Анданте-Ариетта
Ăсатрăм çулçă — сарăм хыççăн сарăм.
Мана ăсатрĕ çулçă, ыр сунса.
Умри çул кăкăрне нумай таптарăм,
Ыран патне çитесшĕн ăнтăлса.
Мĕн чухлĕ шухă ĕмĕт парнелерĕм!
Мĕн чухлĕ парнелерĕм чĕр вăй-хал!
Анчах Ыран —
— Çитет! — теме пĕлмерĕ.
Мĕн чул парсан та... Пурпĕрех — сахал.
Çул иртнĕçем ӳссех пырать-çке парăм...
Те тупсăм ытларах?
Те çухату?
Умри мăн çул...
Шавах чупать, мăнтарăн...
Унпа пулмарĕ пурăнса тату.
Умри мăн çул...
Ытарлă ăш çунтармăш —
Чуна вăратнă, сывă ырату.
Ăçта-ши яшă чухнехи пултарăм?! —
Текех ман пулмĕ ĕнтĕ çухату!
Каллех тапса килет ума хĕв шухăш!
Кĕрхи сăнра пĕр чĕптĕм çук синкер.
Унчченхиллех пулам-и, акă, шухă?! —
Вак-шак нушашăн тухмĕччĕ тинкем!
Пĕлӳ те, вăй та ĕнтĕ халĕ хаклă.
Пĕлетĕп эпĕ перекет мĕнне.
Кун-çул ăшши илемлĕ те артаклă,
Шав илĕртет вăл, шантарса çĕнне.
Анчах каять карти-карти хур кайăк...
Шутларăм, хĕрĕх саккăрăн иккен.
Чун хĕсĕнет вĕсем ăсаннă майăн.
Ман кăмăл-сунăм уйрăлчĕ икке.
Пурăннă чух пурнас та пек. Ĕçлес пек.
Пурне те ĕлкĕрес пек туйăнать.
Тен, çавăнпах перекетне пĕлместпĕр?! —
Пĕлӳ те, хал та шелсĕр тăкăнать.
Иртен çулсем çĕтмеççĕ, тен, хыпарсăр?
Кĕтеççĕ, тен, мана таçта малта?
Çав суд умне тăрсан, — пулаймăн харсăр,
Тӳрре тухмашкăн тупăнмĕ сăлтав...
Ах тур анчах! Çав суд-шим ман Ыранăм?
Те ырласа кĕтес? Те — хурласа?
Манра вăл тӳрĕ кăмăллăх шыранă.
Курасшăн пулнă ман чуна таса.
Ун кăмăлне епле эп тивĕçтерĕп?
— Вуншар çулсем пуçтарнă опытах
Çитет! — тесе-и эп ăна пĕлтерĕп?!
Ырри, усалĕ... Кĕрĕ-ши шута?!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...