Çичĕ çыру
Тĕлĕкре курнăн тăвас пуль кунта каланисене. Калăпăр, эпĕ, алла ручка тытса, «Капкăн» валли статья çырма ларнă пултăр. Çырса ларнă çĕртех, куçсем çывăрса кайнă пирки, хам та çывăрса кайнă пултăр. Пулăшкомсемпе ревизи комиссийĕсем пек (мар, чăн-чăнах çывăрса кайнă пултăр. Калăпăр, пыр шăтăкĕ харлаттарнă пултăр, сăмса шăтăкĕ ши-ши! шăхăрса хăй кĕввине каланă пултăр. Çав пыр шăтăкĕ харлаттарнă вăхăтра эпĕ тĕлĕк курнă пултăр. Тĕлĕкре редакци ячĕпе çырусем нумай килнĕ пултăр. Çав нумай çырусенчен çиелтисене алла тытса конверчĕсенĕ чăр-чар çĕтсе, ăшне чикнĕ хучĕсене вулама тытăннă пултăр. Ну, тытăнăпăр вулама!
Пĕрремĕш çыру.
Шупашкарти пĕр комиссариатра ĕçлекен («ларакан» тесен те юрать) аллине пусса янă пĕрремĕш çыру çине. Ахаль çын мар — комиссариатра ĕçлекен пысăк çын. Çавăнпа унăн çырăвне вуласа панă чухне хăлхана тăратсах итлемелле. Хăлхăрсене тăрататăр пулсан, вуласа парам.
«Акса хăварнă ыраш калчисем çине выльăхсем ярса ваттарассине чарас тĕлĕшпе вирлĕн ĕçлеме кирли çинчен районсене кăтартусем çителĕклĕ панă пулин те, райĕçтăвкомсем вăл тĕлĕшпе çителĕклĕ ĕçлемен. Ку япала райĕçтăвкомсем енчен питĕ пысăк çитменлĕх пулса тăрать. Халĕ, социализм тунă чухне, тырпула уйра лайăх пăхса, ăна выльăхсемпе ваттармасăр çитĕнтерни (ӳстерни) кирлĕ...»
Малалла мĕн çырнине вуламасăрах, тепĕр çыру çине куçар.
Иккĕмĕш çыру.
Иккĕмĕш çыру райĕçтăвкомран. Вулăпăр:
«Акса хăварнă ыраш калчисем çине выльăхсем ярса ваттарассине чарас тĕлĕшпе вирлĕн ĕçлеме кирли çинчен райĕçтăвком хăйĕн ял Совечĕсене кăтартусем çителĕклĕ панă пулин те, ялĕçтăвкомсем вăл тĕлĕшпе çителĕклĕ ĕçлеймен. Халĕ, социализм тунă чухне, тырпула уйра лайăх пăхса, ăна выльăхсемпе ваттармасăр çитĕнтерни кирлĕ...»
Виççĕмĕш çыру.
«Акса хăварнă ыраш калчисем çине выльăхсем ярса ваттарассине чарас тĕлĕшпе вирлĕ ĕçлеме кирли çинчен ялĕçтăвком ялхуçалăх секцине кăтартусем çителĕклĕ панă пулин те, ялхуçалăх секци вăл тĕлĕшпе çителĕклĕ ĕçлеймен. Халĕ, социализм тунă чухне...»
Малаллахи пĕрремĕшпе иккĕмĕш çырури пекех.
Тăваттăмĕш çыру.
«Акса хăварнă ыраш калчисем çине выльăхсем ярса ваттарассине чарас тĕлĕшпе вирлĕ ĕçлеме кирли çинчен ялхуçалăх секци ялти ĕççыннисене кăтартусем çителĕклĕ панă пулин те, ялти ĕççыннисем вăл тĕлĕшпе çителĕклĕ ĕçлеймен. Ку япала ялти активистсем...»
Малалла вулама та кирлĕ мар.
Пиллĕкмĕш çыру.
Çыру мар. Ял халăхĕн приговорĕ ку.
«Акса хăварнă ыраш калчисем çине выльăхсем ярса ваттарассине чарас тĕлĕшпе вирлĕн ĕçлеме кирли çинчен ялти ĕççыннисем ял выльăхĕсене кăтартусем çителĕклĕ панă пулин те, ял выльăхĕсем...» (Малтанхи сăмахĕсене 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш çырусенче вула.)
Улттăмĕш çыру.
«Акса хăварнă ыраш калчисем çине выльăхсем ярса ваттарассине чарас тĕлĕшпе вирлĕн ĕçлеме кирли çинчен ял выльăхĕсем ял сурăхĕсене кăтартусем çителĕклĕ панă пулин те, сурăхсем...»
Çиччĕмĕш çыру.
«Акса хăварнă ыраш калчисем çине выльăхсем ярса ваттарассине чарас тĕлĕшпе вирлĕн ĕçлеме кирли çинчен сурăхсем хăйсем енчен уйри мулкачсене кăтартусем çителĕклĕ панă пулин те, уйри мулкачсем (куянсем) вăл тĕлĕшпе çителĕклĕ ĕçлеймен. Асăрхаймасăр калча çине тухса кайнă сурăхсене ватма юраманни çинчен асаилтерес вырăнне, сасартăк сиксе тухса, сурăхсене хуйхатса уй варринеллех хуса ярса пычĕç. Халĕ, социализм тунă чухне...»
Юлашкинчен калани.
Мулкачсенчен çыру çук. Çыру çукран мĕнпур айăпа хăйсем çине илни палăрать.
Манăн тĕлĕк пĕтрĕ. Кашни кампанирех ку тĕлĕк пулма пултарать. «Çырусенчи» малтанхи сăмахсем анчах улшăнаççĕ. «Ыраш калчисене. выльăхрем ярса ваттарассине чарас тĕлĕшпе...» теес вырăнне, сăмахран, «тырă пухса хатĕрлес тĕлĕшпе...» е «страховка пухас тĕлĕшпе...» е тата урăх кампание асăнса «тĕлĕшпĕ» сăмах хушса çырмалла.
Тĕлĕкре курнăн турăмăр кăна. Эпĕр тĕлĕкре курнине пурнăçра туса пăхакансем те пулкаланă тенине илтрĕмĕр халĕ эпĕр. Самокритика тени лайăх тытма юратать, тет, ун пек хăтланакансене. РКИ те тата ытти органсем те часах тытаççĕ, тет. Çавăнпа эпĕ кăтартнисене шанчăклă метод тесе каламах май килмест теççĕ сăнаса пăхнисем. Эпĕ хам та çавнах шухăшлатăп çав!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...