пил.
Тĕрĕс тăтăр пирĕн кил!» —
Темелле те сурмалла.
Вара аван тет çапла.
Анла-капла тумасан
Тухатмăш-мур тивет тет;
Килтен-çуртăнтан нихçан
Чир-чĕр тухма пĕлмест тет.
...Калăм-кун пур хурăнташ
Хаваслансах пĕрлешет;
Савăк юрă, çăмăл таш
Çак кун чăн та килĕшет!
Хурăнташ йыш танашса
Килтен киле черетлет,
Савăнăçлăн янтрашса
Пĕрне-пĕри хисеплет.
Кĕрекере ăш сăра
Кăпăкланса чашкăрать,
Ĕçпе хытнă алăра
Çавра курка пушанать.
Йышпа ĕçсе сĕрлешии
Сирет йывăр шухăша.
Тус-пĕлĕшпе пĕрлешни
Лăплантарать те ăша!..
Çур аки
Калăм иртнĕ хыççăнах
Халăх тухать акана.
Куллен хĕвел тухсанах
Хирте ĕç вĕрет кăна!
Ват акаçă тар тăкса
Хĕтĕклет тек лашине,
Ака пуçĕ шăвăнса
Касса чĕлет çер питне.
Йывăр!.. Лаши ӳкесле
Аран талпăрса туртать.
Ака ачи, эсрелле,
Ăна хĕнет, кăшкăрать!
Талккин хуратнă уя
Акăнать ак тыр пĕрчи.
Ĕçре хухăннă вăя
Çĕклет ун ешĕл калчи.
Чăваш чĕртет ĕмĕтне:
«Кăçал тыр пулĕ-ха, тен:
Тыр пулсассăн кĕр енне
Сывлăш çавăрăпăр», — тет.
Сĕрен чӳкĕ
Ака пĕтсен, ăшă кун,
Уй-хир симĕсленнĕ чух
Хавасланать пур чĕр чун,
Ун чух пысăк ĕç те çук.
Çав вăхăтра пур ялпа
Сĕрен чӳкне тăватчĕç,
Пит авалхи йăлапа
Пĕтĕм ял-йыш шавлатчĕ.
Ĕçе пуçлатчĕç яшсем.
Ирех хусканса вĕсем,
Ушкăн-ушкăн пĕрлешсе,
Килтен-киле çӳресе
Пуçтаратчĕç чӳк валли
Тĕрлĕ юр-вар, çимелли.
Аш, çу, кĕрпе, çăмарта
Чылай пухатчĕç ялта.
Кашни йĕкĕт аллинче —
Пилеш е хурăн хулли.
Ку йăла халь, эх, тĕнче, —
Чăн-чăнах та ял кулли!
Çав хулăпа çамрăксем
Кашни кĕнĕ кил-çуртрах
Кам тĕл пулнă — кăшт сĕлтсе
Кăшкăратчĕç ушкăнпах:
— Сĕрен, Сĕрен, çак киле
Чир-чĕрсенчен хӳтĕле!
Кам чирленĕ — час сыват!
Усал-тĕселтен тасат!
Сыввисене сыв упра!..
Инкек кайтăр ку çуртран! —
Тетчĕç вăраххăн тăсса,
Юрланă пек кăшкăрса.
Мĕн тес?.. Тухтăрсем пулман.
Чир-чĕрсенчен хăтарма
Турра йăлăннă ялан.
Чир-çке савăнма паман...
Юр-варсене пуçтарса
Пĕтĕм яла çаврăнсан
Ват çыннисем ял çумне
Тухатчĕç вар хĕррине.
Яшка, пăтă, тинкĕле
Пĕçеретчĕç хуранпа.
Халăх йышлă килмелле...
Хăшĕ тухать сăрапа.
Апат пиçнĕ вăхăтра —
Пĕтĕм çамрăк уявра.
Уй тӳпинче — ват юман.
Е хыр, чăрăш, хурама —
Лартăр пĕр-пĕччен, — аван
Вăл Сĕрене чыслама!
Çамрăк халăх шавласа
Юман тавра çаврăнать,
Хулăсемпе сулласа
Вăл Сĕрене тархаслать:
«Сĕрен, Сĕрен, илт, хĕрхен
Сыхла пире чир-чĕртен!»
Юлашкинчен йĕкĕтсем
Чĕрĕ çăмарта илсе
Юман урлă переççĕ,
Çăмартисем ӳкеççĕ
Çӳллĕ юман леш енне —
Симĕс çеремлĕх çине.
Нумай çăмарти ванать,
Пат! ӳкет те саланать.
Тепле, сайраран кăна,
Хăш çăмарти тăрăнать
Шĕвĕр пуçĕпе çĕре.
Ванмасть,
Выртать —
Ку телее пĕлтерет!
Уншăн пурте хĕпĕртет.
Сĕрен йывăçĕ тавра
Юрла-юрла çаврăнсан
Вăйă-кулăнах вара
Ушкăн-ушкăнпа кунтан
Каяççĕ чӳк çырмине.
Унта ырă Сĕрене
Ваттисемпе кĕл тума
Хутшăнаççĕ пур йышпа.
Кĕлĕ пĕтсен каçченех
Ĕçсе çиеççĕ хĕрсех...
Сĕрен чӳкĕ кичем мар,
Çавăнпа ку уява
Пурте тухаççĕ вăр-вар, —
Хутшăнаççĕ шăв-шава...
Çимĕк
Сĕрен кунĕ хыçĕнчен
Çинçе-çимĕк час çитет,
Яш-кĕрĕмсен, хĕрĕсен
Чунĕ-чĕри çĕкленет.
Каçсеренех урама
Ача-пăча тăкăлать,
Чăваш ялне чун пама
Вăйă вылять те юрлать.
Çитет Çимĕк çиçтерсе,
Йăлтăртатса вĕçтерсе:
Кӳрет хăйĕн илемне
Хирсене мар, ялсене.
Ял-ял тăрăх кашни кун
Кĕрлет, сĕрлет туй та туй..
Вĕрет, хĕрет çамрăк юн, —
Мĕскер ун чух симĕс уй!?.
Çинçе-çимĕк шăвăнать —
Çĕртме сухи çывхарать;
Вăйă, туй та лăпланать,
Шăпăр-купăс пытанать.
Шавлă вăхăт иртнипе
Ял пушшăнах туййнать,
Çăмăл йĕкĕт эрнипе
Хăй ăшĕнче тунсăхлать.
Вĕçкĕн çимĕк тумтирри
Арча тĕнне вырнаçать;
Каччи, хĕрĕ, мĕн пурри
Çулма, вырма пуçтарăнать.
Ваттисен кунĕ
Авăн пĕтсен, кĕркунне,
«Ватти кунĕ» пулатчĕ.
Кашни кил-йыш ун чухне
Вилнисене хыватчĕ.
Ватти кунне чысласа
Ялан хисеп тумалла,
Вилнисене асăнса
Пысăк выльăх пусмалла.
Çав кун тĕлне масарти
Пĕтĕм виле хускалать,
Кашни çуртăн кил-карти
Лăчах çавсемпе тулать;
Вĕсем çитес тĕлелле
Апат хатĕр пулмалла;
Каçалапа ял вĕçнелле
Çимеллисем тăкмалла.
Ĕçме-çиме памасан
Виле чун вăл çырлахмасть,
Асăнмасăр хăварсан
Кил-çурт ыррине курмасть..
Мĕн пур Ватти кунĕнчен
Чи палли вăл кĕркунне:
Кĕр сăрине ĕçиччен,
Шывсем пăрланнă чухне...
Сулхăн, тĕксĕм кĕркунне.
Йĕпхӳ çумăр лăстлатать
Е хуралтă çисене
Мамăклă юр шуратать.
Çак вăхăтра ялсенче
Чăваш пумилкке тăвать,
Тĕттĕм хура пӳртĕнче
Апат-çимĕç янтăлать.
Алăк енчи кĕтесре
Авăс çурта чăлкăшать,
Çурта çути сĕм пӳртре
Аран-аран çутатать.
Çутнă çурта умĕнче
Ларать лутака сĕтел;
Тĕрлĕ апат ун çинче:
Юсман, пăтă, йӳç кĕсел...
Çĕрле пулсан, çур каçра,
Каяççĕ тет вилесем.
Тĕттĕмре, тăп урамра
Курнаççĕ те тет вĕсем.
Йынăшаççĕ тет часах
Тухса каяс килментен;
Макăраççĕ тет хытах
Уйрăлнă чух тĕп килтен,
Ялтан тухнă чух çавсем,
Юр пек шап-шур мĕлкесем,
Пуçĕсене лăшт усса,
Ушкăн-ушкăнпа утса
Пыраççĕ тет шăп кăна, —
Каяççĕ тет çăвана...
Тĕрлĕ сăмах, тем те пĕр
Калаçатчĕç çакнашкал, —
Хăлху çех ан йĕрĕнтĕр!
Эп калани ку — сахал...
Юлашки сăмах
Эпĕ хам та çаксене
Ĕненнĕ çав ĕлĕкрех.
Пĕрре, пĕр Ватти кунне,
Çур каç çитсен, тĕттĕмре,
Лупас çине улăхрăм.
Курас терĕм «вил-чуна».
Масар енне хыт пăхрăм.
Вырт, вырт — шăнтăм, тăмана!
Нимĕн те çук: ни çынни,
Ни йĕни, ни йынăшни!
Таçта анчăксем кăна
Вĕркелеççĕ хăш-пĕр чух.
«Ахаль пуплеççĕ çакна!
Çук, суя ку! — терĕм. — Çук!»
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...