Пукра
Укахви аппа район центрĕнче ĕçлекен ывăлĕ патне хăнана пырсан иккĕмĕш куннех тунсăхлама пуçларĕ. «Çырла пек çу кунне нимĕн тумасăр сая яратăп-çке капла! Уксах-чăлах пек, пӳртре лармалла-и вара ман?» — ӳпкелешрĕ вăл алăкăн-тĕпелĕн утнă май.
Тепĕр кунне вара, кăштах та пулсан ĕçлĕ пулас тенĕн чăланта çакăнса тăракан сурăх тирне хул хушшине хĕстерчĕ те пасаралла уттарчĕ.
Пасара çитнĕ-çитменех Укахви аппана тир пухакан агент Ухватов Унтри куршанак пек çыпçăнчĕ.
— Ку пасарта мансăр пуçне тир илекен урăх çын çук. Уçăмлă çын эпĕ, инке, уçăмлă! — çине-çинех кăшкăрчĕ Ухватов. Хăй çавăнтах кӳпшек аллипе Укахви аппан хул хушшинчи сурăх тирне туртса та илчĕ.
— Высши сорт! — терĕ Унтри тире кутăн-пуçăн çавăркаласа.
Укахви аппан куçĕсенче кăмăллă кулă çиçсе илчĕ. Унăн ывăлĕ Никандр хăй ĕмĕрĕнче сахал мар сурăх пуснă, тирне те çавăн чухлех сӳнĕ. Пĕр тире те пăсса сая ярас çук вăл. Епле сӳмеллине те, ăçта типĕтмеллине те лайăх пĕлет.
Унтри тире урапа çине йăпăр-япăр сарса хучĕ те ал тупанĕпе шăлкаланçи турĕ.
— Пĕрремĕш сортпа каймасть, шелмĕ! Шăп варринчен пукра шăтарнă, мур илесшĕ! Пĕр пайăрка çăм юнланнă тата...
Укахви аппа те ытлашши тинкерсе пăхнăран пукра шăтарнă вырăна та, юнланнă çăм пайăркине те тупаймарĕ. Çак самантра Унтри хуçса пухмалли метрне тир тĕлĕнче урлă-пирлĕ выляткаласа илчĕ.
— Темшĕн ку тир акăш-макăш пĕрĕнсе ларнă. Сурăхĕ те чышкă пек кăна пулнă курăнать те...
Ку сăмахсене илтсен Укахви аппа куçĕсем чарăлсах кайрĕç. Унтри çакна асăрхаманçи пулса хăйĕннех печĕ:
— Иккĕмĕш сорт. Пĕр тенкĕ те 20 пус. Ме, квитанци çине алă пус та укçине халех ил.
Укахви аппан куç хăрпăкĕсем татах та çӳлерех сиксе ларчĕç, пичĕ хĕр чухнехи пекех хĕрелсе кайрĕ. Пĕр вăхăт аптăраса тăнă хыççăн агент аллинчен тире карт туртса илчĕ.
— Чипер тире нихçан та 3-4 тенкĕрен кая сутса курман. Эсĕ манран пусла мар, тенкĕпех сăптăрса юласшăн капла!
Унтри тарăхнă хĕрарăм мĕн каланине питех итлесе-йӳплесе тăмарĕ, тепĕр еннелле çаврăнчĕ те çамрăк хĕрарăм аллинчи пăру тирне япăшт кăна ярса илчĕ.
Тепĕр ирхине, ывăлĕ ĕçе кайма пуçтарăнсан, Укахви аппа темĕнле айăпа кĕнĕ сасăпа çапла каларĕ:
— Вăйран тайăлтăм иккен. Ĕнер ав пасара çитсе килме те ӳркентĕм. Эсĕ, Никандр, çав тире агент патне хăвах кĕртсе паратăн пуль, ачам.
Амăшĕ тир çинчен аса илтерсен ывăлĕ телефон трубкине ярса тытрĕ.
— Хатĕрлев кантурĕ-и? Кам? Надеждин калаçать. Ман хваттере кĕрсе тухăр-ха, чĕр тавар пур. — терĕ вăл такама телефон тăрăх хăйне хирĕçлеме юраман сасăпа.
Никандр ĕçе тухса кайсан вăхăт нумаях та иртмерĕ, калинкке усăлса хупăнни илтĕнчĕ. Пурте никам та мар — Ухватов Унтри кĕчĕ.
Укахви алпапа Унтри пĕрне-пĕри палласа илсе пĕр авăк юпа пек хытса тăчĕç. Çапах та Унтри çухалса каймарĕ, самантрах хăйне алла илчĕ.
— Мана пирĕн директор Никандр Николаевич кĕрсе тухма хушнăччĕ те...
— Директор? Никандр-и? Никандр хатĕрлевĕçсен директорĕ-и? Илтнĕччĕ çав вăл таçта, сутуçăсем патĕнче, пуçлăхра ларать тенине?! — ик аллине шарт çапрĕ Укахви аппа. Унтан ывăлĕ ĕçе тухса каяс умĕн телефонпа калаçнине аса илчĕ. Ку калаçури «чĕр тавар» тир иккенне тин ăнкарса илчĕ вăл. — «Чĕртавар» шырамастăр пулĕ те? Айтăр. кăтартса пăхам...
— Лайăх тир... высши сорт. — терĕ Унтри тире аллипе тытнă-тытман. Йăрă куçĕсемпе çенĕк йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ те юрăхлă вырăн урăх пулманран тире урайнех сарса хучĕ: — Никандр Николаевич хăй сӳнĕ пулас, ниçтан та шăтарман.
— Никандр шăтарман та, пукра тем тунă ĕнтĕ? — куçне хĕссе ыйтрĕ Укахви аппа.
— Ăçта? Курăнмасть-çке. Тап-таса тир. — Унтри атă кунчи ăшĕнчен метрне туртса кăларчĕ.
— Пĕчĕкрех çав тирĕ. Виçмелĕх те çук. — татах та ытларах хĕсрĕ куçне Укахви аппа.
— Никандр Николаевич пасарта мĕнле сурăх туянмаллине пĕлет, пăру пеккине шыраса тупнă! Çăвĕ пилĕк кĕренкерен кая мар тухнă пуль? — хăйĕнчен тăрăхланине асăрхаманçи пулать Унтри. Унтан кăранташне кăларчĕ те квитанци çырма пуçларĕ.
— Высши сортпа каять. — мăкăртатрĕ вăл çырнă май. — Пысăкăшĕ пур вара! 5 тенкĕ те 30 пуса ларать. Ме, квитанци çине алă пус та укçине халех ил.
... Кăнтăрлахи апат хыççăн Укахви аппа тăруках яла тухса каясси çинчен пĕлтерчĕ.
— Акă, сана, ывăлăм. 5 тенкĕ те 30 пус. Ку укçана Ухватов Унтри парса хăварчĕ. Пасарта вăл мана çав тиршĕнех тенкĕ те 20 пус парса мăшкăлларĕ. «Пукра шăтарнă». — тет. Хăй пукра вăл, мур илесшĕ! Выльăх тирне кăна мэр, çынсен тирне сӳме те аван пĕлеççĕ иккен сан агентсем, директор!
Ывăлĕ машинăпа ăсатма пулнине пăхмасăр Укахви аппа тăван ялне çуранах тухса утрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...