Уяв каçĕнче


Яланхилле, кĕлеткине тӳрĕ тытса, утас-и-утас мар-и тенĕн урине вĕттĕн-вĕттĕн шутарса, пуçне çӳле çĕклесе картлашкапа хăпарчĕ Нарспи Ильинична. Хăй хĕрĕх çула яхăнах ĕçленĕ Культура керменĕн ырă та тарават сывлăшĕ ачашшăн çупăрланине туйса пычĕ вăл. Уяв каçне ятарласа капăрлатнă пысăках мар зал та хĕрарăма ăшшăн кĕтсе илчĕ. Нарспи Ильиничнăна пĕлекенсем хăшĕ ун еннелле пуçне сĕлтсе, хăшĕ ура çине тăрсах сывлăх сунчĕç. Хĕрарăм хăй те кашнинех кăмăллăн йăл кулса саламларĕ.

Халăх поэчĕ ята илме тивĕç маттур чăвашăн пултарулăх каçне тахçанах пенсие тухса килте ларакан Нарспи Ильинична ятарласа килчĕ. Ачалăхпа яшлăхри тусĕсене курма пӳрмест-ши текен шухăш хăваласа кăларчĕ ăна паян килтен. Ара, поэтăн амăшĕпе, Пăлакипе, пĕр ялта çуралса ӳснĕ-çке вăл, тахçан ача чухне унпа туслă та пулнă, анчах юлашки вăтăр çул хушшинче, ашшĕ-амăшĕн тĕп килне сутса тухса кайнăранпа, унпа нимĕнле çыхăну та тытман. Тĕрĕссипе, ун чунĕ нихăçан та ялалла, çĕр патнелле туртăнман, çавăнпах ял еннелле выртакан çула та, хăй унта çуралса ӳснине те тахçанах маннă ĕнтĕ хĕрарăм.

...Хăйпе пĕр çулсенчи нумай ватăсем пекех, Нарспи Ильинична ялти чăваш хресченĕн çемйинче çуралнă. Çемьере пĕр-пĕччен пулнăран-ши е кая юлса килнĕ, çавăнпа питĕ кĕтнĕ ача пулнăран ашшĕ-амăшĕ хĕр ачана юмахри пек пăхса ӳстерчĕ. Хура ĕç патне пырса пилĕкĕ авăнмарĕ унăн. Çичĕ класс кăна пĕтернĕ ашшĕ ăна хăй çитеймен пĕлӳ тупине çитерес тенĕ пулас. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ Нарспие ытларах культура пĕлĕвĕ парса аталантарма тăрăшрĕ.

Вырăс, чăваш тата ют çĕршыв классикĕсен кĕнекисен вуншар томне илсе паратчĕç ăна, нумайăшĕсене сутлăхри хакран хаклăрах парса илме те укçа-тенкĕ шеллеместчĕç. Кăмăллатчĕ çав классика хайлавĕсене ашшĕ, хĕрне те вĕсене вулаттарма тăрăшатчĕ. Ахальтен мар пуль хĕр ачан ятне те Константин Ивановăн поэзине чунран кăмăллакан ашшĕ ыттисенни пек маррине суйласа илнĕ.

Чăнласах та Кĕçтенттин Нарспийĕ пекех юратса ӳс-терчĕ ашшĕ-амăшĕ Нарспи Ильиничнăна. Улттăмĕш класа çӳре пуçласан ялта никам курман тĕлĕнтермĕш — пианино туянчĕ ашшĕ. Çав çулах ялта музыка шкулĕ çук пирки ĕçсĕр килте ларакан кӳршĕри Кĕркури кинне (вăл Хусан филармонине пĕтернĕ хыççăн вĕсен ялне качча килнĕччĕ) укçа тӳлесе музыкăна вĕренттерме пуçларĕ. Керкури кинĕ пулăшнипех Мускаври культура институтне вĕренме кĕме пултарчĕ Нарспи, кайран вара Шупашкар хулине килсе вырнаçрĕ те çакăнтах ĕмĕрне ĕмĕрлерĕ...

Нарспи Ильиничнăн шухăш çăмхине залра тăвăллăн алă çупса яни татрĕ. Хĕрарăм сцена çине çăмăллăн чупса хăпаракан арçын енне пуçне пăрчĕ. Салтак Тӳми Иванĕ (çӳçĕ сап-сарă пулнăран ачасем çапла витлетчĕç ăна) халăх умне тухса тăнăнах туйăнса кайрĕ ăна. Анчах ку вăл хăй мар, унăн чапа тухнă ывăлĕ пулчĕ. Ашшĕне ытла мĕнле хывма пĕлнĕ-ха вăл? Утти, кулли, кĕлетки — пĕтĕмпех ашшĕн. Вăтăр пилĕк çул каялла, ăна юлашки хут курнă чух, Иванăн шăпах çакнашкал сăн-сăпачĕ Нарспи асне ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕ. Шел, çамрăкла çĕре кĕчĕ вăл: ывăлĕн паянхи савăнăçне те кураймарĕ. Тепĕр тесен, Иван çеç мар, Нарспи хăй те чĕрĕ пулнă çертех çак телее кураймасăр тăрса юлмарĕ-им вара?..

...Пĕр вун пиллĕк-вун ултта çитсен Нарспи ял каччисем хăй çине урăхларах пăхма тапратнине асăрха пуçларĕ. Хĕр пĕвне кĕрсе пыраканскерĕн куçа илĕртмелĕх илемĕ пурахчĕ çав унăн. Çакна Нарспи хăй те куратчĕ, туятчĕ. Ял каччисем уншăн тӳпелешнине, хыçалтан юрат-са пăхса юлнине нихăшĕ те пытармасчĕ. Ывăл ача пур амăшсем те ăна кин тума сăнаса пăха пуçларĕç. Çакă пĕтĕмпех, паллах, Нарспие кăмăла каймасăр тăмарĕ мар. Ара, ялти чи чаплă хĕр пулса тăчĕ-çке Нарспи! Анчах нихăш каччипе те сăмах татма васкамарĕ вăл.

Часах вара шӳтлесе-вăрçтарса çула пĕлекен, сăмса тутри туртса илсе каç кӳлĕм тĕлпулăва тухма чĕнекен каччăсем Нарспи умĕнчен пăрăнса çӳре пуçларĕç. Малтанах çакă хĕре тĕлĕнтерчĕ, сăлтавне пĕлсен вара тарăхтарчĕ. Салтак Тӳми Иванĕ тӳпĕлеше-тӳпĕлешех пĕтĕм каччăна Нарспи çумĕнчен сивĕнтернĕ иккен. Кăлăк чăх чĕпĕсем патне хурчкана яман пекех, пĕр каччăна та хĕр çумне çывхарма памарĕ вăл. Хăй вара Нарспи патне тӳртен пыма хăю çитереймерĕ пулас: кӳршĕллĕ пурăнакан Пăлакисен пӳрчĕпе Нарсписен кил хушши чиккинче ларакан ватă йăмра айĕнче кашни каç шăхăрса тăрсах вăхăта ирттерчĕ.

Нарспи ăна та тиркерĕ. Шкул çулĕсенчех колхоз ĕçĕнчен пĕр кун тăрса юлман çак сарă пуçлă ачапа хăй шăпине çыхăнтарасси Нарспишĕн чи хăрушă тĕлĕк пекех туйăнчĕ. Илемлĕ кĕнекесен тĕнчинче çитĕннĕ хĕр хăйпе мăшăрлă пулма аслă пĕлӳ илнĕ япшар каччăна кĕтрĕ. Иван хăйне урама тухма чĕннине курса тăрсах ун еннелле куç хӳрипе те пăхмарĕ. Пĕр лăпкă каç вара лешĕ Нарсписен умĕнчен пăрăнса хăй пекех ĕçрен хăраман Пăлакисен кантăкĕнчен пырса шăхăрчĕ...

Залри халăх татах та тăвăллăрах алă çупса ячĕ. Нарспи Ильинична пуçне хĕвĕшекен халăх еннелле пăрчĕ. Сцена çинчен чупса аннă поэт ватă хĕрарăма ачашшăн çавăтса утнине курчĕ вăл. Ку унăн амăшĕ — Пăлаки — пулнине ăнланчĕ Нарспи Ильинична. Залри халăх çаплипех алă çупма пăрахмарĕ. Ĕнтĕ халĕ поэта саламласа мар, Пăлакине хисеплесе, ун умĕнче пуç тайса алă çупрĕ вăл, тем вăхăтра ăна чечек çыххисем айне турĕ. Ял карчăкĕ пек тумланнă Пăлаки вара сăпайлăн халăх еннелле пуçне тайрĕ.

Нарспи Ильинична чĕри йĕппе тирнĕ пек ыратса кайрĕ. Кĕвĕçӳ, тарăху тата ырату пĕр çăмхана çыхăнса унăн куçне шывлантарчĕ. Пăх та кур эс ăна, ял укăлчинчен те тухса курман мĕскĕн Пăлакине! Тĕнчипе паллă артист тейĕн çав. Мĕн чухлĕ хисеп! Мĕнех тунă вăл çак хисепе курма! Ну, çуратнă тейĕпĕр ача, ӳстернĕ ăна, вĕрентнĕ, ăс панă. Нарспи те тума пултараччĕ çакна! Пултараччĕ те — пулмарĕ...

...Малтан, качча тухсанах, ача кипкипе аппаланас кăмăл пулмарĕ унăн, хăйĕн йăрăс пӳне ача çуратса илемсĕрлетес килмерĕ. Мăшăрĕ темĕн чухлĕ тилмĕрсен те килĕшмерĕ. Каярах вăл та ыйтма пăрахрĕ. Пĕрле вунă çул пурăннă хыççăн ачаллă хĕрарăм патне тухса кайрĕ унăн упăшки. Ют ача мар пулнă иккен вăл — хăйĕн. Пĕтĕм пурлăхне Нарспи Ильиничнăна парса хăварчĕ те тепĕр çемьене кайрĕ. Мĕскĕнленмерĕ Нарспи, хăй ăçта йăнăш тунине те ăнланаймарĕ. Текех качча каймарĕ вара. Пуçĕпех ĕçе кӳлĕнчĕ. Яланах халăх çинче, куç умĕнче пулчĕ. Вуншар арçын чĕрине вут хучĕ хĕр пĕвне сыхласа хăварнă Нарспи, анчах ни-хăшне те çывăха ямарĕ. Вĕсем хăйне тивĕçсĕр пек курăнчĕ ăна. Такама кĕтсе ĕмĕрне ирттерчĕ хĕрарăм...

Алă çупма çаплипех пăрахмарĕç. Ĕнтĕ пĕтĕм халăх ура çинче тăрать. Нарспи Ильинична çак шăв-шава текех тӳсеймерĕ. Никам çине пăхмасăр, никама асăрхамасăр алăк еннелле утрĕ вăл. Тăруках ывăнса тата ватăлса кайрĕ хĕрарăм. Кĕлетки курпунланса авăнчĕ, куçĕнчи хĕлхем сӳнчĕ. Сцена çинче тăракан Пăлаки вырăнĕнче пулас килсе кайрĕ çак самантра мĕскĕн Нарспин. Вăхăта каялла тавăрса ши! шăхăрса тăракан Иван патне чупса тухас, ача кипки шăршинчен тутлăрах шăршă çуккине чĕрипе туяс килчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-10-16 14:37:27):

Çапларах çав, кашни япалан, пулăмăн — хăйĕн вăхăчĕ! Нарспи те ача çуратас мехелне кĕтсе илеймерĕ, ватлăх витĕмĕпе пĕрлешсе юхăнчĕ, мăкланчĕ.

Шухăшĕ: вăйлă

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: