Тухтăр патĕнче
Пăлтăрта çил улать, йынăшать, кил карти енчи кантăкă çиллессĕн юрпа сапать... Хĕреççи шурă тутăрне çамки çинех антарса лартнă та чĕркери ачине пăхса шăппăн ĕсĕклет. Ача, икĕ çултискер, эрне каялла çеç чăп-чăмăр пит-куçлă, пулă пек сиккелесе вылякан ачаччĕ. Халь акă вăл паллама çук пĕтсе кайнă. Çунса тăракан куçĕсем сӳннĕ пекех, куç хупаххине те çĕклеймест, сăн-пичĕ шуралнă, алли-урине лĕнчĕр янă, пуçĕ каялла каçăрăлса ларнă. Вăл маччасăр пуçне урăх ним те курмасть, месерле вырттарсан аяк çине çаврăнса ӳкет. «Мĕн туртса лартрĕ-ши мăйне?» — тет Хĕреççи куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса. Унтан чăтаймасăр сасăпах ĕсĕклесе йĕрсе ярать, анчах, ачи вăранасран шикленсе, самантрах чарăнать. Шикленни ахалех: ача вăранмасть, вăл икĕ кун ĕнте шăл шурри те кăтартмасть.
— Эх, ытла хăрушă чирпе чирленĕ-çке ачу. Кăмăлпа йывăра ан ил те, çын пулайĕ-ши унран? — тет кӳршĕ арăмĕ. Лампа çути ачан шуранка пичĕ çине ӳкет, амăшĕ ачине марльăпа витет. Стена çинчи çехет вун иккĕ çапать.
— Эппин, тухтăр патне маларах каймалла пулнă...
— Ятăм, çийĕнчех ятăм та, тĕл пулайман-çке. Таçта, урăх яла илсе кайнă тет. Ара таçтан-таçтан та çӳреççĕ тет те ун патне. Паян таврăнмалла терĕç, тĕл пулаять-ха ашшĕ...
— Ку сирĕн тухтăрпа сывалмалли япала мар, ачам, — тет кӳршĕ карчăкĕ.
— Кам та пулин тухатса пăснă ăна... Сирĕн çурт хыçĕнчи çăка питĕ тытать теççĕ. Çавăн туратне хуçнă темерĕн-и?.. Мĕн те пулин асăнса пăрахмаллаччĕ...
— Ун пеккипе аппаланман та хальччен — пĕлместĕп, — тет Хĕреççи.
— Иван Иванович мĕн калĕ-ха ĕнтĕ?
— И-и, тухтăрсем вĕсем чăваш йăли-йĕркипе пăсăлнине ним тусан та сыватаймаççĕ, ачам. Каларĕ тесе калăн акă... — çаплах хăй сăмахĕ çине тăма пăхать кӳршĕ карчăкĕ.
Кил карти алăкĕ шалтлатать. Çенĕкрен тӳнклеттере-тӳнклеттере ура шаккани илтĕнет. Алăк уçăлать те — пӳрте сивĕ сывлăш йăтăнса кĕрет, вăл сирĕлсен унта икĕ арçын, тăлăплăскерсем, тухса тăраççĕ. Пĕри — ачан тăван мар ашшĕ. Тепри — вăтам пӳллĕ, хура шĕвĕр сухаллă, хĕрлĕ сăнлă арçын. Унăн аллинче пĕчĕк хура чăматан.
— Ну, ача мĕнле? — ыйтать вăл пӳрте кĕнĕ-кĕменех уçă сасăпа. Ăшă шыв парăр-ха, алла çăвас...
— Мĕнле çиткелерĕр? Иртĕр-ха, иртĕр. Çанталăкĕ ытла хăрушă та... — текелесе Хĕреççи кăмака умне тухать.
— Ытла çавăрттарать. Куçа-пуçа уçса пăхма çук. Юрать лаши çул тытаканскер те. Шăнасса, Иван Иванович шăнчĕ пулĕ ĕнтĕ, — тет кил хуçи тăлăпне хывса.
— Эпĕ хăнăхнă. Кун пеккисене кăна мар куркаланă, — тавăрать Иван Иванович. — Ĕçĕ çавнашкал та... Ачи ăçта-ха?!
Иван Иванович ача вырăнĕ патне пырать, куçлăх витĕр ун пит-куçне пăхать, мăйне, хырăмне хыпалать.
— Хырăмне мĕнле майпа çӳле хăпартса янă эсир? — ыйтать вăл никам çине пăхмасăр.
— Варне хыпаласа макăрать те, шăлтăм, — тет Хĕреççи.
— Кам хушрĕ вара апла тума?.. Пыршисене çӳле шăлса лартнă та — сывлаймасть ача... Чĕри çине, ӳпкисем çине пусать...
— Ара кӳршĕ арăмĕ вар ыратнине çапла шăлсах юсать те...
— Кӳршĕ арăмĕсене пит итлетĕр-çке эсир. Медицина сирĕншĕн йыт çӳппи. Сыват ĕнтĕ акă халь кӳрше арăмесем хыççăн... — Унтан кăшттăхтаса тăрать те: — Сирĕн ачан менингит. Кашни кун мăйĕнчен укол тăвас пулать. Пĕр-икĕ кун малтантарах укол тунă пулсан çăмăлрах иртетчĕ, — тесе хушса хурать.
2
Курнар вăрманĕ хĕрринчи çулпа пĕр урапа килет. Урапа çинче çурăмсемпе сĕвенсе, урисене икĕ еннелле ярса икĕ çын ларса пыраççĕ. Пĕри тилхепине турткалать, тепри, хура хулăн карттус, кивĕрех плащ тăхăннăскер, пĕчĕк хура чăматанне аллинчех тытса пырать.
— Эй, юлташ, — кăшкăрчĕ вăл урапи ман тĕле çитсен. — Эсĕ Хурăнкассем пулмастăн пулĕ те?
— Хурăнкассем, — тавăртăм эпĕ.
— Эсе Николай Миронович ачи мар-и?
— Çук. Шăнкăрчăн...
— Э-э, каçар эппин...
Лаша яртлаттарса малалла чупрĕ. Старик чылайччен ман еннелле пăхса пычĕ. Эпĕ те чăматана лартсах каялла çаврăнса пăхрăм. Тахçан таçта курнă пек туйăнать ку çынна. Тăван ялта çичĕ çул пулман пулин те, ку хамăр ялсем маррине тавçăрса илтĕм. Тен, палланă, курнă çын та мар пулĕ; чăвашăн ахаль йăли çапла — хирĕç пулакан çынпа сăмах хушмаллах вара.
Илемлĕ кунти вырăн. Йĕри-таврах вăрман: Куканар. Сăпайвар, Малтивар — кусем пурте вăрман ячĕсем.
Çакăн пек илемлĕ тавралăхра масар пирки пуçа шухăш та килес çук. Анчах эпĕ хам сисмесĕрех Куканар кĕтессинчи масар çине пăрăнса кĕтĕм. Атте тăпри çинче чарăнса тăтăм, унтан пусăрăннă кăмăлпа кил еннелле утрăм. Тахçан анне каланисем аса килчĕç: «Эсĕ ачаллах Куканар масарĕнче выртмалласкерччĕ, — тетчĕ вăл. — Икĕ çулта чухнех пуçу каялла туртăнса ларнăччĕ. Тавах çав Иван Ивановича. Çав хăтарса хăварчĕ...»
Эпĕ Иван Ивановича пĕр вунă çул каялла, Панклири атă-пушмак çĕлекен мастерскойра ĕçленĕ чух курнă. Çулталăк çурă ученикра ĕçленĕ хыççăн ĕçе вĕренсе çитнĕччĕ эпĕ ун чух, Иван Иванович атă юсама пырса панăччĕ. Утнă чух нăтăртаттăр тесе тĕпне хурăн хуппи хурса, çупа вĕретнĕ сăмалапа сĕрсех тĕпленĕччĕ эпĕ унăн аттине. Çав атта илме пырсан курнă ĕнтĕ эпĕ ăна юлашки хут.
Мана вăл ун чухне шкула çӳременшĕн ятланăччĕ.
Ку таврара Иван Иванович пек чаплă, хисеплĕ врач урăх çук тенине эпĕ ачаранах илтнĕ. Пирĕн мастер, Кузьма Гордеевич та ун çинчен час-часах калаçкалатчĕ. «Иван Иванович мана вилĕмрен çăлса хăварчĕ», — тетчĕ вăл. «Иван Иванович чăваш йăли-йĕркипе чирленине те сыватма пĕлет», — тетчĕç ун çинчен хĕрарăмсем. Мĕнле врач вара вăл, чăваш йăли-йĕркине сыватма пĕлекенскер? Чăваш йăли-йĕрки тесе пирĕн енче тĕрлĕрен вĕрӳ-суру чĕлхисемпе, «асамлă мелсемпе сыватма пултарнине» каланă. Ун пек çынсем хутран-ситрен халĕ те пулаççĕ-ха.
Пурăнать-ши вăл халь, çав чăваш йăли-йĕркисене эмелпе юсама пултарнă Иван Иванович?
— Э-э, вăл халĕ те Йӳçкасси больницинчех, — терĕ мана анне тепĕр кунне. — Ĕнер кăна пирĕн яла килнĕччĕ-ха. Алешка ачи чирленĕ те... Кайран пĕри çумăр витĕрех Какаçа илсе кайрĕ — такам чирленĕ. Çул çинче хирĕç пулмарĕ-и вара вăл сана? Эс килес умĕн çеç тухса кайрĕ-çке.
Эпĕ лав çинче хура чăматан тытса пыракан çынна курни çинчен каларăм.
— Çавах, çавă... Ара, мĕнле паллаймарăн, ачам. Вăл сана сыватнă вĕт. Яла килсен яланах ыйтать, çырать-и тет. Сăн ӳкерчĕкӳсене пăхать, — кӳреннĕ пек каларĕ анне.
Эпĕ Иван Ивановича кайса курма шутларăм. Анне каланă пек «кăштах ӳсĕркеленĕшĕн» мар, манăн ăна курас, тав тăвас килчĕ.
Йӳçкасси больници ял хĕрринче ларать. Шурă халатлă хурăнсем больница тавра пуçтарăнса тăнă. Хăйсем хĕрлĕ хĕç тимĕр витнĕ çӳллĕ çурт çине ӳпĕннĕ. Вĕсен çемçе те çинçе турачĕсем шерепеленсе, хĕрарăмăн сапаланнă çӳçĕ пек, сĕвемĕн-сĕвемĕн çурт çамки çине усăнса анаççĕ, çилпе вĕçкелеççĕ. Аялта — виçсе татнă çамрăк акацисем пĕчĕк ачасем амăш кĕпи аркинчен çакланнă евĕр хурăнсем çумне йăпшăннă. Больница тавра — решетке, шалта — хитре пахча, тĕрлĕрен çуртсем...
Эпĕ больница умне çитсе чарăнтăм. Темшĕн кĕме аван мар пек. Мĕн калас-ха манăн ăна, хама вилĕмрен хăтарса хăварнă çынна?
Пирус тивертсе ятăм та карта кĕтессинчи курăк çице лартăм. «Кĕрес мар, — шутларăм эпĕ. — Мĕн ĕç вăхăтĕнче чăрмантарса çӳрес?..» Çак самантра каялла çаврăнса кайма та хатĕрччĕ, анчах ĕç урăхла çаврăнса Арман енчен аслă çулпа килекен хĕр ача ман тĕле çитсен чарăнчĕ те сывлăх сунчĕ. Пĕчченех карта кĕтессинче ларнăран хамран хам именсе хĕре юриех курмăш пулса ирттерсе ярасшăнччĕ.
— Ларатăн? — терĕ хĕр ача.
— Ларатăп-ха, — терĕм ун еннелле çаврăнса. Эпĕ ăна тин палласа илтĕм. Ку пĕлтĕр пединститут пĕтернĕ хĕр ача, теветкел питлĕ-куçлăскер. Ăна Юля тесе чĕнетчĕç. Пединститутра хам та пĕрре мар куркаланă, анчах вăл Йӳçкасси хĕрĕ пулнине пачах пĕлмен.
— Хăй çук-им? — ыйтрĕ вăл эпĕ Иван Иванович патне килнине пĕлсен.
— Таçта, ялсене кайнă терĕç, — персе ятăм ним шухăшламасăрах.
— Паян ниçтах та каяс пек каламастчĕ-çке, — терĕ Юля, унтан чӳрече енне çаврăнчĕ: — Иван Иванович çук-им? Çак ача шырать те...
— Кунтах вăл, — терĕ чӳрече умне пынă шурă халатлă хĕр. — Хăй пӳлĕмĕнчех. Паян ниçта та кайман-ха... Питрен-куçран вут тăкăнчĕ...
Эпĕ больницăна кĕтĕм. Алăкра — шуралнă шĕвĕр сухаллă, кăвакарнă чăпар çӳçлĕ, типĕтнĕ пан улми пек пĕркеленчĕк питлĕ, вăтам пӳллĕ старик курăнса кайрĕ.
— Кĕрĕр, — терĕ вăл лăпкăн.
Мана яла таврăннă чух хирĕç пулнă старик шăпах çак çын пулчĕ. Иван Иванович йывăр аттипе таклаттарса пырса хуллен кăна сĕтел хушшине ларчĕ.
Вăл самаях ватăлнă. Вунă çул каялла çӳçĕсем те кăшт-кашт çеç кăвакаркаланăччĕ, шĕвĕр сухалĕ те хураччĕ. Пĕвĕ те кукăрăлса пĕчĕкленнĕ, пӳрнисем çеç типсе вăрăмланнă пек туйăнаççĕ.
— Ну, мĕн ыратать, çамрăк ăру?
— Ыратасси нимех те ыратмасть те, — терĕм эпĕ аптарса, унтан çавăнтах анне каланине аса илтĕм: — Эпĕ хăш чух ӳсĕркелетĕп...
Иван Иванович ман кăкăра темиçе тĕлтен итлесе пăхрĕ.
— Эсĕ вăкăр пекех сывă, — терĕ вăл юлашкинчен. — Мĕншĕн табак туртатăн?.. Çавăнтан ĕнтĕ вăл ӳсĕресси.
— Хăтланса пăхрăм та — пăрахаймарăм.
— Пăрахаймарăм, — йĕкĕлтесе илчĕ Иван Иванович. — Сирĕн «чун вăйĕ, хайла» текенни табак туртма пăрахмалăх та çук пулсан — мĕн хальхи саманари çамрăк ятне илтес?.. Эпĕ ку тарана çитсе те çăвара хыпса курман. Табак туртни, эрех ĕçни, вăрлани — вĕсем пĕр пекех çынна пĕтереççĕ... Хăш ялсем?.. Хурăнкассисем-и?
Эпĕ хам çинчен каласа патăм.
— Э-э, эсир пит час паллами пулнă-çке, — кулса илчĕ тухтăр, — эпĕ сана мĕн пĕчĕкренех астăватăп...
Вăл хăй шухăшне пĕтереймерĕ — пӳлĕме чирлĕ çынна илсе кĕчĕç.
— Акă мĕн, хам ача, кĕçĕр ман патăмра çывăрса каятăн, — терĕ те Иван Иванович, вара çурăмран лăпкаса ăсатрĕ.
Каç пулсан ун патне каятăп. Кил картинче шакканă сасă илтĕнет — Иван Иванович урапа хупĕ çапать иккен.
— Пахчаран çĕр улми турткалама пĕчĕк урапа туса парас терĕм-ха. Пĕлнĕ ĕçе пăрахас килмест, ĕлĕк платник пулнă та...
Хулăн хуп парăнасшăн мар: ăçтан килчĕ унтан мăкăрăла-мăкăрăла çӳлелле тапать. Иван Иванович урапа çине хăпарса тăрать, хупа атă кĕллипе таптаса урапа çытарĕ тĕлĕнчен пăта çапса лартать. Пĕркеленнĕ хыткан алăсем, кăштах чĕтреççĕ пулин те, мăлатука çирĕп тытаççĕ.
Иван Иванович мана пӳрте ăсатать.
— Малалла ирт, — сĕнет хваттер хуçи хĕрарăмĕ. — Унта Юля пур.
Малти пӳлĕмре таçта кайма хатĕрленнĕ Юля кулкаласа тăрать.
— Эсир кунта пурăнатăр-и вара? — тĕлĕнсех каятăп эпĕ.
Иван Иванович Юльăсем патĕнче вунçичĕ çул пурăнать иккен.
Малти пӳлĕмре чечеклĕ чентĕрсемпе витнĕ икĕ кравать. Стена çумĕнче — сехет, сăнӳкерчĕксем, кĕтесре — репродуктор.
Сĕтел çинче тĕрлĕрен медицина кĕнеки купаланса тăрать.
«Уй урлă каçсан хырăм выçать» тесе мана та хăйсемпе апата чĕнчĕç.
— Çăкăр-тăвартан асли çук, ачам, — тет карчăк. — Çăкăр-тăвар умĕнче тархаслаттарса тăмаççĕ.
— Авланман-и-ха? — ыйтать Иван Иванович, унтан кăшт куларах çапла хушса хурать: — Вĕренсе тухмасăр кирлĕ мар... Кайран ак хам хĕрех парап.
Эпир харăссăн кулса ятăмăр.
— Кĕçĕнни ман Канашра, хам пекех фельдшера вĕренет-ха, килес çул пĕтерет ĕнтĕ. Çавă çеç юлчĕ. Иккĕшне качча патăм.
Тата пăртак шӳтленĕ хыççăн калаçу урăх енне куçать.
— Ĕлĕкрех çав вĕрӳ-суру чĕлхисемпе, тĕнсемпе аппаланакансем нумайччĕ. Пире шанмаççĕ... Пĕр-пĕр шăрпăк-кĕлпĕк кĕнипех вилсе каять çынни, çук, пирĕн пата мар, юмăçа каяççĕ...
Апат çинĕ хыççăн Иван Иванович пире сада чĕнчĕ. Ку сада вăл хăй лартса хăй ӳстернĕ иккен.
Юля шурă платйине вĕлкĕштерсе малалла чупса кайрĕ.
Иван Иванович çĕртенех юпленсе ӳснĕ пысăк улмуççи умĕнче чарăнчĕ.
— Ак çак улмуççин пĕр юппи пĕлтĕр кĕркунне чĕрĕлсе анчĕ. Касса пăрах теççĕ мана çынсем. Итлемерĕм, тăратса лартрăм, тăприне чавса çемçетрĕм, тислĕк тултартăм та çиелтен каллех серĕмпе витсе лартрăм... Кур, халь вăл епле ашкăрса ларать!
Тухтăр кăтартнă улмуççи чăнах та ыттисем пекех тураттине аран çĕклесе ларать.
— Чирлĕ çын та çавнашкалах, чĕрĕлетех тесе сыватма тытăнатăн тăк — сывалатех...
— Иван Иванович, — терĕ Юля, виçĕ хĕрлĕ улма татса пирĕн ума пырса тăнăскер. — Миçе çынна сыватнă пуль эсĕ ку тарана çитиччен?.
— Ăçтан пурне те астуса çитерес? — терĕ тухтăр. — Революци пулнă çулах ĕçлеме тытăннă та... Хам аллăмпа хам сыватни пĕр пилĕк çĕр çынран иртет пулĕ...
Садри çамрăк çĕмĕрт çил вĕрсен кăтăкла ача пек ниçта кайса кĕрейми хуçкаланать. Темĕнле кайăк шăхăрса илет.
Чĕрере темĕнле хаваслă та сапăр. Иван Иванович манпах калаçать:
— Врача пĕр вырăнта нумай ĕçлени пулăшать. Халăх чĕрине вĕренсе çитес пулать, ун умĕнче ырă ят пултăр. Чирлĕ çын сана шанмасть, сыватасса ĕненмест пулсан, ăна сыватма йывăр...
— Пилĕк çĕр çын ытла сыватнă тетĕн, хăвăн пĕтĕмпе те пĕр медаль анчах, — таçтан килсе тухрĕ Юля.
— Акă, — Иван Иванович ман çине кăтартрĕ, — хам вилĕмрĕн чĕртнĕ çын сума суса килсе курни — маншăн темĕнле орденран те хаклăрах... Вĕсем пĕрре мар вĕт... Сана та эпех сыватнă... Манăн тухтăр дипломĕ те çук. Военно-фельдшерски шкул çеç пĕтернĕ эпĕ...
— Ну, айта, кинона каяр, Иван Иванович. Çитĕ пире садра çӳресе, — терĕ Юля.
— Эсир кайăр. Манăн ĕç пур-ха, больницăна кайса пăхас пулать, — тет Иван Иванович.
Эпир Юльăпа кино кайса куртăмăр. Çул çинче те, кинора та ăпăр-тапăрсем çинчен çеç пĕр-пĕрне нимĕнпе те хирĕçлемесĕр, майлă та майлă калаçкаларăмăр. Киле таврăнсан вăл мана малти пӳлĕме вырăн сарса пачĕ, эпĕ вара питĕ канлĕ çывăрнă.
4
Ирхине эпĕ тăнă тĕле Иван Иванович çукчĕ. Сехет йĕпписем улттă иртни вун пилĕк минут иккенне кăтартаççĕ.
— Терĕсех çӳрет-и? — ыйтрăм эпĕ Иван Иванович ĕçе кайни çинчен пĕлсен.
— Ĕнер çеç радиолăпа тĕрĕслесе янă, — терĕ Юля амăшĕ. — Ыйхи те унăн шăпчăк ыйхи пек те — пĕрре те канлĕ лăпланса çывăрмасть... Больницинче чирлисем пур пулас та...
Унпа сыв пуллашмасăр кайма аван мар пек туйăнчĕ. Ăна больница коридорĕнче тĕл пултăм.
— А-а, хам ача, — терĕ вăл сасартăк чарăнса. — Ну, шăнман-и кĕçĕр?.. Лайăх çывăртăн-и? Эпĕ обхода тухрăм-ха... Ак, тăхăн халат...
Эпир шурă халатсем тăхăнса коридор тăрăх утрăмăр, часах палатăна кĕтĕмĕр. Кĕтесри кравать çинче простыньпе чĕркенсе хĕрарăм выртать.
«Ну, вар мĕнле, кинемей?», «Ну, пуç мĕнле?», «Çăмăлтарах-и?» — ыйтать тухтăр кашни палатăрах.
«Уçăлтăм ĕнтĕ, киле каймалла пуль», — тавăраççĕ ăна чирлисем.
«Выртăр-ха, выртăр», — тет Иван Иванович, кăшт кулакансемпе шӳт туса илет:
— Вăт... кул, кул... Кулни — сывлăхушăн усăллă. Çыннăн талăкне сехетрен кая мар кулмалла...
Тепĕр пӳлĕмрен «Çăлтăр куçсем, çĕмĕрт куçсем....» тесе юрлани илтĕнет.
— Кусем трахомлисем, — тет Иван Иванович. — «Çăлтăр куçсем...» сӳне пуçланă-ха вĕсен... Пĕтĕмgе вунпĕр çынччĕ те, виççĕшне имлесе кăлартăмăр ĕнтĕ. Усал чир вăл, çав тери усал. Ниепле те тĕппипе пĕтерейместпĕр-ха.
Çак вăхăтра Иван Ивановича пĕр çын кĕтни çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ сыв пуллашса уйрăлтăм.
5
Çакăн хыççăн темиçе кун иртсен манăн хам ĕçпе каллех Йӳçкассине кайма тиврĕ.
Нӳрет тĕлĕнче, комбайн кĕреймен çырма-çатраллă вырăнта, колхозниксем тырă выраççĕ. Çакăнта, хĕрсе ĕçлекен хĕрарăмсем хушшинче, эпĕ кĕтмен çĕртенех Иван Ивановича куртăм.
Иван Иванович пĕр çамрăк хĕрарăма — ĕçе патист тутăрпа тухнăскерне хӳтĕлет.
— Тĕрĕс, хĕрĕм, — тет вăл. — Атту, пур пирĕн хăш-пĕр айтурухсем... Ĕç çине тухса каять те, çăвĕпе урайне çумасть, хĕлĕпе мунча кĕмест, пуç çинчи тутăрне те çуса çыхма ӳркенет, пĕрчи палăрмасть вара, тăла варри пек...
Иван Иванович умне тепĕр хĕрарăм ачине йăтса пырать. Ачи, пысăк хырăмлăскер, тӳрех çухăрса ярать.
— Ытла самăртса янă эсĕ ăна, — тет Иван Иванович ачана унтан-кунтан тĕрткелесе пăхнă хыççăн. — Тутинчен кăкăр сĕчĕпе сĕрсех тăратăн та... Асăрхарăм-ха паçăрах... Кăшт мек! тесенех çăварне чăмлак персе чикетĕн. Япалан виçи пулмалла. Виçĕ-тăватă сехетре пĕрре çитер те, хăть макăртăр, хать çухăртăр — çăварне нимĕн те ан чик. Ачу, ху та сисместĕн, пулă пек тасалса каять. Пăхма пĕлместĕр çав эсир ачана. Нумай пулмасть Хурăнкассинче пултăм-ха... Çавăн пек пĕри ачине чăпăл тунă та сăпкана пăрахса сиктернĕ, чăпăл тунă та — сиктернĕ... Тек вĕртернĕ ачана варкăш çил. Шăннă, ӳпке шыççи ачан...
...Кирек ăçта та хăйĕн ĕç тухтăрăн. Кăшт тăрсан эпир Иван Ивановичпа Йӳçкассй еннелле утрăмăр.
— Юля Шупашкара учительсен канашлăвне кайрĕ-ха. Сана салам унран, — тесе хучĕ Иван Иванович ман çине темĕнле вăрттан пăхса илсе.
Эпĕ унăн шуралма пуçланă çӳçĕ, шĕвĕр сухалĕ, кăмăллă куçĕ çине пăхатăп.
Çук-ха, Иван Иванович ватăлман, — çамрăк-ха вăл, тата нумай çын пурнăçне çăлса хăварĕ.
6
Йӳçкасси мана çавăнтанпа ку таранчченех темĕнле кăмăла туртакан ял пулса тăчĕ, тен, Иван Иванович çавăнта пурăннă пирки пулĕ... Хулара пурăннă чух та час-часах куç умне Иван Иванович килĕ, шурă больница килсе ӳкет.
Кунсăр пуçне тата Иван Иванович пĕрре асăнса илнĕ «Канашра вĕренекенни» пирки те «Мĕнлескер-ши вăл?» тесе шухăшлатăп «Çав тери кăмăллă хĕр вара» тенине илтнĕ май.
Тепĕр çулне эпĕ каллех яла таврăнтăм та чи малтан илтне хыпарсенчен пĕри çакă пулчĕ: Иван Иванович çавăнтах ĕçлет-ха, Юля качча кайнă, «Канашра вĕренекенни» те таврăннă — Йӳçкассинчех ĕçлет...
«Кĕçĕннипе» эпĕ каллех питĕ ăнсăртран паллашрăм.
Хам ĕçе май Чăваш Сурăмне кайнăччĕ те — лавккана пирус илме кайрăм. Лавкка умĕнче пĕр велосипедлă хĕр тăрать. Çуллахи шурăрах сенкер костюмпа хăй, çӳллĕ, патвар. Сăнĕ шуранкарах, куçĕсенче темĕнле именчĕклĕрех вăй сисĕнет.
— Лавкка уçать-ши паян? — ыйтрăм эпĕ.
— Темĕн, — терĕ хĕр. Вăл тавçăрса каланинче урăх нихçан калаçас-илтес çук ют çынна пĕр сăмах хушни çеç сисĕнчĕ.
Эпĕ вара хĕртен тепĕр сăмах та пулин илтсе пĕлес терĕм:
— Эсир те лавккана килнĕччĕ-и?..
— Çук, машин кĕтетĕп... Ку сăмахран та ним уйрăм-уççи пулмарĕ. Хĕр малтан пĕрер сăмахăн çеç тавăркаласа каларĕ, ирĕксĕртен çеç таçта васканă евĕр тата кăштах вĕчĕрхеннĕ пекрех те.
Кĕскен каласан, вăл Иван Иванович хĕрĕ пулчĕ-тăчĕ. Пиччĕшĕн ачине хулана лартса яма килнĕ иккен!
Эпĕ, вăл камне пĕлсен, сасартăках нимле мар пулса кайрăм.
— Йӳçкасси пуххи кун пырса курăр, — терĕ вăл уйрăлнă чух (вăл мана пĕлет иккен).
Кăмăл çиелте пулмалăх калаçаймарăмăр пулин те — хĕр ырă кăмăлли, сăпайли тӳрех курăнчĕ.
Эпĕ пуху кунĕ, чăнах та, Йӳçкассине кайрăм. Иван Иванович патĕнче хăна пултăм. Хĕрне вара пухăра (кунта ярмăрккана çапла калаççĕ) куртăм. Вăл яш-кĕрĕмсемпе хĕр упраçсен ушкăнĕнчеччĕ.
Çакăнтах тата мана Иван Иванович хĕрĕ ашшĕ пекех медицинăра ăстаçă иккенне, ун пирки халăх çинче ырă ят çӳренине каласа пачĕç.
Кайран эпĕ хам килелле утнă чух хаваслă кулла илтсе хыçалалла çаврăнса пăхрăм та ăна пĕр йĕкĕтпе куртăм. (Йĕкĕчĕ унăн хальхи упăшкиехчĕ пулмалла, темĕнле инженер терĕç.)
Ăшра кăштах йӳçенкĕрех туйăм та пурччĕ... Анчах мĕнле сăлтав пур-ха ман çынсен телейĕшĕн пăшăрханма?
Вĕсем мана сывлăх сунчĕç, эпĕ вĕсене телей сунтăм.
Урăх мĕн сунма пулать-ха ырă çынсене?
Çапах та пурăнас, ĕçлес килет çавăн пек ĕçре телей тупнă çынсем хушшинче.
1955-1958
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...