Пĕр ача пурнăçĕпе вилĕмĕ
Майĕпен тĕме тăррине хăпарать Ли, айлăма анать. Чечеклĕ улăхпа иртет. Çул çинче тĕл пулнă вир ани ачана тăван ялне аса илтерет. Тĕлĕнет Ли. Хăйĕн хыçа тăрса юлнă пурнăçĕ ăна урăх çын пурнăçĕ пек туйăнать. Ашшĕпе амăш юнĕ çеç чĕри кутне хунă кăвар пек çунтарса тăрать, хăй патнелле чĕнет.
Паçăрах Ли такăр çултан пăрăннă, хĕвеле çурăм хыçнелле туса, çурçĕр еннелле утатăп пулĕ тет. Ирхине те хĕвел ун çурăмĕ хыçĕнче, кăнтăрла та, каç пуласпа та. Çӳллĕ курăкпа çыхланса, çаран урлă каçать вăл. Анчах тырă ани çине кĕмест, йăранпа çаврăнса тухать. Çĕр ĕçлекен çын ачи, çакăр мĕнле çитĕннине пĕлет Ли: тырра таптани çăкăра таптанипе пĕрех-çке вăл.
Пĕр каç ача пахча хуралçи ӳплинче, тепĕр çĕр пушă хирти ăшă хăйăр çинче ирттерчĕ. Иккĕмĕш каçĕнче çĕрĕпе ун йĕри-тавра темĕнле мĕлкесем çаврăнса çӳрерĕç, ача макăрни, такам ахăлтатса кулни илтĕнсе тăчĕ. Юлашкинчен сас-чĕв лăпланса çитнĕччĕ кăна, Ли чĕç тума çĕкленчĕ те сасартăк кутăн кайса ларчĕ. Ун ик енчен, унпа юнашарах, икĕ чĕрчун тĕпĕрт! тапса сикрĕ, аяккалла кайса çухалчĕ...
Ирхине Ли хĕвел чылай çӳле хăпарсан вăранчĕ. Пуçĕ темшĕн йывăрланса ларнă ун, пичĕ пĕçерсе тарать, тӳсме çук ĕçесси килет ачан. Тарса утма хатланчĕ те вăл пуçĕ туртса кайнипе çĕре пăнкăлт ӳкрĕ.
* * *
Тӳпене талккишпех пĕлĕт карса илнĕ те, хăй ăçталла утнине те пĕлмест Ли. Утать, утать. Хул урлă пуш хутаç çакнă вăл. Сăмсинчен юн кайнă пулнă та, питне Ли сĕркелесе хуратса пĕтернĕ. Сĕнксе пырать-пырать те ача аслă уй варрипе — чарăнса тăрать. Унтан тепĕр еннелле сулăнать. Кирек ăçталла утсан та пурпĕр пулас, пур енчен те тĕксĕм пĕлĕтсем, пушă хир, шăнлăх. Хутран-ситрен çеç ача пуçĕ тĕлĕнчен вĕт-шакăр кайăксем чĕвĕлтетсе вĕçсе ирткелеççĕ. Тапхăр-тапхăр вăл ура çинчех кăтăш пулать тейĕн. Такăнса ӳксен çеç Ли куçне чал уçса ярать те ерипен ура çине çĕкленет. Çавăн пек самантсенчен пĕринче ăна малта сасартăк ешĕл айлăм курăнса кайрĕ. Ката пур-мĕн унта. Çынсем патнерех çывхарсан, пăхрĕ те ача — хăраса тăпах чарăнчĕ. Варăм çивĕтлĕ арçынсене пĕр-пĕринчен сăнчăрпа кăкарнă иккен. Пуçĕсене пĕксе тăнă çынсем кашни хускалмассерен сăнчăр ункисем чăнкăртатаççĕ. Туять Ли: вĕсем ун пек, ун ашшĕ пек çынсемех, Хань ачисем. Китаецсем. Эппин, ма сăнчăрланă вĕсене?
Ку ушкăнтан инçе те мар йывăçсем кутĕнче çĕрте салтаксем апат çиеççĕ. Унталла пĕрре пăхрĕ те Ли унтан урăх куçне те илеймерĕ, мĕскĕн! Япони оккупанчĕсем-мĕнсем теме пĕлмест вăл, ача, тĕнчере 1932 çул иккенне те чухлаймасть, хăйĕн ашшĕпе амăшне çĕрле пырса тытса кайнă пăшаллă ют этемсене çеç курать. Тата хырăмĕ выçнине манаймасть.
...Япони салтакĕсен командирĕ, ача хăйне çăварĕнчен пăхса тăнипе тарăхса, тепĕр еннелле çаврăнса ларать. Пăртакран пуçне çĕклет те вăл каллех ачан выçă куçĕпе тĕл пулать. Çиме тытăннă татăкне офицер, йытта персе панă пек, аяккалла вăркăнтарать.
— Ме, çи кайса, тасал куç умĕнчен!
Ача хушнă çĕрелле каймасть, кутăн чакса-чакса пырса, китаецсен ушкăнне кĕрет. Ли унтан та пулин çаплах хăй çинчен куçне илменнипе урса кайнă офицер, чупса пырса, ачана çынсем хушшинчен карт! туртса кăларать, ăна тепĕр май çавăрса тăратать.
Офицер кайнă-кайман Ли каялла çаврăнса тăрать. Куçĕнче хăйĕн —курайманлăх.
— Ку кам ачи? — çухăрать офицер.
— Манăн! — тет сăнчăрти китаецсен колонни пĕр çын пек.
Офицер ачана пистолечĕпе тĕллет. Пăшал пенĕ пек те туйăнмасть, алăк хупнă евĕр çеç шат! тăвать те, Ли çĕре хутланса анать, юнлă пичĕпе курак çине тăрăнать.
— Ку кам ачиччĕ? — кăшкăрать офицер.
— Манăн! — теççĕ сăнчăрти китаецсем пĕр саспа.
Офицер арестленĕ китаецсен колоннине малалла хускалма хушать, лешсем шакăр! çĕре лараççĕ...
Çывăхри оазисра пурăнакансем килсе виçĕ мăн çынпа пĕр ача виллине пĕр шăтăка тирпейлесе пытараççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...