Çӳлти ката тӳпемĕнчен
Çеçпĕл тесен...
Çӳлти ката1 тӳпемĕнчен
Тем анлăш уçăлать инçет.
Пăхса тăратăн нумайччен
Виç йӳплĕ каврăç айĕнчен.
Кăнтăр енче Канаш тăпри
Улăп чукмарĕ пек ларать.
Паян çанталăк тăрă пит,
Вăл çеç шур сĕрĕм кăларать.
Унтах Ухман та Шăхасан,
Унтах Атлаш та Энтрияль.
Яш-кĕрĕм чух тахçан-тахçан
Пăрле тухаттăмăр вăййа.
Шĕкĕр вăрманĕ хĕрринче
Касаккассин кĕске урамĕ.
Унта Куçма Мишши çуралнă
Пăлхавлă ĕмĕр çитиччен.
Ик класлă вулăс шкулĕнче
Çеçпĕл хĕлхемĕ çулăмланнă.
Хресченĕн терт-нуши çинчен
Вăл уççăн çырнă, сăвăланă.
Кавал енчен Чикме таран
Чăваш чĕлхи чĕрĕлессе
Поэт ĕненнĕ ачаран,
Пуç хунă уншăн кĕрешсе.
Шăхасанта та Çеçпĕлте,
Шупашкарта та Теччĕре.
Çеçпĕл çуралнă эрнере
Культура форумĕ кĕрлет.
Çĕн сăвăçсем, çĕн юрăçсем
Поэзи уявне килеççĕ.
Сăввисемпе, юррисемпе
Çеçпĕл ятне çӳле çĕклеççĕ.
Пĕр юптармасăр каласан —
Ку пирĕн тивĕç, пирĕн парăм.
Эп те палăк умне тухса
Хам çырнă сăввăма вуларăм.
Çеçпĕл тесен куç умĕнче
Аслă çерем Шекĕр вăрманĕ.
Хăйĕн хĕрӳ сăввисенче
Вăл çак вырăнсене сăнланă.
Çеçпĕл тесен куç умĕнче
Ват Шупашкар, тĕтреллĕ Атăл.
Инкек çыранĕ хĕрринче
Хурланчăк поэта куратăп.
Çеçпĕл тесен куç умĕнче
Украинăри Остĕр хули.
Унта, хăй тусĕ патĕнче,
Пулман вăл тăшмансен кулли.
Сăрт тăршшĕпе ав Тури Сурăм,
Çтаппан Аслан çурăлнă ял.
Ăна вĕрентекенĕм турăм
ăл Çĕнĕ Шăхале куçсан.
Вăрлăх юманĕ айĕнчи
Вĕлле пек пĕчĕк пӳртĕнче
Кăска çине ларса çыратчĕ.
Унта çуралнă «Алати»,
Унта «Ахрат» роман шăраннă
Хăйне валли юраллă тип
Вăл халăх хушшинче шыранă
Мăн çул çинче ав Анат Сурăм
Кĕçтӳк Кольцов ятне упрать.
Карелире те пур скульптура
Унта пирĕн поэт выртать.
Çырма урлах Кăшнаруйра
Ĕçлет Терентьев Микулай.
Ун пьесисем нумай-нумай
Чап кӳнĕ тĕп театра.
Культура тусĕсем кĕтеççĕ,
«Терентьев мĕн çырать-ши?» теççĕ.
Романçă Николай Максимов
Çак ялтанах, çак касранах.
Мĕн-ши пулать уншăн максима?
Аваллăха тĕпчет, шырать.
Çавал тепĕр енче Ăнтавăш,
Ик ял — Кайри тата Малти.
Вĕсем Ефимовпа мухтанчĕç.
Ăнтавăш çăлĕсем хупланмĕç,
Унта янрать халь çĕнĕ ят —
Юрăç Светлана Асамат.
Кипеч — Чул Кăмака матурĕ,
Сасси ун уçă та таса.
Канашсене пĕр ушкăн турĕ
Шупашкарта чăмăртаса.
Куллен-кунхи пулăмсене
Философ куçĕпе хаклать
Айвансене, йăх-яхсене
Хытах вăрçма та пултарать.
Кушанартан Сергей Вэскер,
Роман çырма ухутаскер.
Пĕр вăхăтрах виç йывăр лав
Туртса пыма ӳркенменскер.
Санькассинчен Ăсан тухать,
Йӳçкассинчен — Тĕрер Иосиф.
Кашни ялтах пур паллă ят,
Мухтавлисем татах ӳсеççĕ.
Аслăял хĕрĕ Сарине
Пит юратать ачасене,
Кашни çулах калав та сăвă
Парне парать вăл вĕсене.
Пуйăс килет те кантăкран —
Саламласа шакканă май
Ăна паллатăп аякран —
Полковник Исемпек Исмай.
Тĕрер енчен хĕвел тухать,
Чуракасси енне анать.
Пуçа килнĕ пур шухăшăм
Пĕр тĕркене çăмхаланать.
Хисеплесе вилнисене,
Телей сунса чĕррисене.
Эппин, сыв пул, Çӳлти ката
Эп манмăп. Килĕп-ха татах...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...