Пĕр вырăнта тапăртатни
Ярук пичче кашни хĕлех колхоза кĕресси çинчен шухăшласа хурать.
— Хăямата кун пек пурнăçа! Кăçал колхоза кĕретĕпех! — тет, сĕтел хушшинче ача кĕписем сапласа ларакан арăмĕ çинелле пăхса.
— Эпĕ хирĕçместĕп. Анчах ĕненесех килмест-çке-ха эсĕ колхоза кĕрес тенине, — тет Краçук, вунçичĕ çул мăшăрлă пурăнса, упăшкин ăсĕ-йăлисене тĕппипех вĕренсе çитнĕскер.
Çапла пуçланса кайнă калаçăва арăмĕ саплăксем çĕлесе пĕтеричченех тăсать вара пирĕн Ярук. Унтан çил кĕрекен кĕрĕкне тăхăнать те, чĕлĕмне чĕртсе ярса, ял тăрăх çынсем мĕн калаçнине итлеме тухса каять.
Туртăмĕ унăн колхозниксем патнеллех туртать.
Ярука хирĕç колхоз ферминчен икĕ хĕрарăм ĕнесем суса тухаççĕ. Ярук, сухалне уç тупанĕ варрипе шăлса, хăрах куçне хĕссе илет те сăмах хушать çав хĕрарăмсене:
— Ку сĕтне мĕнле валеçетĕр-ха, черет тăрса валеçес тетĕр-и-ха?
— Санăн ĕнӳне черет тăрса сусан та, сĕчĕ çур çулхи ачана пурăнмалăх тухас çук, — тет Ярука хĕрăрăмсенчен пĕри, вăрăмрах кĕлеткеллĕ колхозница, сăмаха çăтăр-патăр татса калама юратаканскер.
Ярукăн колхозниксем çуртри вăрлăхне тасатнине курма каяс кăмăл пулчĕ. Триер патĕнче кускалакан колхозниксем патне пырса тăчĕ.
— Эх, мурилесшĕсем, вырсарникун та ĕçлетĕр!
Колхозниксенчен пĕри, çĕлĕкне пуç тӳпинерех тĕртсе лартса, Ярука хирĕç çапла çапса хучĕ:
— Каллех сăмах ваклама килтĕн-и? Итле, Ярук пичче, эсĕ юрăхсăр элементсен юррине юрлатăн. Ун пек юрласан, хăвна ырă тăваймăн.
Калакана хирĕç пăхмашкăн Ярукăн куç вăйĕ çитеймерĕ, çавăнпа вăл юр çинелле ячĕ именнĕ куçĕсене. Унтан сортировка витĕр тухакан вăрлăха ывăç çине илсе тытса пăхрĕ те нимĕн чĕнмесĕр малалла уттара пачĕ.
Ĕнесене апат паракан Хветуçа курсан, чăтаймарĕ, каллех сăмах хушрĕ:
— Ну, мĕнле, Хветуç, ĕçсем? — терĕ, ура айне пулнă тислĕк муклашкине тапса ярса.
— Хăй майĕпех пыраççе-ха.
— Выльăхусем?
— Ӳпкелешмелли çук. Вĕсем самăр.
— Хӳрисенчен тытса тăратмалла пулман-и-ха?
— Ху куратăн, — терĕ Хветуç, аллинчи патакпа ĕнисем çине тĕллесе.
— Варĕсем ыратмаççĕ-и вĕсен шăршлăскерпе хырăмĕсене тăрантарнă хыççăн? А-ай, ятне мантăм. Мĕнлечĕ-ха çав сирĕн выльăхсене тăрантармалли апат?
— Ан мăшкăлласа тăр-ха, Ярук пичче, — терĕ Хветуç аппа шăл витĕр.— Силоса пĕлместĕн пулать. Ăна çинĕ хыççăн ĕнесем пурте сĕт хушрĕç.
Ярук, кăштах шухăшласа тăнă хыççăн, çапла каларĕ:
— Колхоза кĕнĕренпе эсĕ пире ним вырăнне хуми пултăн, — терĕ шанчăксăртарах тухакан сассипе.
Кăна илтсен, Хветуç аппа тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ.
— Мĕне аса илсе каларăн вара эсĕ ку сăмаха?
Хирĕç каламалли сăмах тупайман пирки нимĕнле мар пулса кайнă Ярук пуçне усса тăвалла сулăнчĕ.
— Ăçта каян капла, Ваççа шăллăм? — ыйтрĕ вăл çуна çинче ларса пыракан çĕнĕ сар кĕрĕклĕ колхозникрен.
— Армана çăнăх авăртма панăччĕ. Çавна илсе килес тетĕп. Ыран пасара кайса сутас.
— Ху çиес юлашки çăнăхна пасара кайса сутсан, хырăму чăттăр-и вара?
— Хырăм валли пур-ха. Кĕркунне авăртса хуниех çĕн тырăччен çитет! — терĕ яланах савăнăçлăн та ăшă кăмăллăн калаçакан Ваççа колхозник, кӳршĕре пурăнаканскер.
Вăл иртсе кайсан:
«Мĕншĕн тăрăхлатăн-ха эсĕ, ухмах пуç, çак колхоз çыннисенчен? Мĕншĕн, тетĕп, мĕн мурĕшĕн?! Вĕсем пурте санран лайăхрах пурăнаççĕ. Раман пек кахаллисем çеç манашкал пасартан илнĕ çăнăхпа пурăнаççĕ. Такам та мана тăмпуç темелле халиччен колхоза кĕменшĕн!» — текен шухăшсем выляса çӳреме тытăнаççĕ Ярукăн пуçĕнче.
Чăнах та, мĕншĕн-ха Ярук колхозниксенчен мăшкăллама юратать? Ялти колхоз ураланса пынăçем унăн, хăйĕн авалтанах хăнăхса çитнĕ пĕччен пурнăçне пăрахса, колхоза кĕрсе ĕçлемелле пулать-çке-ха. Кун пек шухăшсем ун пуçне пырcа аптратнăшăн никам та мар, колхозсемех айăплă пек туйăннă ăна. Тепĕр енчен, колхоза кĕменшĕн хăй çине çилленнипе те чĕлхи унăн çаван пек чарусăр сăмахсем авăртса кăларма тытăннă.
Анчах колхозниксем вăл мăшкăллас тĕлĕшпе каланă сăмахсене пит çыпăçуллăн витсе хураççĕ.
— Тьфу, ыранах кĕретĕп колхоза! — тет Ярук юлашкинчен, çунса пĕтнĕ чĕлĕмне патакки çумне шаккаса.
Анчах ыран та иртет, виçмине те иртет, темиçе эрне те иртет — Ярук çаплах колхозра мар. Пуçĕ каясшăн колхоза, — кĕлетки пымасть, алли каясшăн, — ури пымасть. Пĕр Ярук вырăнне икĕ Ярук пулса кайса, вилĕмлех тавлашаççĕ ун ăшĕнче.
— Эх, тăнсăр çын эсĕ, Ярук! — тет «пĕрремĕш» Ярукĕ. — Колхозри пĕрлешӳллĕ ĕç аваннине лайăх чухлатăн, колхоза кĕместĕн. Йытă эсĕ!
— Ху йытă! — тет «иккĕмĕш» Ярукĕ. — Акă çапла каланăшăн пит-куçăнтан çутăлтарса ярсан!.. Ман халĕ ирĕк: ĕçлес кăмăлăм пур чухне ĕçлетĕп, ĕçлес килмен чухне — кунĕпех сăмса шăтăк чаваласа ларма пултаратăп. Никам та мана сăмах каласа чаракан çук.
— Пăх-ха, йĕммӳ те санăн тахçанах саплăклă-çке!
— Анчах вăл саплăка эпĕ хам ирĕккĕн, тепĕр майлă каласан, самостоятельно ĕçлесе тупнă!
— Колхозăн уйĕсем минерал çăнăхĕсем кураççĕ, машинăпа ĕçленĕ пирки колхозниксен ĕçĕ те ăнăçлăрах, тухăçлăрах пулса пырать. Тупăшĕсем те вĕсен пысăк. Хырăмĕсем те вĕсен тутăрах, çипуçĕ те...
— Тĕрĕс ĕйтĕ, сахал ман тупăш, анчах çав сахал тупăша эпĕ самостоятельно сахал туса илнĕ-çке!
— Колхозниксем тырă вырнă вăхăтра уйрах вĕри апат пĕçерсе çиеççĕ. Эсĕ ун чухне шывпа йĕпетсе хытă çăкăр кавлетĕн. Çавăнпах пулмалла, иртнĕ ĕç çинче эсĕ вар-хырăм ыратнипе аптрарăн.
— Ыратсассăн та вăл ман самостоятельно ыратнă. Çавăн пек нумайччен тавллашаççĕ «пĕрремĕш» Ярукпа «иккĕмĕш» Ярук. «Пĕрремĕш» Ярукĕ тавлашура çиеле тухса ларнă кунсенче, Ярук ĕç çук çĕртенех, паçăр кăтартнă пек, колхозниксемпе калаçкаласа çӳреме тухса каять. Колхоз канцелярийĕ умнелле кунне виç-тăватă хут та пырса, чӳречесем çине шанчăклăн пăха-пăха илсе, иртсе каять. Пĕрре, колхоза кĕме заявлени çырса, колхоз канцелярийĕ патне ултă хутчен çитрĕ. Хапха алăкĕн хăлăпне тытать, уçнă чухне алăкĕ кринклатнине илтет те, вăрă пек, каялла çаврăнса йăпшăнса тарать. Хăш чухне заявлени пама тесе тухсан, пушă витрепе пыракан хĕрарăма тĕл пулать те, телей пулас çук колхоза кĕрсен тесе, каялла уттара парать пуçне усса. Çын таврашĕ питех пымасть ун килне. Хутран-ситрен Йăкăнат Микулайчă çеç кĕркелесе тухкалать, чĕлĕм туртма.
Калаçса ларнă май вĕсем иккĕш час-часах колхоз çинчен аса илеççĕ. Ярук хăй колхоз пирки пуçа кĕнĕ шухăшĕсене кăларса тăратать, Йăкăначĕ хăйĕнне... Иккĕшĕн шухăшĕсем пĕр майлах пек, анчах темле, кашни калаçнă хыççăнах, Ярук пичче темиçе кун хушши колхоза кĕресси çинчен шухăшлама чарăнса ларать.
— Колхоза кĕмелле, кĕмесен май килмест, — тет Йăкăнат.
Анчах унăн «кĕмелле» тенĕ сăмаххисем темскерле «кĕмелле мар» тенĕ майлăн тухса каяççĕ. Ярукăн лайăх шухăшĕсене темĕнле çĕлен сăхса, хăйĕн вилĕм кӳрекен сĕлехине ярса хăварнă тейĕн. Анчах Ярук çавна сисмест. Вăл:
— Чухăнсемпе вăтамсене колхоза кĕмешкĕн кулак таврашĕсем чарса тăрасçĕ, теççĕ пухусенче. Ку шухăш тĕрĕс мар. Сăмахран, Йăкăната илсе пăхсан, вăл ĕлĕк кулак пулнă пулсан та, колхоза хирĕçле сăмах каланине илтмен, — тет, тухса кайнă Йăкăнатăн ура йĕрĕсене шăпăрпа шăлса.
Йăкăнатпа халапланса ларни пилĕк-ултă кун иртсессĕн, пирĕн Ярук пуç мими каллех колхоз пирки дискусси тума тытăнать.
Кунсем, пĕрмаях малалла шуса, пĕрисем вырăнне теприсем тухса пыраççĕ.
— Атте, — терĕ пĕрре Ярук пиччен кĕçĕн ачи, хăрах урипе ашшĕ патнелле сиксе пырса. — Колхозниксем сухана тухнă — уйра тракторсем кĕрлени илтĕнет.
— Мĕн йĕкĕлтесе çӳретĕн кунта! — шăмарса илет Ярук сарă пуçлă ачине. — Акă пĕрре хулă илсен, çав тери лайăх ăшалантарса ярсан, виçĕ кун хушши купарчуна хыçса çӳрĕн.
— Колхоза хăçан кĕрен? — ыйтрĕ арăмĕ, Ярук сарайĕнчен ватă сухапуçне сĕтĕрсе кăларнине курсан.
Ярук, именнĕ пек пулса:
— Тырă вырма тухас умĕн кĕрĕпĕр-ха, — терĕ, йăмăх хура сухалĕ витĕр кăшт кулнă пек туса.
Вăрмансем, урлă, уйсем урлă килнĕ çуркунне хăйĕн тивĕçлĕхне тĕппипех йышăнса илчĕ. Курăксем ешĕре пуçлăрĕç. Ватă сухапуçпех çĕрне чĕркелесе, вăрлăхне кунтăк тĕпĕнчен ывăçла-ывăçла ана çийĕн сапаласа тухнă хыççăн Ярук пиччен колхоза кĕмен чунĕ-чĕри лăпланнă майлă пулнăччĕ-мĕн те... Кайран, темиçе эрнесем пĕрин хыççăн тепри иртсе, кайсассăн, лăпланчăкĕ каллех сӳнсе ларнă. Каллех «пĕрремĕш» Ярукпа «иккĕмеш» Ярук тавлашма тытăннă.
Юратнă вулакан, ку фельетон ман ытти фельетонсенчен йывăртарах тухрĕ, геройĕ çавăн пек йывăр кĕлеткеллĕскер пулчĕ те, çавăнпа пулмалла. Мĕн тейĕн? Колхоза кĕмен-ши вăл çак ыраш вырма тухас умĕн те пулин, тесе ыйтасшăн-и эсĕ? Кĕмен çав. Кĕресси унăн нумаях юлман та, пуçĕ кĕме пуçланă, хыçĕ, кĕлетки кĕреймест-ха. «Колхоза кĕрес-и, кĕрес мар-и?» — тенĕ шухăшсем аптратнă пирки халĕ час-часах вăл çĕр варринчени-мĕн сăлтавсăрах вăрана пуçларĕ, табак туртать... Хушăран-хушăран унăн питçăмартийĕ çинче темскерле тăвăнса, темскерле кĕтсе тăракан кулăш тытăнса тăрать.
Туртăмĕ хăйĕн пурпĕр колхозниксем патнеллех туртать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...