Промфинплан
Энтри Энтипе чӳлмек хĕррипе каснă хура çӳçпуçне салатса янă. Пичĕ çине пăтăм-пăтăм хĕрлĕ тухнă. Хаяр пусăмсемпе утса илчĕ те, аллинчи хаçатне çиллессĕн пăрахса, пуçне икĕ аллипе йывăррăн ярса тытрĕ.
— Мĕн пулчĕ? — çăмах çăрма пăрахсах ыйтрĕ арăмĕ.
— Пĕтрĕм, — терĕ Энтип, — большевик пултăм!
— Ой, мĕн пулчĕ аплах? — терĕ арăмĕ упăшкин хĕрелерех панă хура куçĕнчен шикленсе пăхса. — Хаяр ӳкнĕ пулĕ?
— Хаяр ӳкнĕ сана. Илтетне... илтетне — большевик пултăм! — терĕ, мăн чышкине арăмĕн лапчакрах сăмси тĕлне тытса.
Арăмĕн кăвак куçĕсем хăранипе мăч-мăч уçăла-уçăла хупăнма тытăнчĕç. Тутипе чĕлхи: «Эпĕ... эпĕ... эпĕ...» — тенĕ хыççăн: «м... м... мĕнле апла пулса кайрăн?» — тенисĕр пуçне, нимле сăмах та тупса калаймарĕç.
— Пултăм çав!! — терĕ Энтип, чышкине арăмĕн сăмси айĕнчен илсе.
Унтан çĕре ӳкнĕ хаçатне чĕтрекен аллипе ярса тытрĕ те, кирлине шыраса тупса, çилĕллĕ сассипе вулама тытăнчĕ: «Чăпта çапас ĕçĕн промфинпланне тĕппипех тултарарю Промфинплана тултарассишĕн кĕрешни — социализм строительствишĕн кĕрешни пулать». Илтетне, мĕн çырнă?
Арăмĕ: «Нимĕн те ăнланмастăп сана», — тесшĕнччĕ, хăяймарĕ.
— Ухмах эсĕ! — терĕ арăмĕ çине пăртан та сивĕ куçĕсемпе пăхса. Эпĕ те большевиксем тунă плана тултарма пулăшрăм. Табак, ситцă, сахăр нумайрах илес тесе, 500 чăпта ытла çапса патăм. Эпĕ çапнă чăпта ăçта кайнине пĕлетне?
— Тавар тултарма пулĕ, — терĕ арăмĕ хăюсăр тухакан сасăпа.
— Тавар тултарма çав — социализм тăвас ĕçе кирлĕ таварсем тултарма. Пăх-ха эсĕ ман çине — аттем ĕлĕк чăпта хуçи пулнине маннă, Совета чăпта çапса пулăшма тытăннă, э? — тесе пуçне пит çиллĕн сулласа илчĕ. Унтан йывăррăн сак çине пырса ларчĕ те шухăша кайрĕ. Лайăхрах шухăшламалла пултăр тесе, арăмне паранкă кăларма каймашкăн хушрĕ.
* * *
Сак çинче нумай ларăйман, тула тухса шухăшлас килнĕ Энтипĕн. Уçă сывлăшра пуçри шухăшсем те уçăлаççĕ.
Килкарти варринчи ватă йăмра сарăхнă çулçисене уйăрса çĕрелле пăрахма тытăннă. Хăма витнĕ сарай çийĕн вутă шаршанĕсем çине хĕвел ӳкнĕ.
Килкартипе утса пыраканскер, Энтип сысна çине пырса тăрăннă.
— Ах, шуйттан сысни!
— Матка! — терĕ, паранкă кăларса тăракан арăме патне пырса. Эсĕ сысна илтересшĕн çунтăн вĕт!
— Ма? Каллех сăтăр тунă-и-мĕн? — хăраса ӳкрĕ арăмĕ.
— Сăтăрĕ нумай. Ара, республике аш кирлĕ вăхăтра эпир сысна усратпăр. Тĕлĕнмелле! Пасарти аш... Совет ашĕ ан пĕттĕр тетпĕр. Аша пасартан илсессĕн (килте тумасассăн) Совет ашĕ сахалланма пултарать, ун çинчен шухăшлама пĕлмен. Сысна усраса Çовета усă кӳретпĕр, э? Эх, тăманасем! Акă сыснине ыранах пусса пăрахам. Ай-ай-ай, мĕнле йăнăш тунă эсĕ!
Энтипен сивĕ куçĕсем арăмĕ пуснă кĕреçе айĕнчен тухакан шупкарах хĕрлĕ паранкăсем çине ӳкрĕç. Кашни кăкран 3–4-шар мăшăр сысна çури пысăкăш паранкăсем сирпĕнсе тухаççĕ.
Энтип шухăша кайрĕ.
— Паранки нумай тухать те-ха, анчах унпа каллех Совета савăнтаратпăр эпир. Советăн паранкă туса илес планне тултарма пулăшатпăр.
— Матка! — терĕ те, арăмĕ картах сикрĕ. — Матка, пăрах паранкуна кăларма. Пăрах тетĕп сана — илтетĕн-и?
— Ма?
— «Ма» тесе сурăх калать. Юр айнех юлтăр. Коммунистсем пирĕн Совет Союзĕнче кăçăл çавăн чухлĕ паранкă пулчĕ тенĕ чухне ман паранкă çинчен ан калаччăр.
Арăмĕ, çăварне уçнăскер, хирĕç чĕнме хăяймарĕ.
— Урăх кăлармăпăр. Каях. Апат паçăрах пиçнĕ пулĕ. Çиер! — терĕ Энтип, сассине çемçетсе.
Чăнах та апат çиме вăхăт çитни хĕвелтен те паллă, пӳртри сехетрен те паллă. Ав, Энтип пăхать те сехет çине, сехечĕ, тик-так-тик-так! тесе, ултă сехетрнн те иртсе кайнă. Тик-так-тик-так!..
— Социализм пулас вăхăт патнелле пыратăн-и? — терĕ Энтип сехете. — Промфинплан срукĕсен виçи пулас терĕн-и? Коммунистсене юрас терĕн-и?..
Сехете ярса илчĕ те чанкăр! тутарчĕ çĕрелле. Йăн-йăн-йăн йынăшса илчĕç сехет çапмаллисем. Чăнкăр-чанкăр! Энтип сехет çине патмар урисемпе хăпарса тăрса ах, ах, тесех сикме тытăнчĕ.
— Ак сана промфинплан срукĕ, акă сана тик-так!
Арăмĕ питне саппунпа хупланă, у-у! тесе йĕрет. Урнă упăшкине чарма хăрарĕ. Ара, ăçтан чаран ăна?
— Антар апатна! — хăтăрса тăкрĕ вăл арăмне.
Кăвар çинче лакăртатса вĕрекен яшкана сĕтел çине антарса лартсан, Энтип сыпса пăхмасăрах:
— Тăвар яр!! — тесе кăшкăрса тăкрĕ.
— Тăварĕ...
— Ан хирĕçсе тăр. Шеллетĕн-и-мĕн Совет тăварне? Яр ывăçипех.
Арăмĕ васкаманнине кура, Энтип тăвар суланчине илчĕ те тӳрех яшки çине ӳпĕнтерчĕ.
— Пĕтĕм тăвара çисе пĕтерем. Совет тăварсăр юлтăр. Тăварсăр промфинплана тултарса пăхăр-ха. Хă-хă... Çăкрине те... Çăкрине те... пĕтĕмпех касса тултар. Пĕтĕм Совет çăкрине çисе ярам.
Çăварне çăкăр чиксе тултарса, тăварлă апат лĕпĕрт-лĕпĕрт сыпать. Нумаях сыпаймарĕ, хăсма тытăнчĕ. Хырăмĕ тăвар ярса тултарнă апата юратмарĕ.
— Ой, вилетĕн... Мĕнле сыхланмастăн... Хăвна хĕрхенместĕн пулсан, хырăмри ачама хĕрхен. Ой, ой!
«Ача, ача, Мĕн вăл ача? — тесе шухăша каять Энтип. — Çитĕнсен мăн çын пулать. Социализм тума пулăшать. Пирĕн республикре пилĕк çуллăх план вĕçĕнче этем хисепĕ çавăн чухлĕ пулмалла тенĕччĕ хаçатра... Санран çуралас ача та çав хисепе кĕрет ĕнтĕ».
— Матка, — терĕ. — Ухмах эсĕ! Ача тăвас тетĕн-и? Акă парам сана Совет валли ача тума!
Ярса илчĕ те арăмне çӳçрен... Эх, сĕтĕрме тытăнчĕ! Сĕтĕрет те сĕтĕрет. Пӳрт чĕтренсе çеç тăрать.
Сĕтел патĕнче ларакан кушакки те хăраса ӳкнĕ. Ку историрен хăтăлма пулмĕ-ши тесе, пĕрех сикрĕ вăл кăмака умнелле, анчах сикни вырăнлă пулмарĕ, Энтип ури айне кĕрсе ӳкрĕ.
Энтипĕн çилли вара арăмĕ çинчен кушак çине куçса ларчĕ.
— А-а! Эсĕ-и-ха! Шăшисем тытатăн. Совет тыррине сыхлатăн. Ударник! Ак парам сана шăшисем тытса Совет тыррине сыхлама.
Кушака хăвалама тытăнчĕ. Кушакĕ тарать, Энтип — хыççăн. Кушак — алăк патне, Энтип — алăк сулли çине... Кушака тытма хăтланса, пуçĕпе алăка яр уçса ячĕ. Кушакĕ çенĕхе, унтан — тула. Энтипĕ те унта. Тытатчĕ пуль те усал кушака — тăпра муклашкинчен такăнчĕ. Çат! турĕ йывăр кĕлетки çĕр çине.
— А-а!.. Çĕр. Совет çĕрĕ! Совета тырпул туса паратăн. Пилĕк çуллăх планшăн ĕçлетĕн! — тесе пĕтĕм вăйран çĕре чыша пуçларĕ.
Арăмĕ, çӳçне-пуçне салатса янăскер, кӳрше чупать.
Кăшкăрать Энтип. Чарăна пĕлмест. Чышки хăпарса тухнă.
Пускилсем чупса пыраççĕ. Энтипе ярса тытаççĕ. Энтип парăнмасть. Вара ним тума аптранипе, ăна чӳречесĕр хампара тĕртсе ярса, хампарне питĕрсе илеççĕ.
Хусанта ăсран кайнисен çуртĕнче уйăх çурă выртса тухнă хыççăн Энтип чĕлхи Совет майлă шутарса калаçма вĕренни сисĕнчĕ. Совет çине тарăхнипе юхакан сĕлекисем халĕ палăрмаççĕ, вăл вĕсене шалтан тухма памасть, лăнкăрт çăтса ярать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...