Çеçпĕлпе пĕрле
Кала-ха Çеçпĕл… Кам сана тĕп турĕ,
Кам сутрĕ путсĕр вилĕм аллине?
Чĕрем калать: «Ăна пĕлет пĕр турă,
Е ват çăхан ас тăвĕ тупсăмне».
Пуçелĕкӳ — чечеклĕ Кашкăр Сăрчĕ,
Шухăшунта — тăван Касаккасси.
Ăс-тăнăма çак шухăшлав халь сырчĕ,
Юнашарах пек Çеçпĕлĕн сасси.
— Тăшман чее, асту, — тет лăпкăн Çеçпĕл.
— Эп çунтăм ун каварĕ айĕнче.
Пурнăçĕсем кăра, пурăннăçем çеç пĕлĕн
Пăтранчăк шыв пекех çавра тĕнче.
Утатпăр иккĕн, çуралать тăванлăх…
— Ман каймалла, çулсем ик еннелле.
Ырмарлăхăн пуçламăш — курайманлăх…
Кĕрешмесен эсрел çĕнет, елле.
Пиччем ан кай, тытар ака пуçне!
Тăсар малтан-мала çуракине.
Ирех тăрар та çут шурăмпуçпе
Курар Çĕн кун кулса хăпарнине.
Манпа вылярĕ уçă çил касси
Чĕрем вутне тем мур тума пăлхатрĕ.
Тăрать çаплах-ха Çеçпĕлĕн сасси
Шухăш-çуйа çурхи шыв пек тапратрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...