«Чăна кĕтсе пуль чăтăм пĕтрĕ…»
Чăна кĕтсе пуль чăтăм пĕтрĕ…
Çӳрерĕм çутă тĕнчере.
Халь ăрскалăм чĕм-и кĕртрĕ,
Калав хывап тĕрленчĕкрен.
Эп пĕчĕк-пĕчĕк ванчăкран
Кун-çул валли парне пухасшăн.
Ан тĕлĕнех йăпанчăкран,
Хавхалану, асам тупасшăн.
Пăртан эп тумăп кĕлетке,
Поэзире пур ырă чăнлăх.
Ăна шырать-и Теветкел…
Асап валли пур канăç — чунлăх.
Кăра мухтавăн чыссăр чапĕ
Антăхтарсассăн хăш-пĕрне,
Кун-çул яваплăн тĕртсе çапĕ
Тыт, урхамахăн чĕлпĕрне.
Хастарлăн, Çеçпĕлле, вут чунлăн,
Хисепĕ пур-и шурă чулăн?
Несĕлĕмсен халал-пилне
Упранă чăнлăх чунсăр мар-и?
Ман сăввăмсем çитсен пине —
Çитет пуль чăнлăхăн саманчĕ…
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...