«Ик енче — ик чăнлăх...»
Ик енче — ик чăнлăх.
Варринче — чĕре.
Тĕттĕме çĕнсе
Çунакан чĕре.
Ик енче — ик çиçĕм.
Варринче — куççуль.
Вил тăпри çине
Ӳкекен куççуль.
Ик енче — ик пурнăç.
Варринче — асап.
Ĕненме, тӳсме
Хистекен асап.
«Ик енче — ик чăнлăх...»Ик енче — ик чăнлăх. Варринче — чĕре. Тĕттĕме çĕнсе Çунакан чĕре.
Ик енче — ик çиçĕм. Варринче — куççуль. Вил тăпри çине Ӳкекен куççуль.
Ик енче — ик пурнăç. Варринче — асап. Ĕненме, тӳсме Хистекен асап.
|
ÐÐ¾Ð»Ð¾Ð´Ñ (2013-05-23 09:29:36):
Володя.Ик енче кĕленче, пушши пĕр енче, тулли, паллах, леш енче.Унталла та, кунталла.Йывăр мухмăр пуçпала.