Пин çыннăн — пин шухăш
Пин çыннăн — шухăшĕ те пин,
Тупаймăн пĕр шухăшлине.
Апла хăвах кур-ха эппин,
Мĕнле çын мĕн хăтланнине.
Тĕллев лартать кашни умне
Е ачаллах, е ăс кĕрсен:
Çынна пĕлес тесен камне —
Ун шухăшне малтан пĕлсем.
Хăшне мул çывăрма памасть,
Пуянлăх уншăн чи кирли.
Вилме выртсан та пулăшмасть,
Паллах ку çын мĕнпе чирли.
Сыпать тепри эрех-сăра,
Тăрлавсăр пурнăçĕ иртет.
Тухать ку çын юрăхсăра,
Хăй мухмăрне чĕрте-чĕрте.
Чап çунтарать-çке хăш-пĕрне,
Вăл ĕмĕр уншăн тăрмашать.
Хăй тăмасан та нимĕне —
Вĕчĕрхенет, типет, хавшать.
Курман-и эс суя çынна?
Никам чĕртеймĕ ун чирне.
Вăл улталать тăрса çумна,
Сĕвет тытман упа тирне.
Çынран куласшăн çеç тепри,
Кушак пуласшăн, эс — çерçи.
Шӳтлевçĕ çакă тетĕр-и?
Шӳтлевçĕ мар вăл — ирсĕр çын.
Наянлăх чирĕ лапăрах
Кахал çынна пусса хурать.
Ĕçрен тарать аяккарах,
Вутран хăранă пек хăрать.
Тепри мăнна хурать хăйне,
Çынна куç айĕн çеç пăхать.
Çӳле тăсса пырать мăйне,
Путать суя мăнаçлăха.
Çуралнă хăшĕ харкашма,
Вăл такампа та тулашать.
Кашни çынра шырать тăшман,
Ун вăрçмасассăн — пуç кашлать.
Хăравçă çын вăл — хăравçах,
Хăй мĕлкинчен те хăй хăрать:
«Темскер сиксе ан тухтăр çак!..»
Çур чунĕ унăн тупăкра.
Элекçĕн ĕçĕ — çын çинчен
Сăмах-юмах çеç сарасси.
Тытса чараймăн чĕлхинчен,
Ăçта пăхатăн — ун сасси.
Çынна çăварĕнчен кĕрсе
Хыçран тухать хăшĕ-пĕри.
Йăпăлтатать питне пĕрсе,
Унра çук шанчăк — çил хӳри.
Юлашкинчен ак мĕн калам:
Кашни çын пурăнать хăйле,
Кашни çын ĕçĕнче — талант,
Улăштараймăн нимĕнле.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...